Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Июлӗн 2020, 12:33

Чи çывăх çынсене епле чĕнмелле?

Интернет тата тĕрлĕ техника пулăшнипе халĕ кашниех чикĕ леш енчи тăванĕсемпе те, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе те çыхăну тытма пултарать. Тĕрлĕ социаллă ушкăнсем те сахал мар.

Икĕ çул каялла эпир те, аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕрле ăс пухнă тантăшсем, çавăн пек ушкăн йĕркелесе ятăмăр. Тĕрлĕ уявсемпе, çуралнă кун ячĕпе саламлама питĕ меллĕ. Мĕнле ыйту сиксе тухсан та кашниех пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр. Акă, пĕр канмалли кун ир-ирех Çтерлĕ хулинче пурăнакан Ирина: «Хĕрсем, чăвашла тестьпа теща мĕнле пулать?» тесе çырса ячĕ. «Хунямапа хуняçа», «хунямапа хуньăм», - васкарĕç пулăшма хĕрсем. «Ирина, хĕрне качча паратăн-им»? - интересленчĕç теприсем. Тантăшăмăрăн ашшĕпе амăшĕ хăнана килнĕ иккен. Кĕрÿшĕ хăйне валли питĕ пултаруллă мăшăр çуратса ÿстернĕ çынсене чăн чăвашла сăмахсемпе тав тăвасшăн пулнă. Куншăн ырламалла çеç, анчах çак пулăм мана тарăн шухăша ячĕ. Хамăр тăвансене, хурăнташ-пĕлĕше палăртмалли сăмахсене - тăванлăх терминĕсене - пĕлменни, паллах, никама та чыс кÿмест. Епле чĕнмелле-ха вĕсене, чи çывăх çынсене?
Атте, анне - мама, папа. Пирĕншĕн чи çывăх сăмахсем.Вĕсен пĕлтерĕшне пурте пĕлеççĕ пулĕ. Асатте, асанне - бабушка, дедушка со стороны отца. Кукаçи, кукамай - дедушка, бабушка со стороны мамы. Пичче - старший брат, шăллăм - младший брат, аппа - старшая сестра, йăмăк - младшая сестра. Хуняма, пăянам (упăшка амăшĕ) - свекровь. Кин (ывăл арăмĕ, шăллăм арăмĕ) - сноха. Кĕрÿ (хĕрĕн упăшки, йăмăк упăшки) - зять. Хуняма, пăянам (арăм амăшĕ) - теща. Хĕрсем (упăшкан йăмăкĕ) - золовка. Пăяхам (упăшкан пиччĕшĕ) - деверь. Пултăр (упăшкан шăллĕ) - деверь. Пултăр (арăмăн йăмăкĕ) - свояченица. Пултăр (арăмăн шăллĕ) - шурин. Кукка (аннен шăллĕ е пиччĕшĕ) - дядя.
Ăру-тăванлăх сăмахĕсем кунпа кăна вĕçленмеççĕ. Вĕсемпе эпир хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарăпăр.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: