Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Июлӗн 2020, 12:34

Кам вăл Курак Иванĕ?

Курак Иванĕ (Иван Игнатьевич Кураков) 1889 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче Сарă ту кĕпĕрнинчи Хвалын уесĕнчи Кăлаткă ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вăл малтан прихут шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1904-1907 çулсенче Астрахань хулинче ÿнер шкулĕнче вĕреннĕ. 1907-1911 çулсенче çав хуларах çурт-йĕрсем сăрласа пурăннă.

1911 çулта унăн ашшĕ вăхăтсăр вилсе кайнă, поэтăн вара яла таврăнма тивнĕ. Эпĕ Кăлаткăра пурăнакан ватă çынпа Николай Изендеевпа Курак Иванĕ пирки калаçнăччĕ. Вăл поэт ÿкерме юратнине, чиркÿ валли турăшсем ÿкернине астăватчĕ. Ялта пурăннă вăхăтра вăл çамрăксем хушшинче чи хастаррисенчен пĕри пулнă. Ял куштанĕсемпе пуянсене тăрăхласа карикатурăсем ӳкернĕ, вĕсене хăйĕн ялти тантăшĕсем хушшинче сарнă. Çакăншăн куштансемпе кулаксем Курак Иванне хытă тарăхнă, ăна вĕлерме хатĕрленнĕ. Çавăнпа вăл 1914 çул вĕçĕнче хальхи Пенза облаçĕнчи Неверкино районĕнчи Итĕм Кура ятлă чăваш ялне куçса кайнă. Кунта вара ăна мăшăрлану шăпа кĕтнĕ. Иван Кураков Домна Федоровнăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Хăй шкулта рисовани вĕрентнĕ. Мăшăрăн 4 ача çуралнă.
1918-1922 çулсенче Курак Иванĕ Граждан вăрçинче çапăçнă. 1922-1926 çулсенче ялта хресчен ĕçĕпе пурăннă. Пушă вăхăтра сăвăсем, калавсем, пьесăсем çырнă. Вĕсене «Ĕçлекенсен сасси» журналпа «Чăваш хресченĕ» (кайран «Коммунар») хаçатра тата «Сунтал» журналта пичетлеме ярса панă.
Поэт-художника 1930 çулта 58-мĕш статьяпа айăпласа арестленĕ. Виçĕ çултан вăл таврăннă. Кун хыççăн колхозра, патшалăх банкĕн районти уйрăмĕнче счетовод пулнă.
1924-1934 çулсенче вăл уйрăмах чылай çырнă. Поэт сăвăсенче Аслă Октябрь тивлечĕпе телей тупнă халăх пурнăçне мухтаса юрланă, çĕнĕ пурнăçа хапăл туса саламланă.
Прозăпа çырнисенчен поэт пултарулăхĕшĕн «Уçтук» (1925), «Хăрушă аслати» (1927), «Укахви» (1933) калавсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ. Çак произведенисенче поэт совет хĕрарăмĕ ĕмĕрхи пусмăртан яланлăхах хăтăлни тата вăл патшалăх ĕçне арçынпа пĕртан хутшăнни çинчен каласа кăтартать.
1937 çулта вăл Туркмени ССРне тухса кайнă, унта Байрăм-али ятлă станцире ÿнер мастерскойĕнче ĕçленĕ.
Курак Иванĕ 1942 çулхи август уйăхĕнче хăй ĕçлесе пурăннă станцирех вăхăтсăр вилнĕ.
1926 çулта СССР халăхĕсен Тĕп издательствинче Курак Иванĕн «Сăвăсем» кĕнеки пичетленсе тухнă.
Василий ЯКУШОВ.
Сарă ту облаçĕ,
Балаково хули.
Редакцирен. Курак Иванĕ çуралнă ял, Кăлаткă (хальхи вăхăтра вăл Ульяновск облаçне кĕрет), кăçал 350 çул тултарнă. Чăн та малтанах ял хăçан никĕсленни тавлашуллă ыйту пулнă. Анчах та тĕпчевçĕсем ревизи çыравĕсем тăрăх математика мелĕпе усă курса ял пуçланса кайнă çула тĕрĕс палăртнă. Вырăнти халăх ялăн çуралнă кунне малашне çыравçăн çуралнă кунĕнче июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче паллă тума йышăннă.
Читайте нас: