Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
5 Августӑн 2020, 13:52

Ахăр, кунти чăвашсен мулĕ пур-тăр çав вĕсен…

Çак йĕркесемпе Константин Иванов «Нарспи» поэмǎра Силпи ялĕн пуянлǎхне палǎртса хǎварать. Чǎн та, ĕлĕк-авал Пелепей тǎрǎхĕнчи чǎвашсем муллǎ пулнǎ-тǎр çав. Çак сǎмахсемпех Кармаскалă районĕнчи Йǎмран ялĕнчи чǎвашсем пирки те калама пулать. Йǎмран ялĕ Силпи ялĕ пекех илемлĕ вырǎнта вырнаçнǎ. Урамĕсем аслǎ та вǎрǎм, килĕ-çурчĕсем пуян та хǎтлǎ… Халǎхĕ ĕçчен те пултаруллǎ. Йǎмран арçыннисен аллинче ĕç вĕресе тăрать пулсан, хĕрарǎмĕсем кукамай-асаннесем пиллесе хǎварнǎ тупрана упрама тата çĕнетме тǎрǎшаççĕ, авалтан килекен туй-çуй юррисене юрлаççĕ.

Июль уйăхĕн вĕçĕнче çак йĕркесен авторĕпе Пушкăрт патшалăх университетĕнчи Çтерлĕ филиалĕн Лариса Коротаева доценчĕ Тарăн тĕпчевсен Раççей фончĕ (РФФИ) гранчĕпе Йăмран ялне туй йăли-йĕркипе юрри-такмакĕсене çырса илме килсе çитрĕç. Каласа хăварас пулать Л.А. Афанасьева çĕнсе илнĕ РФФИ гранчĕпе тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем иккĕмĕш çул ĕçлеççĕ, Пушкăрт Республикинчи чăвашсен туй йăли-йĕркин лексикине пухмалли программа пичетлесе кăларчĕç.
Йăмран ялĕнчи чылай хĕр упраç ППУн Çтерлĕ филиалĕнчи чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илсе тăван ялĕнче ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Людмила Ивановна Городничева (Кузьмина) ялти библиотекăра вăй хураканскер. Вăл хăйĕн вĕрентекенĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Людмила Ивановна, ялти «Çǎлкуç» халǎх фольклор ансамбльне çÿрекенскер, коллектива Çтерлĕрен ăслăлăх экспедици килесси пирки ятарласа систернĕ. Вăл экспедици членĕсене палăртса хунă ватăсем патне ертсе çÿрерĕ. Малтанах хăйĕн кÿрши Вера Николаевна Галяутдинова алă ăсти патне илсе кайрĕ. Ватă хĕрарăм хунямăшĕпе амăшĕнчен юлнă авалхи чăваш кĕписене, капăрлăхĕсене упрать. Чăваш хĕрарăмĕн чи хакли - чăн-чăн кĕмĕлтен тунă хушпу-тенкĕ. Ун пек тупра Вера Николаевнан та пур. Анчах амăшĕн хушпăвне сыхласа хăварайман. Пĕр çулхине вăрăсем кĕрсе 40 яхăн кĕмĕл тенке касса тухса кайнă. Уншăн вăл: «Кулянмастăп», - тет. Вăл вăхăтра Вера Николаевнан ывăлне хăрушă диагноз лартнă. Хушпу çинчи тенкĕсене вăрăсем вăрланине пĕлсен: «Манăн инкек çак кĕмĕл тенкĕсемпе кайтăр», - тесе каланă. Чăн та, çакăн хыççăн ывăлĕ сывалнă, уншăн хĕрарăм савăнса пĕтереймест. Вера Николаевна упракан сурпан пуçĕсемпе сурпан тутăрĕсене экспедици членĕсем сăн ÿкерчĕк ÿкерттерсе илчĕç. Йăмран ялĕнчи хĕрарăмсем авалтан килекен кĕпесене, сурпанпа сурпан тутрисене, тенкĕллĕ мăясене типтерлĕн упраççĕ, хăйсен хĕрĕсем валли те çĕлеттереççĕ, мăнукĕсем валли тесе сыхлаççĕ. Унсăр пуçне киввине çĕнетме тăрăшаççĕ. Çавăн пеккисенчен пĕри - Любовь Александровна Иванова чăн-чăн алă ăсти, халăх академикĕ ята тивĕçнĕ хĕрарăм. Хăй вăл Авăркас тăрăхĕнчен. Йăмран ялне качча килсен вырăнти чăвашсен кĕпи-тумтирĕ çав тери пуян та илемлĕ пулнине асăрханă. Çак ялта хĕр-хĕрарăмсем ĕлĕк-авалтан тĕрленĕ шурǎ кĕпесемпе çÿренĕ. Качча кайман хĕрсем пÿштĕрсĕр (ромбовидные нашивки) кĕпе тăхăннă, качча кайсан пÿштĕрлĕ кĕпепе çÿренĕ. Паянхи кун авалхи кĕпесенчен икĕ кĕпе çеç сыхланса юлнă. Вĕсем шкул музейĕнче типтерлĕн упранаççĕ. Тĕрĕллĕ шурă кĕпене хĕрсем качча кайнă чух тăхăннă, кайран çав кĕпене вилсен тǎхǎнма тесе упранǎ. Çавǎнпа та йǎмрансем шурǎ кĕпесем сыхланса юлман тесе калаççĕ. Любовь Александровна сыхланса юлнǎ кĕпесене чĕрĕлĕх кÿртет. Шурǎ пир-авăр çĕлесе пÿштĕрне те лартать, авалхи тĕрĕпе илемлетет. Хǎй каланǎ тǎрǎх авалхи кĕпесене «чĕртнĕ» май çĕннине кĕртес килмест, çав хальлĕн кĕпе кÿлепине пǎсмасǎр çĕнĕрен çĕлетĕп çеç, тет. Йǎмрансем çеç хура саппунсем çыхаççĕ. Тĕррисем кашни саппун çинче расна та илемлĕ. Çавнах сурпан çаккисем пирки те каламалла. Сурпан çакки çинче çеçтенкĕ (илемлетнĕ тимĕр пластина) пур, кашни хĕрарǎм ǎру паллине палǎртма расна çеçтенкĕпе усǎ курать. Ун урлǎ хĕрарǎм мĕнле йǎхран пулнине пĕлме пулнǎ. Çавна пула аваллǎх çухалмасть, çĕнĕ сĕм туянать çеç. Çав майпах Любовь Александровна хушпу, тухьясем те çĕлет, тенкĕллĕ мǎясемпе сурпан çаккисем чылай ǎсталать.
Йǎмрансем капǎр тумпа çеç мар, туй юрри-такмакĕсене пĕлнипе те палǎрса тǎраççĕ. Мария Архиповна Григорьевапа Вера Кузьминична Волкова туй йǎли-йĕркипе паллаштарчĕç. Вĕсенчен туй юррисем çырса илтĕмĕр. Ялти ватǎсенчен туй йĕркине тĕплĕн пĕлекенни - сакǎр вун тǎватǎ çулхи Ольга Кузьминична Кузьмина. Туй-çуй кĕрленĕ чух ялан Ольга Кузьминична патне кайса авалхи йǎлана ыйтса пĕлсе туй ирттернĕ. Ватǎ кинеми хĕр йĕррине йĕрсе кǎтартрĕ. Йǎмрансен туй йǎла-йĕрке поэзине упраса хǎварас тесе тǎрǎшакансем те çук мар. Вĕсенчен пĕри - Татьяна Николаевна Козлова, Кармаскалăри гимназин Йǎмранти филиалĕн ертÿçи. Вăл темиçе çул хушши чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май Йǎмран ялĕнчи туй йĕркине шкул ачисенчен пухтарса тĕпчев ĕçĕсем çыртарнǎ, тĕрлĕ шайри конкурссенче хутшǎнса тивĕçлĕ вырǎнсем йышǎннǎ. Пирĕн вǎхǎта перекетлес шутпа Татьяна Николаевна пухса пынǎ ал çырусене экспедици членĕсене çырса илме ирĕк пачĕ. Уншǎн Татьяна Николаевнăна уйрǎмах пысǎк тав сăмахĕ калатпǎр. Ǎслǎлǎх экспедицийĕ тухǎçлǎ ирттĕр тесе Татьяна Николаевнǎпа Людмила Ивановна Мария Алексеевна Кузьминапа Вера Николаевна Герасимована чĕнчĕç. Ялти ватǎсем авалхи тумсемпе килни савǎнтарчĕ. Хушпу-тенкĕллĕ хĕрǎрǎмран илемли çук иккен. Хут купǎссǎр мĕнле туй пултǎр ĕнтĕ. Татьяна Николаевнан мǎшǎрĕ Анатолий Клементьевич Козлов хĕрарǎмсене хут купǎс каласа туй юрри юрлаттарни мĕне тǎрать. Чǎн-чăн туй вǎйĕ çакǎнта тейĕн…
Грант шайĕнче йĕркеленĕ экспедици тухǎçлǎ иртрĕ, пуян материал пухма май килчĕ. Çак ĕçре пире пулǎшнǎшǎн Людмила Ивановна Городничевана, Татьяна Николаевна Козлована пысǎк тав сăмахĕ калатпǎр. Çуллахи хĕрÿ ĕç вǎхǎтне пǎхмасǎр Йǎмран ялĕнчи туй йăли-йĕркипе, юррисемпе паллаштарма май тупнǎшǎн Вера Николаевна Галяутдинована, Мария Архиповна Григорьевана, Вера Кузьминична Волкована, Ольга Кузьминична Кузьминана, Любовь Александровна Иванована, Мария Алексеевна Кузьминапа Вера Николаевна Герасимована пысǎк тав тǎватпǎр.
Лира АФАНАСЬЕВА,
тутар тата чǎваш филологи
кафедрин доценчĕ.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: