Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Июлӗн 2020, 12:49

Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр

Пирĕн Слакпуç тăрăхĕнчи пĕчĕк Чипике ялĕнчен 55 арçын вăрçа тухса кайнă. Çак вăхăтра ялта 55-60 килĕ пулнă. Аллă пилĕк килĕ арçынсăр тăрса юлнă.

Ялти ват çынсем, хĕрарăмсем, çамрăк ачасем колхоз хирĕнче, фермăра ĕçленĕ. Пурте вăй çитнĕ таран фронта пулăшма тăрăшнă. Вĕсем тыр-пул, пахча çимĕç ÿстернĕ. Юратнă упăшкисене, ашшĕсене, пиччĕшĕсене, юлташĕсене чунтан кĕтнĕ, анчах яла пурте таврăнайман. Аллă пилĕк арçынтан вун тăххăрăшĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Икĕ салтак инвалид пулса таврăннă. Вăрçăран килнĕ салтаксем тăрăшса колхозра ĕçленĕ, кил-çурчĕсене юсанă. Пурнăç малалла тăсăлнă.
Эпир, кукаçи-асаттесен, аттесен тĕпренчĕкĕсем, сире, сирĕн паттăрлăхăра нихăçан та манмастпăр!
Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр.
Вера Гаврилова.
Пелепей районĕ,
Чупукаран ялĕ.
Читайте нас: