Юратнă та хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Ачусемпе‚ мăнукусемпе савăнса пурăнма çирĕп сывлăх‚ канлĕ ватлăх сунатпăр. Эпир калама çук телейлĕ‚ пирĕн анне чи лайăххи пулнишĕн шăпана тав тăватпăр. Кун-çул тăршшĕпе ырă та уçă кăмăллă пул‚ пурнăçу вăрăм‚ телейлĕ те сывлăхлă ирттĕр. Турă малашне те упратăр сана!
Юбилей телей çеç илсе килтĕр‚
Хуйхă-суйхă ирттĕр айккинчен.
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетĕр‚
Эпир хисеплетпĕр сана чĕререн.
Ăшă салампа - мăшăрĕ‚ хĕрĕсемпе кĕрÿшĕ‚ ывăлĕсемпе кинĕсем тата мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕ.