Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Июлӗн 2020, 12:59

Тÿртÿллĕ ялĕнче чиркÿ çĕкленет

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче Иннокентий Иркутский Святитель чиркĕвĕн стенине кирпĕчрен хăпартма пуçланă.

Çак пархатарлă та сăваплĕ ĕçе ял çыннисем пысăк яваплăха туйса хутшăнаççĕ. Вĕсем маларах чиркÿ хăпартас ĕçе çÿллĕ шайра йĕркелес тесе яваплă çынсене палăртрĕç‚ ĕç графикне хатĕрлерĕç. Пухăвăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле яваплăх Петр Трофимов çине тиенчĕ. Унăн çăмăл аллинчен чиркĕве хăпартма тытăнчĕç те.
Ĕçсене пуçарса яриччен ял çыннисем строительство материалĕсене хатĕрлерĕç. Илья Кузнецовпа Александр Петров кирпĕч хураççĕ. Унсăр пуçне вĕсене ял çыннисен шутĕнчен виçшер пулăшакан рабочисемпе тивĕçтернĕ. Пулăшакансемшĕн вара Тÿртÿллĕ ял Канаш хутлăхĕн депутачĕ Геннадий Михайлов яваплă. Вăл кунсерен пулăшма пултаракансен списокне хатĕрлет‚ вĕсемпе хăрушсăрлăх техникин инструктажне ирттерет.
Хăйсен ирĕкĕпе укçа-тенкĕ енчен пулăшу паракансемшĕн те явап тытакан çын пуррине палăртса хăвармалла. Вăл - Тÿртÿллĕ ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ И.Н. Андреева. Пултаруллă хĕрарăм укçа-тенкĕ шутне илсе пырать. Кунсерен вăл WhatsApp сетьре «Тÿртÿллĕ ялĕ» ушкăнра (унта 250 ытла çын регистраци иртнĕ) пĕр ял çыннисене мĕн чухлĕ укçа пухни тата мĕн чухлĕ тăкаклани çинчен информаци парать.
Чиркÿ хăпартма ял çыннисемпе тата Тÿртÿллĕ ялĕнче çуралса ÿснисем (халĕ вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ) кунсерен укçа-тенкĕ куçараççĕ. Вĕсен вăйĕпе çак ĕçе пурнăçлама 800 пин тенкĕ ытла пухрăмăр. Эпир йышпа пысăк укçа пухма пултарни кăмăла савăнтарать çеç. Çавăн пекех час-часах «100 тенкĕ» акци ирттеретпĕр. Тÿртÿллĕри суту-илÿ точкисенче ятарлă ещĕксем вырнаçтартăмăр.
Пулас чиркĕвĕн проекчĕшĕн Кирилл Леонтьев яваплă. Вăлах «Тÿртÿллĕ ялĕнче чиркÿ хăпартатпăр» сайта илсе пырать. Унсăр пуçне строительство материалĕсем туянса вĕсене вырăна илсе çитерет.
Паянхи кун тĕлне чиркĕвĕн аялти хучĕ хатĕр. Унта вĕрентÿ пÿлĕмĕ‚ хуран лартмалли вырăн тата гардероб вырнаçĕç. Стенасене хăпартма тытăниччен чиркÿре пĕрремĕш служба та иртрĕ. Ăна Михаило-Архангельский чиркĕвĕн протоиерейĕ Василий Тымчук илсе пычĕ.
Июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче вара пысăк та йывăр ĕç пуçланчĕ - чиркĕвĕн стенисене хăпартма тытăнчĕç. Арçынсем‚ шăрăх кунсем пулнине пăхмасăр‚ иртен пуçласа каçчен ырми-канми ĕçлеççĕ. Хĕрарăмсем те çак хĕрÿ ĕçре айккинче тăмаççĕ. Вĕсем кашни кун строительсем валли кăнтăрлахи тата каçхи апат хатĕрлеççĕ. Çак ĕçре те явапли пур. Вăл - Тÿртÿллĕ ял Канаш хутлăхĕн депутачĕ Венера Петрова. Хĕрарăм апат пахалăхне тĕрĕслесе, тимлесе тăрать.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн‚ эпĕ пуçаруллă ушкăна тата чиркÿ хăпартма пулăшакансене - строительсемпе поварсене‚ чиркÿ фондне укçа-тенкĕ хывакан кашни çынна, фотографсене - чун-чĕререн тав тăватăп. Йышпа Турă çуртне хăпартăпăр. Çакна шанас килет.
Ляйсан ГИБАТОВА‚ Тÿртÿллĕ ял Канаш администрацийĕн пуçлăхĕ.
Шаран районĕ.
Читайте нас: