Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Июлӗн 2020, 12:56

Ильинсен çемье никĕсĕ - юратупа татулăх

«Сăпайлăх çынна илем кÿрет» теççĕ халăхра. Çавăнпа та пулĕ пирĕн чăваш çыннисем нумай чухне хăйсем ырă ĕçсем туни çинчен ывăлĕ-хĕрĕсене каласа пама васкамаççĕ. Манăн шухăшпа, ырă ĕçсем тунинчен пĕрре те вăтанса тăмалла мар. Халăх хăйсен пултаруллă çыннисене, вĕсем ыттисем валли сахал мар пархатарлă ĕç тунине пĕлмелле. Сăмахăм ман чăн-чăн чăваш хастарĕсем, уçă чĕреллĕ те тÿрĕ кăмăллă чăваш çыннисем çинчен пырать.

Пирĕн çĕршывра нумай çул ĕнтĕ «Çемье, юрату тата шанчăклăх» кунне паллă тăваççĕ. Çак пысăк уяв кăçал та пĕтĕм Раççейĕпе илемлĕ кĕрлесе иртрĕ. Пушкăртстан Республикинчи районсемпе хуласенче те 25 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнакансене чысларĕç.
Давлекан тăрăхĕнче уяв еплерех иртни çинчен вулакансене пĕлтерес тетĕп. Июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче Давлекан хулинчи Культура керменĕнче район администраци пуçлăхĕ Ильгиз Мухаметзанов çак районта пурăнакан Ильинсене «Юратупа шанчăклăхшăн» («За любовь и верность») медальпе чысланă.
Анатолий Павловичпа Ирина Сергеевна Ильинсем Чуйăнчă-Николаевка ялĕнче çемье çавăрса, пĕр-пĕрне юратса, килĕшÿре 38 çул ытла пурăнаççĕ. Ку çемье районта кăна мар, Пушкăртстанра та питĕ паллă, тивĕçлĕ хисепре. Вĕсенчен пулас ăру тĕслĕх илмелле.
Ирина Сергеевна Çтерлĕпуç тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче шкулта ачасене вĕрентнĕ. Пулас мăшăрĕпе паллашнă хыççăн Чуйăнчă-Николаевка ялне пурăнма куçнă, вăрахламасăр Анатолий Ильинпа çемье çавăрнă.
Анатолий Павлович питĕ ăста купăсçă пулнă май ял-йыша савăнтарнă. Пурăна киле вĕсем хваттер те туяннă. Паянхи кун та унта пурăнаççĕ.
Çемье пуçĕ çамрăк чух вырăнти хуçалăхра энергетик пулса ĕçленĕ. Каярахпа вара ăна шкула истори вĕрентекенĕ пулма чĕнсе илнĕ. Вун çичĕ çул ытла çамрăк ăрăва пĕлÿ панă.
Ирина Сергеевна вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пынă. Унсăр пуçне 23 çул ытла шкул директорĕн лавне туртнă. Шăпах çав çулсенче ăна çĕнĕ шкул çуртне те хăпартма тивнĕ.
Тĕрĕссине каласан, çак мăшăр нихăçан та йывăрлăхсенчен хăраман, тăрăшнă, шанса панă ĕçе тĕплĕн тунă. Вĕсем виçĕ ывăлне те çаплах ĕçчен тăрăшуллă пулма хăнăхтарнă. Ывăлĕсем тенĕрен Павел, Валери, Сергей пурте аслă пĕлÿ илсе хăйсем çемье çавăрнă, ашшĕпе амăшне асатте-асанне ята илтме мăнуксем парнеленĕ. Паянхи кун вĕсем Анатолий Павловичпа Ирина Сергеевнăна савăнтараççĕ.
«Урал сасси» хаçатăмăра çак çемье çинчен çырас умĕн Ильинсемпе тĕплĕн калаçса илтĕм, нумайăшĕнчен тĕлĕнтĕм. Питĕ пултаруллă чăваш хастарĕсем вĕсем.
Мĕн каламалли, тăрăшса ĕçлени, ытти çынсене хисеплени, чăваш чĕлхине юратни, халăх культурине, йăли-йĕркине пĕлни ахаль пулман. Вĕсене ял çыннисем хисеплеççĕ, пĕр-пĕр ыйтупа пулăшу ыйтма час-часах килсе çÿреççĕ. Ильинсем никама та кÿрентермеççĕ, вăй çитнĕ таран мехел çитерсе пулăшма васкаççĕ. Тату пурăнаççĕ. Ялта пурте куç умĕнче - кирек кампа калаçсан та вĕсем çинчен ырă та ăшă сăмахсем çеç илтме пулать.
Ирина Сергеевнăпа Анатолий Павлович паянхи кун тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр лармаççĕ, тăрăшса шкулта ĕçлеççĕ, çамрăксене пулăшаççĕ, ăс параççĕ. Вĕсем пултаруллă та питĕ сăпайлă çынсем, чăн-чăн чăвашсем.
- Пирĕн çинчен çырмасан та юрĕччĕ, - тет Ирина Сергеевна именсе.
Анатолий Павловичпа калаçма питĕ интереслĕ. Вăл сăмаха ăста.
- Пĕрре те ÿкĕнмерĕм вĕрентекен пулса шкулта ĕçленишĕн. Мана кунта вăй хума килĕшет. Ачасене чунтан юрататăп, çулсене пăхмасăр вĕсен тĕнчипе пурăнма тăрăшатăп. Хут купăспа вылясси вара маншăн чун киленĕвĕ.
Чăн та, Анатолий Павлович хăйĕн ăсталăхне концертсенче сахал мар кăтартнă, Пушкăртстанра иртекен хут купăсçăсен фестивалĕсемпе конкурсĕсенче те дипломант, лауреат ята тивĕçнĕ. Вырăсла, чăвашла, тутарла тата ытти чĕлхепе çырнă юрăсене питĕ ăста юрлать, халăха савăнтарать.
- 2019 çул Крымра пултăмăр. Мана «Алушта» курорт сцени çине чĕнсе кăларчĕç те, чăвашла юрăпа пухăннă халăха унта та савăнтарма май килчĕ, - савăнăçне пытармарĕ вăл.
Унта кăна мар иккен, пирĕн пултаруллă чăваш çынни Абхази Республикинче те пулнă, унта та юрăсем шăрантарнă. Вырăнти халăха тĕлĕнтерсе хăварнă.
Ирина Сергеевна упăшкинчен кая юлмасть: халăха пуçтарса пысăк мероприятисем йĕркелет, ветерансемпе ĕçлеме те ĕлкĕрет, çамрăксене те явăçтарать. Вăл Чăваш наци ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн академикĕ. Чăваш Енре те ăна аван пĕлеççĕ.
Сăмах май каласан, çак çемье иртнĕ çул та Давлекан район администрацийĕн «Çемье мухтавĕ» («Семейная слава») палла тивĕçнĕ.
Çирĕп те килĕшÿллĕ çемьен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Пуçра ирĕксĕрех çак ыйту çуралать. Ильинсем пурнăçри йывăрлăхсене пĕрле çĕнтереççĕ, пĕр-пĕрне пулăшса, хисеплесе, юратса пурнăç çулĕпе утаççĕ. Савăнăçĕпе хуйхи-суйхине те çурмалла пайлаççĕ. Ÿркенмесĕр пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ, ачисен хисеп-сумне туйса пурăнаççĕ. Çак çемье пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче.
Рудольф ПАВЛОВ-ИЛЬКЕЛРИ.
Чăваш наци ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн Пелепей хулинчи филиалĕн ертÿçи, академик.
Давлекан районĕ,
Чуйăнчă-Николаевка ялĕ.
Читайте нас: