Урал сасси
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Июлӗн 2020, 12:21

Леш тĕнчере

Вăрманта кăмпа пуçтартăм-пуçтартăм та, уçланкăри пĕр ватă юман айне канма лартăм. Эпĕ ларнă йывăç çумĕнче татах пĕр юманпа тăватă хурăн ÿсеççĕ. Тепĕр енче хыр вăрманĕ пуçланать.

Халĕ хулара пурăнатăп. Кашни çул çулла яла килсе курма тăрăшатăп. Ялта аттепе анне пурăннă. Вĕсем халĕ çук ĕнтĕ. Леш тĕнчере…
Ача чухнехисене, атте-аннене аса илетĕп. Эпир çичĕ ачаччĕ. Атте инвалидчĕ, икĕ туяпа çÿретчĕ. Урисем утмасассăн та аллисем питĕ ăстаччĕ. Витре, курка аврине пĕрре тенĕ çĕре юсаса хуратчĕ. Кивĕ витресенчен çăкăр пĕçермелли савăтсем тăватчĕ. Çулла кăмака валли кирпĕч çапатчĕ. Эпир аттене кирпĕч çапма çырма хĕрринчен урапапа хĕрлĕ тăм турттараттăмăрччĕ. Хĕлле çăматă пусатчĕ. Аттене çăматă пусма анне те пулăшатчĕ. Вĕсем выльăхсем усратчĕç. Ĕне, хурсем, чăхсем пурччĕ.
Атте ăста купăсçăччĕ. Клубра купăс каласа çамрăксене ташлаттаратчĕ. Урасăрскере çĕклесе илсе каятчĕç, çĕклесе таврăнатчĕç. Унсăрăн ялта пĕр туй та иртмен. Кашни туйрах, купăс каланăшăн пит шăлли, сентел (сарпинка) парнеленĕ. Атте туйран виçшер пит шăллипе таврăнатчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ мулинепе тĕрленĕ пит шăллисем халĕ те арча тулли.
Атте инвалид пулнăран, аннен арçынсемпе пĕр тан вăрмана вутă касма çÿреме, утă çулса хатĕрлеме тÿр килнĕ. Эпир ăна вăй çитнĕ таран пулăшаттăмăрччĕ. Вăрмантан таврăннă çĕре атте тутлă апат пĕçерсе хуратчĕ.
Кайран анне сĕт пуçтаракан пулса ĕçлеме пуçласан, атте те лашапа ларса пыратчĕ. Лаша тилхепине тытса вăрмана илсе каятчĕ, илсе таврăнатчĕ. Эпир утă хатĕрленĕ чухне атте чей вĕрететчĕ, яшка пĕçеретчĕ.
Пĕлместĕп, мĕн чухлĕ ларнă пуль юман айĕнче иртнисене аса илсе. Пăхатăп - ман çумра атте лара парать. Хăй вăрăм сăрă халат тăхăннă. Акă вăл сăмах калама пуçларĕ:
- Эпĕ вун икĕ çул ĕнтĕ çак юман айĕнче пурăнатăп. Вилнĕ хыççăн виçĕ кун иртсен тÿперен ман пата пирĕшти вĕçсе анчĕ. Аллинчи шурă, витĕр курăнакан енчĕкĕ ăшне ячĕ те пĕлĕтсем çине хăпарса кайрĕ. Унта темиçе пирĕшти хăйсен енчĕкĕсене тытса такама кĕтетчĕç. Çав самантра пĕр пирĕштийĕ:
- Пурте шăп пулăр, Турă атте килет, - тесе пĕлтерчĕ.
Виçĕ çил урхамахĕ çил кăларса килсе анчĕç. Урапинчи тронĕ çинче Турă ашшĕ ларать. Аллинчи туйи шап-шурă кĕмĕлтен. Пирĕштисем трона антарнă хыççăн çил лашисем çывăхри тепĕр пĕлĕт çине вĕçсе кайса ларчĕç.
Аслă пирĕштийĕ вилнисен чунĕсене салатма хатĕр иккенне пĕлтерет. Çуллахи ăшă август уйăхĕ. Çил çурçĕртен вĕрнĕрен эпир тăнă пĕлĕт кăнтăралла вĕçет. Вĕçсен-вĕçсен каç еннелле пĕр пысăк авкаланса юхакан юхан шыв патне килсе тухрăмăр. Турă ашшĕ ыйтать:
- Саккун пăсакансем, хысна укçине вăрласа пурăнса вилнисем пур-и? - тет.
- Пур-пур, Турă атте, икĕ енчĕк, - тет пĕр пирĕштийĕ енчĕкĕсене кăтартса.
Турă ашшĕ пирĕштине аялта юхса выртакан юхан шыв патне анса хутаçсене пушатма хушрĕ.
- Пĕр ĕмĕр пулăсем пулса пурăнччăр. Шывран çĕр çине ан тухайччăр, - терĕ.
Çĕрле пулчĕ. Çĕрĕпе вĕçрĕмĕр. Ирхине çил тухса кайрĕ. Кăнтăртан çурçĕрелле вĕрме пуçларĕ. Пирĕн пĕлĕт те каялла çул тытрĕ.
Вĕçсен-вĕçсен хулана килсе çитрĕмĕр. Вăл тип-тикĕс вырăнта ларать, унталла та кунталла троллейбуссем çÿреççĕ. Хула хыçа юлсан пĕр пысăк ферма патне çывхартăмăр. Йĕри-тавра тимĕр сетка тытнă. Шалта сурăх кĕтĕвĕ. Путеккисем те пур, выляса-чупкаласа сиккелеççĕ.
Турă ашшĕ татах ыйтать:
- Эрехпе, наркотикпа иртĕхсе пурăнса çемйисене пăхмасăр, ĕçсе вилнисем пур-и? - тет.
- Пур-пур, Турă атте, - хуравларĕ пĕр пирĕштийĕ.
Хăйĕн аллинче - туп-тулли виçĕ енчĕк. Турă ашшĕ вĕсене сурăхсем патне анса пушатма хушать.
- Ирĕксĕрлĕхре пурăнччăр. Кĕтÿçе пăхăнччăр. Сурăхсем пулччăр.
Кăнтăрла çитсе килет. Умра тепĕр хула курăнчĕ. Хулан хĕвел анăç енче - пысăк ту. Килсе çитсен куратпăр: ту мар иккен, çÿп-çап купи сарăлса выртать. Ун çийĕпе хура кураксем явăнаççĕ. Çÿп-çап çийĕнче йĕке хÿресем унталла та кунталла чупса çимелли шыраççĕ. Çак купана курсан Турă ашшĕ çынсене çилленсе вăрçа-вăрçа ыйтать:
- Вăрмансене, çырмасене варласа, çÿп-çап тăкса хăваракансем пур-и? - тет.
Турă ашшĕ патне вун виçĕ пирĕшти килсе тăраççĕ. Кашнин аллинчех туп-тулли енчĕк. Турă ашшĕ çакна курсан тата та вăйлăрах вăрçа пуçларĕ. Вун виçĕ пирĕшти енчĕксене пушатма анса кайсан:
- Йĕке хÿресем пулччăр. Çак çÿп-çап хушшинче пурăнччăр, - тет. Пирĕштисем каялла таврăнсан татах малалла вĕçрĕмĕр. Аялта вăрмансем, уй-хирсем, ялсем тăрса юлчĕç. Пăхатăп - умра палланă ялсем. Хамăрăн вырăнсем. Пирĕшти калать:
- Сирĕн енчи вăрмансене каялла килсе çитрĕмĕр.
Турă ашшĕ татах ыйтать:
- Инвалидсем пур-и? - тет.
Пирĕн пирĕшти:
- Пур, Турă атте. Икĕ арçын тата тăватă хĕрарăм, - тет.
Çав самантра Турă ашшĕ тронĕ çинчен тăчĕ те аллинчи кĕмĕл туйине вăрман еннелле тĕллесе уçланкăра ларакан хурăнсемпе юмансем еннелле вут-çиçĕм саптара пуçларĕ. Çиçĕм пайăркисем юмансемпе хурăнсем патне çитсе, вĕсен ăшне шăтара-шăтара кĕрсе кайрĕç.
Унтан пирĕшти пире çĕр çине илсе анчĕ. Уçланка вĕçсе иртсен енчĕкне яри уçса пире ирĕке ячĕ. Умра икĕ юманпа тăватă хурăн лараççĕ. Пирĕшти хĕрарăмсене Турă ашшĕ шăтарнă хурăн хăвăлĕсем ăшне, арçынсене юман ăшĕсене кĕрсе кайса çавăнта пурăнма хушрĕ те хăй каялла вĕçсе кайрĕ.
Халĕ эпир вун икĕ çул ĕнтĕ çак уçланкăра пурăнатпăр. Арçынсем юман, хĕрарăмсем хурăн пулса кун кунлаççĕ. Кашни çул, эпĕ вилнĕ кун, ман пата пирĕшти килет. Чĕрĕк ĕмĕр иртсен, Турă ашшĕ мана юманран кайăка куçарать. Аннÿн чунĕ кайăка куçнă. Вĕсем, кайăксем, халĕ кăнтăрта. Çулла кунта пурăнаççĕ. Аннÿ ман пата килсе çÿрет.
Ватлăх кунĕсем çитсен, эсĕ хуларан таврăнса ялта пурăнма пуçлăн. Çĕнĕ çурт туса лартăн. Йĕри-тавра хурăнпа йăмрасем ÿсĕç. Кил картишне йывăçсем лартса тултарăн. Вĕсем ÿссе кайсан сад айĕнче пурăнăн. Пÿрт умĕнчи чÿрече патĕнче икĕ слива йывăççи ÿсĕç. Пĕри сарă, тепри кĕрен слива парĕ. Эпир аннÿпе сан садна вĕçсе килсе сливăсем çине ларса юрă шăрантарнă чух чÿречÿне яри уçса яр. Сарри çинче аннÿ, кĕренни çинче эпĕ пулăп, - терĕ атте.
Çакă унăн юлашки сăмахĕсем пулчĕç…
- Атте, атте, - тетĕп.
Атте урăх чĕнмест. Юмана ытала-ытала çулçисене чуп тăватăп. Сывă пул! Сыв пул, атте! - тесе сывпуллашатăп. Ун хыççăн атте çумĕнчи юманпа тăватă хурăна та ыталаса сывпуллашатăп.
Уçланкăран тухсан юлашки хут çаврăнса пăхатăп. Пăхатăп та тĕлĕнетĕп. Икĕ юманпа тăватă хурăнĕ те турачĕсене сула-сула манпа сывпуллашаççĕ. Эпĕ те вĕсем пек алăсене сула-сула сывпуллашрăм та кăмпа хутаççине çакса ялалла уттартăм.
Юлиан ЗАХАРОВ.
Читайте нас: