Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Июлӗн 2020, 12:36

Виçĕ вăрçă витĕр иртнĕ Кăпитун пичче

Пирĕн ялта виçĕ вăрçа хутшăннă ветеран-фронтовиксем вунна яхăн. «Урал сасси» хаçат вулаканĕсене вĕсенчен пĕринпе паллаштарасшăн.

Капитон Сергеевич Алексеев (1897-... çç)
Ăна ялта Кăпитун пичче тесе чĕнетчĕç, хут çинчи пек каласан – Капитон Сергеевич Алексеев. Вăл 1897 çулта Çтерлĕ уесĕн Ямансас вулăсне кĕрекен Меселпуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Вун тăхăр çулхи çамрăк 1916-1918 çулсенче патша çарĕнче, Туркестанри 7-мĕш стрелоксен полкĕнче, службăра тăнă. 1916 çулхи май уйăхĕнче Австрипе Венгри фронтĕнче Брусилов генералăн прорывĕнче пулнă. 1918 çул Кăпитун тăван яла таврăнать. Ал ĕçне юратаканскер платник пулса ĕçлеме тытăнать, ял-йыша пÿртсем лартма пулăшать. Анчах мирлĕ пурнăçпа нумаях та пурăнайман, Çĕпĕр енчен Колчак çарĕ килсен ăна мобилизаципе шуррисен çарне илнĕ. Пурнăçа ăнланакан çамрăк май тупса часах унтан тарнă. Колчака хăваласа ярсан савăнсах Хĕрлĕ Çара службăна кайнă. 1919 çул Хĕвел анăç фронтĕнче малтан 32-мĕш, унтан 37-мĕш çуран çÿрекен полксенче шурă поляксене хирĕç çапăçнă. 1920 çулхи октябрь уйăхĕнче 23-мĕш полкпа Врангель барона хирĕç кĕрешме тухса кайнă. Хура барон вăл вăхăтра пĕтĕм Крыма çавăрса илнĕ пулнă. Унăн çарĕн тĕп пайĕ Перекоп тăвăр каçми патĕнче тата Сиваш шывĕ урлă каçмалли вырăнсенче тăнă. Чи вăйлă хÿтĕленмелли йĕрĕ 10 метр çÿллĕш Турци валĕпе иртнĕ. Вал умĕнче сарлака та тарăн шывлă канал, ун умĕнче икĕ йĕр йĕплĕ пралукпа окопсем пулнă. Вал тăрринче те окопсемпе блиндажсенчен тăракан лини тăсăлнă. Унта 70 тупăпа 150 пулемет вырнаçтарнă. Хĕвел тухăç енчен Турци валне Сиваш (вырăсла «Гнилое озеро») хупăрласа тăнă, хĕвел анăç енчен - шуррисен карапĕсем çинчи тупăсем пеме хатĕрленсе тăнă. Чонгар перешеекне те шуррисем питĕ хытă сыхланă, унти кĕперпе чукун çула вĕсем унчченех сирпĕтнĕ пулнă. Антантăн вăрçă специалисчĕсем Крыма пырса кĕрейми крепость тенĕ.
Граждан вăрçинче Кăнтăрти фронт пуçлăхĕ М.В. Фрунзе ноябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Перекопа штурмлама палăртнă. Çĕрле ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен 8-мĕшне Хĕрлĕ Çарăн пĕр ушкăнĕ шыв чакнă вăхăтра Сиваш урлă каçма пуçланă. Çак ушкăнта пирĕн ентеш Капитон Алексеев та пулнă. Вĕсене ертсе каçма Строгановка ялĕнчен Иван Оленчук килĕшет. Малтан хĕрлĕ армеецсем чĕркуççи таран шывпа пынă, аялта юшкăн пулнă. Сакăр çухрăм каймалла. Каярах шыв хăпара пуçланă, шыв çийĕпе витĕр касакан сивĕ çил вĕрнĕ. Кашнин аллинче хĕç-пăшал е пулемет пулнă. Артиллеристсем лашасемпе тупăсем сĕтĕрсе пынă, связистсем çыхăну тытма пăралукĕсене сĕтĕрнĕ. Шыв пĕчĕккĕн хăпарса кăкăрĕсем таран çитнĕ. Шуррисем вара кĕтмен те хĕрлисем Сиваш урлă каçассине. Çапах та хĕрлĕ армеецсем каçса пĕтиччен шуррисем питĕ вăйлă пеме тытăннă. Каçнисем йĕплĕ пралуксем çине шинелĕсене пăраха-пăраха чикекен хÿме урлă каçса хĕрÿ çапăçăва кĕрсе кайнă. Çав вăхăтра М.В. Фрунзе тĕп вăйĕпе Перекопа штурмланă. Çапла вара хĕрлисем Крыма хăйсен аллине илнĕ. (Крымшăн пынă çапăçусенче пирĕн тепĕр ентеш Игнатий Никитыч Артемьев та пулнă - авт.).
Крым хирĕсем тăрăх шуррисене хăваласа пынă чух Кăпитуна уринчен амантнă. Çав вăхăтра хĕрлисем самантлăха каялла чакнă. Шурă офицер лашапа сиктерсе пынă та пирĕн ентеше хĕçпе касма тытăннă. Кăпитун пичче винтовкине пуçĕ патне тытса ĕлкĕрнĕ пулсан та, офицер ăна хулпуççинчен лектерсе суранлатса хăварнă. Кăпитун йăванса кайсан шурă офицер ăна вĕлертĕм тесе пăрахса кайнă. Çĕрле вырăнти çынсем (иккĕн) ăна пĕр утă картине йăтса кĕрсе суранĕсене çыхса янă. Тата икĕ кунтан хĕрлисем наступленине кайсан аманнăскере санчаçе ăсатнă. Вăл Севастополь хулинчи госпитальте пĕр çул тăршшĕ сипленнĕ. 1922 çулхи март уйăхĕнче çеç тăван яла тăнăç пурнăç патне таврăнма пултарнă.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан 45 çулхи Кăпитун тăван çĕршыва хÿтĕлеме каллех вăрçа тухса кайнă. Вăл виçĕ çул, 1942 çулхи январь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа блокадăран хăтариччен (1944 çулхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕччен), Ленинград хулине хÿтĕленĕ çĕрте çапăçнă. Вăрçă билечĕ вырăнне вăхăтлăха панă удостоверени çинче пирĕн ентеш хăçан тата мĕнле полкра службăра пулни курăнать: «с 3.02.42г. по 5.03.42г. - 27 запасной стрелковый полк - стрелок; с 5.03.42г. по 8.10.42г. - 48 запасной стрелковый полк - стрелок; с 8.10.42г. по 10.05.43г. - 150 ОМСБ - стрелок; с 10.05.43г. по 10.06.43г. - эвакогоспиталь; с 10.06.43г. по 14.02.44г. - 743 запасной стрелковый полк - стрелок; с 14.02.44г. по 28.04.44г. - эвакогоспиталь; с 28.04.44г. по 31.07.45г. - 47 запасной артиллерийский полк - повозочный».
Ленинград хулине хÿтĕленĕ чухне Кăпитун пичче икĕ хутчен аманнă. Иккĕмĕш хутĕнче ăна Нарва хули патĕнче пуçĕнчен йывăр суранлатнă. Унтан пĕтĕмпех сывалса çитмен пулсан та госпиталь хыççăн çартах юлнă. 1945 çулхи август уйăхĕн 12-мĕшĕнче çеç тăван ялне, Меселпуçне, ачисемпе арăмĕ патне таврăннă.
Иван ЕФИМОВ,
чăваш наци академикĕ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.
Читайте нас: