Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Июлӗн 2020, 12:37

Иван Яковлевич Яковлевăн ачисем

Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканăн, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ, чӑвашла букварь хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн виçĕ ача пулнă: Алексей, Лидия, Николай.

Алексей Иванович (1878-1951 çç) историпе кăсăкланнă. Вăл - СССР Наука академийĕн член-корреспонденчĕ, Сталин премийĕн лауреачĕ.
Николай Иванович (1883-1949 çç) сăрт-ту инженерĕ пулнă. Çав вăхăтрах çар конструкторĕ те, музыковед та.
Лидия Ивановна (1881-1942 çç) хăйĕн пурнăçне ытларах чĕлхесемпе çыхăнтарнă. Вăл ашшӗн чӗлхине те пӗлнӗ, чӑвашла ҫырнӑ. Кун пирки Станислав Убасси журналист, блогер Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Автор Фейсбукри постра Любовь Пижанован «Ефремов и чуваши» статйи пирки асӑннӑ, ӑна вулама сӗннӗ.
Чи кӑсӑкки - Лидия Ивановнан лагерьте ҫырнӑ ҫырӑвӗсем упранса юлни. Вӗсене Иван Яковлевӑн ҫывӑх ҫыннисем Чӑваш патшалӑх университетне панӑ, халӗ вĕсем унта тирпейлӗн упранаҫҫӗ.
Лидия Ивановна чӑвашла шӑрҫаланӑ ҫырусенчен пӗринче этем шӑпи пирки каланӑ. Шел те, ҫав ҫырӑвӑн чӑвашла варианчӗ пирӗнте ҫук. Этеме хуйхӑпа асап ҫӗлен пекех ҫавӑрса илни, телей вара хирти чечек пек пулни ҫинчен ҫырнӑ. Хӗвел пӑхсанах чечек савӑнать, анчах хуйхӑпа асап пуҫа устараҫҫӗ тенӗ.
Чăваш халăх сайтĕнчен.
Читайте нас: