Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Июлӗн 2020, 12:53

Вăрман пушарĕсем. Вĕсем çинчен мĕн пĕлмелле?

Июль уйăхĕн пĕрремĕш çурринче шăрăх кунсем тăнипе тата çынсен асăрханусăрлăхне пула Пушкăртстанра вăрман пушарĕсем вăй илнĕ. Вут-çулăм çĕршер гектар вăрмана сиен кÿнĕ. Чи пысăкки вара Белорецк районĕнчи Пушкăрт патшалăх çут çанталăк заповедникĕн территорийĕнче тухнă.

- Ял-саласене вут-çулăм хыпса илес хăрушлăх пулман. Анчах вут-кăвар алхаснă пирки çулăм «чĕлхи» ялсем патне çывхарнă. Пушара сÿнтерме ятарлă техникăпа усă куратăмăр. Волонтерсем те çак ĕçе хутшăнчĕç‚ - тесе çырнă ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьсенче.
Пушара вăхăтра асăрхаса сÿнтересси çăмăл ĕç мар. Çавăнпа хальхинче питĕ йывăр лару-тăру пулнă. Вырăнсенче пушарпа кĕрешме çынсем çитменни палăрнă. Çынсем социаллă сетьсем урлă вăрмана инкекрен хăтарма кăмăл тăвакансене шыранă. Бурзян тăрăхне темиçе теçетке волонтер çул тытнă. Телее‚ пушара сÿнтернĕ.
Çапах та çумăрсен вăхăчĕ пуçланман-ха. Çавăнпа инкек тухас хăрушлăх сыхланать.
Эпир вут-çулăмран сиен курас мар тесе чи пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ фактсене пĕр çĕре пухрăмăр.
Пĕрремĕшĕ - вăрман типĕ çанталăкран тата хĕвелтен çунать
Вут чĕртекен тĕп обьект - çын. Çын хăй сисмесĕр е пĕлсе тăрсах курăка чĕртсе ярать. Хĕвеллĕ‚ çиллĕ е шăрăх çанталăк пушар сарăлмалли майсем шутланаççĕ. Курăк хăй тĕллĕн çунса кайтăр тесен‚ ăна 50 градус таран хĕртмелле. Çут çанталăк условийĕсенче çакна çиçĕм çеç тума пултарать. Çавăнпа иккĕмĕш вырăна çиçĕм йышăнать.
Иккĕмĕшĕ - пурне те авиаци çăлать
Сенкер экран çинчи тĕрлĕ хыпарсенче вертолет юхан шывра шыв тултарнине‚ унтан унпа сывлăшран вăрмана сÿнтернине курма пулать. Çакă экран çинче çеç тухăçлă курăнать. Практика кăтартнă тăрăх‚ çĕр çинче сÿнтерни лайăхрах. Сывлăшран тата пысăк хăвăртлăхпа пынă вăхăтра шыв сапнă чух ăна çил сирсе ярать. Шывăн пĕр пайĕ вут-çулăм патне çитмесĕрех пăса çаврăнать. Пушар ан сарăлтăр тесен авиаци пулăшăвĕ кирлĕ.
Ытларах чухне вут-çулăма чарма çук. Çавăнпа вăрман пушарĕсене çапла сÿнтереççĕ: йывăçсене вут-кăвартан хÿтĕлекен ярăмран (полоса) тасатаççĕ те вăрмана вут-çулăма хирĕç чĕртсе яраççĕ. Çакна «хирĕç килекен вирт» теççĕ. Хăш чухне пушар юхан шыв патне çывхарсан е вăйлă çумăрсем тытăнсан хăех сÿнет.
Виççĕмĕшĕ - эпĕ кăвайт чĕртместĕп‚ çавăнпа инкек пулмасть
Ытларах пушар çапла пуçланать: çынсем вăрмана килеççĕ те кăвайт чĕртеççĕ. Киле кайнă чухне ăна тĕппипех сÿнтермеççĕ‚ кăвайтран хĕлхем вĕçет‚ вăл вара вут-çулăм кăларать.
Çакăнта пушар тухнин ытти сăлтавĕсене те палăртса хăвармалла:
- Вăрмана килекен шăрпăк пĕрчине е сигарет юлашкине сÿнтермесĕрех типĕ курăк хушшине ывăтни;
- Автомобильпе е мотоциклпа типĕ вăрман ăшне кĕни. Глушитель хĕлхемĕсем вара типĕ курăк ăшĕнче тĕлкĕшсе выртаççĕ;
- Вăрманта хăварнă бутылка‚ кĕленче татăкĕ те пушар кăларма пултарни. Вĕсем хĕвел хĕлхемĕсене пĕр çĕре пухаççĕ. Çапла майпа «пысăклатакан кантăк» эффект йĕркелеççĕ.
Енчен те сирĕн кăвайт чĕртмелле пулсан‚ çĕр çинчи курăка тасатса илĕр. Вут-кăвайтпа яланах асăрхануллă пулмалла. Вăрмантан тухса каяс умĕн кăвайта шыв сапмалла‚ кĕл ăшĕнче тĕлкĕшсе выртакан кăмрăк пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Шывпа сапнă кăвайтран тĕтĕм е пăс тухать пулсан вăрмантан тухма васкамалла мар.
Тăваттăмĕшĕ - çĕнĕ курăк ÿстĕр тесен‚ киввине çунтармалла
Çын кăларакан пушарсен сăлтавĕсем шутĕнче пĕрремĕш вырăнта - курăка ятарласа çунтарни. Авалхи миф тăрăх‚ кĕтÿ кĕтмелли вырăнта курăка çунтармасан‚ çĕнни ÿсмест е малтанхи пек симĕс пулмасть. Çакă вара чăн пурнăçрипе тÿр килмест. Çунтарнин «усси» çукпа пĕрех темелле. Кивĕ курăк çуннипе ĕнесем пĕр-икĕ кун çамрăккине çиме пултараççĕ. Хăш чухне çынсемшĕн курăка çулталăкне виçĕ хутчен çуличчен шăрпăк пĕрчи ывăтма çăмăлрах.
Вăрманта пысăках мар пушар курсан мĕн тумалла:
- Вут-çулăма çулçăллă йывăçсен турачĕсемпе сÿнтермелле;
- Кăвайта тăпрапа хупламалла е урасемпе таптамалла;
- Çулăма шывпа сапмалла.
Пушар вучахне лекрĕн пулсан мĕн тумалла:
- Йĕри-таврари лапама çулçăран‚ курăкпа туратсенчен тасатмалла.
- Çирен ирĕлекен тумтире хывмалла‚ час çунакан япаласенчен‚ атă-пушмакран хăтăлмалла.
- Май пулсан тумтире йĕпетмелле. Пуçпа уçă вырăнсене çунман тата нÿрлĕ япаласемпе чĕркемелле (питĕ çирĕп чĕркеме та кирлĕ мар‚ япаласене çирен часах хывмалла пултăр).
- Çĕр çумĕнчи сывлăшпа сывламалла. Мĕншĕн тесен унти вăйлă тĕтĕмленмен. Çăварпа сăмсана марля татăкĕпе хупламалла.
- Çывăхра юхан шыв пулсан‚ типнĕ япаласене час-часах йĕпетмелле.
- Тăванăрсемпе çăлакансене хăвăр ăçта пулнине телефонпа пĕлтермелле.
- Пушар çил юхăмĕпе сарăлать. Çавăнпа вут-çулăм ăшне кĕни вилĕм патне илсе çитерме пултарать. Унсăр пуçне тайлăм вырăнсене хăпарма‚ варсенче пытанма тата вут-çулăмран тарма юрамасть. Мĕншĕн тесен пушар вăйлă та хăвăрт сарăлма пултарать. Ахаль çынра ун пек хăвăртлăх çук. Пушар айккине е çиле урлă каймалла.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: