Июль уйăхĕнче сапанпа ĕрчекен хурлăхана‚ йĕплĕ хурлăхана‚ облепихăпа кашкăр çырлине‚ кизила тата ытти илемлĕх тĕмĕсен турачĕсене касса çĕр ăшне лартма пулать.
Помидорсен хушма турачĕсене иртмелле. Хушма туратсем çăвĕпе ÿсеççĕ. Помидор тĕмĕнчен шултрарах çимĕç илес тесессĕн тĕмĕн турачĕсене июль уйăхĕнче те иртмелле. Унсăр пуçне помидорсен аялти çулçисене те татса тухмалла.
Арбузсемпе дыньăсене ÿсме пулăшмалла. Çĕршывăн вăтам тăрăхĕнче‚ ăçта çу кĕске тата ытларах чÿхне сулхăн‚ бахча культурисем уçă тăпра çинче тивĕçлĕпех çимĕç параймаççĕ. Çавăнпа вăй илсе çимĕç пама пуçлаччăр тесе вĕсен ÿсĕмне чакармалла. Арбузсен айккинчи хунавĕсене татмалла. Мĕншĕн тесен тĕп тухăç тĕп кĕпçе çинче ÿсет. Дыньăсен вара тĕп пултранкине 5-6 çулçă хыççăн касмалла. Айккинчи хунавĕсене 3-4 çулçă хыççăн иртмелле. Кашни ÿсен-тăран çинче 5-6 çимĕçрен ытла хăварма кирлĕ мар.
Çĕр улми кăлармалла. Июль вĕçĕнче ир пулакан çĕр улмине кăларма юрать. Çакăн йышши сортсене вăрах упраса пулмасть. Çавăнпа вĕсене апат пĕçернĕ чухне маларах усă курмалла.
Пахча çимĕç лартмалла. Июль уйăхĕн вĕçĕнче йÿçĕ кăшманпа дайкон сорчĕсене лартмалли чи лайăх вăхăт.
Унсăр пуçне уйăх вĕçĕнче пăрçа‚ горчицăпа купăста (кале‚ пекин‚ китай тата япони‚ кольраби сорчĕсене)‚ редиспа кресс-салат‚ монардăпа потрулак‚ çарăкпа рукола‚ çулçăллă салатпа турнепс‚ спаржа фасолĕ тата щавель лартма пулать.
Сливăсене апатлантармалла. Июль уйăхĕнче çимĕç тата çырла паракан пур культурăсене те апатлантарма кирлĕ мар. Çав вăхăтрах сливăна апатлантарассине асра тытмалла. Слива çимĕçĕ пиçме тытăнсан 10 литр шыв çине 2 пысăк кашăк мочевина тата 3 кашăк нитрофски ямалла. Çак шĕвекпе йывăçсене апатлантармалла. Норма - пĕр йывăçа 2 витре шĕвек.
Пахча çимĕçсене шăвармалла. Июль - çуллан чи ăшă та шăрăх уйăхĕ. Çавăнпа ÿсен-тăрансене час-часах шăвармалла.
Сада пĕлсе шăвармалла. Çимĕç паракан культурăсене тухăçа пуçтарса иличчен 15-20 кун маларах шăвармалла.
Пĕр йывăçа шăвармалли шыв норми:
5 çулчченхи йывăç пулсан 7 витре шыв кирлĕ‚ 5-10 çулхине - 14 витре‚ 10 çултан аслине - 20 витре.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.