Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Июлӗн 2020, 13:01

Кĕрхи культурăсене пуçтарма тытăннă

Республикăри аграрисен халӗ чи хĕрÿ вӑхӑт. Кашни минут шутра, ҫавӑнпа та хуçалăхсем хирсенче ир пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ. Пиҫсе ҫитнӗ тулӑ шӑрши, вӗри кунсемпе ӑшӑ каҫсем, комбайнсен уй-хирти шавĕ, ылтӑн тырӑ куписем - ҫаксем пурте вырма вӑхӑчĕ ҫитнине пӗлтереҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Мияки районĕнчи «Нива» ял хуçалăх кооперативĕ те çĕнĕ тухăçа пухса кӗртес ӗҫе пуҫӑннӑ.

Кӗрхи ырашӑн пĕрремĕш гектарӗсене Ульфат Хафизов механизатор «Чулпан» ятлă прицеплă жаткăпалан çулса, паккус туса комбайнсемпе ĕçлекенсем валли хатĕрлеме тытăнчĕ. Ун хыҫҫӑнах Евгений Олимпеев прицеплă жаткине çакса анасем çине вырма тухса кайрĕ. Вӑл иккӗмӗш бригада хирӗсенче ӗҫлет. Техникӑна ӗҫ вӑхӑтӗнче вăхăтлă юсама механизаторсене Константин Иванов урапаллă сварка аппарачĕпе (САК) пулӑшать. Темиҫе кун иртсен хатĕрленĕ паккуссенчен тырра пухса илме виçĕ «Акросс-550» комбайн тухнӑ. Вĕсен рулĕсем умне Александр Михайлов - пӗрремӗш, Юрий Филипповпа Павел Матвеев иккӗмӗш бригадăн механизаторĕсем ларнă.
- Мĕн пур механизаторсен ĕç опычĕ пуян та пысăк. Вырма ĕçне пĕрремĕш çул хутшăнмаççĕ. Комбайнсем патĕнчен тырӑ турттарма пире КАМАЗ автомобильпе Владимир Филиппов пенсионер-водитель пулӑшать. Бригадӑсенчи складсем тата тыр-пул сăвăрттарса тасатса кăлармалли ЗАВ-20 комплекссем çинче ĕçлекенсем тĕш-тырра вӑхӑтлă йышӑнма хатӗрленсе тăнă. Сăмах май палӑртса хӑварас килет. Кӑҫал пирӗн хуҫалӑх ҫӗнӗ «Акросс - 550» тӗш тырӑ комбайнӗ, выльӑх апачӗ салатакан ИСРК-12Г, тарӑн ҫӗр кăпкалатакан, рулон сĕтĕрекен ТПТ-20 тата вӗтетекен каток техника туянчӗ. Паянхи куна мĕнпур туяннӑ техника хăйне ӗҫре кăтартрĕ. Кӑҫал кӗрхи тырӑсем начарах мар. Вĕсене ÿсме нӳрӗ ҫителĕклĕ пулнă, ăшă кунсем çитĕнме пулӑшнӑ. Шел пулин те, çурхи культурăсен тухăçĕ сахалтарах пулĕ. Тырӑ çитĕннĕ вăхăтра шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк тӑчĕ. Вӑхӑт кӑтартӗ-ха, мӗнле тухӑҫ пулассине, - каласа пачĕ «Нива» СПК агрономӗ Анваржон Султонбеков.
Хуҫалӑхри ҫӗр ӗҫченӗсем - тăрăшуллă та ҫӗре юратакан çынсем. Вӗсенчен чылайăшĕ вырма ĕçне темиçе çул ĕнтĕ чунне парса хутшăнаççĕ, хăйсенчен мĕн килнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ӗҫе пӗлни, техника юсавлă пулни ӳстернӗ тыр-пула вăхăтлă та çухатусăр пухса илме май парĕ.
- Хуҫалӑх ертӳҫи Александр Петров час-часах уй-хирте пулать, тыр-пула мӗнле пуҫтарнине тимлĕн сӑнать. Анваржон вара яланах хирте, - теҫҫӗ хуçалăхри комбайнерсем.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ.
Читайте нас: