Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Июлӗн 2020, 12:23

Илья Серафимович ЗАХАРОВ

Çтерлĕ хулинче пурăнакан сумлă та хисеплĕ, пĕр шухăшлă юлташăмăра, республикăри чăвашлăха аталантарас ĕçре ырми-канми вăй хунă аслă тусăмăра,Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченне Илья Серафимович ЗАХАРОВА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Эсир, Илья Серафимович, кирек мĕнле ĕç шанса парсан та ăна тĕплĕ тунипе тата вĕçне çитернипе палăрса тăнă. Ахаль трактористран район пуçлăхне çитни те çакна çирĕплетет. 1998-2004 çулсенче Федоровка район администраци пуçлăхĕ пулнă май çак тăрăхшăн чылай пархатарлă ĕçсем туса хăвартăр. 1999-2003 çулсенче ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайăн депутачĕн тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçларăр. Çав вăхăтрах тăван халăх çинчен те манмарăр - йывăр вăхăтра, 2006-2007 çулсенче, Пушкăртстанри чăвашсен Канашне ертсе пыма килĕшрĕр, хăвăр тавра чăваш хастарĕсене пуçтарма пултартăр.
Хисеплĕ, Илья Серафимович, сире çак чаплă юбилей ячĕпе саламланă май пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те хавхаланса утма ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тулли телей сунатпăр. Пурнăçăр ăнса пытăр, сĕтелÿ çăкăр-тăвартан, кĕрекÿ хăвна ырă сунакансенчен ан татăлтăр. Чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр чăвашлăха аталантарас, упраса хăварас ĕçре малашне те пĕрле тăрăшар, çитĕнÿсем тăвар.
Ăшă салампа - Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн хастарĕсем тата «Урал сасси» хаçат редакцин коллективĕ.
Читайте нас: