Пур хыпар та
Общие статьи
5 Августӑн 2020, 13:31

Лотерея вылявĕ тата телейлисем

«Урал сасси» хаçата 2020 çула çырăнса илнисен хушшинче иккĕмĕш лотерея вылявĕ ирттересси пирки эпир пĕрре кăна мар пĕлтернĕччĕ. Хальхинче те квитанцисене йышлăн ярса пачĕç. Вылява хутшăнма кăмăл тунисенчен 112 квитанци копийĕ килчĕ. Паллах‚ пурне те тĕп парне - электричество мясорубки - интереслентерчĕ. Тĕп парнесĕр пуçне эпир тата 14 япала выляттартăмăр.

Парнесем шутĕнче тĕрлĕ йышши савăт-сапа‚ килти хатĕр-хĕтĕрсем тата хуçалăхра усă курмалли тĕрлĕрен япаласем (вĕсем сăн ÿкерчĕкре) пулчĕç. Лотерея вылявне ирттернĕ çĕре Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă‚ Пелепей хулинче пурăнакан вулаканăмăр Екатерина Яковлева хутшăнчĕç.
Парнесене выляса илекенсем çаксем пулчĕç:
Нина Никитина (Пелепей хули) - чечек лартмалли савăтсем;
Иван Ерастов (Пишпÿлек районĕ‚ Ситекпуç ялĕ) алăк умне сармалли пĕчĕк палас;
Акулина Антонова (Пелепей хули) - алăк умне сармалли пĕчĕк палас;
Владимир Борисов (Пелепей хули) - чейник е кастрюль лартмалли (подставка);
Елена Артемьева (Ермеккей районĕ‚ Кăратмас ялĕ) – поднос;
Валентина Семенова (Пелепей хули) - микроволновкăра усă курмалли савăт;
Сергей Семенов (Пишпÿлек районĕ‚ Такмаккаран ялĕ) - свеча уççи (ключ свечной с карданным шарниром);
Леонид Алексеев (Пишпÿлек районĕ‚ Ситек ялĕ) - икĕ енлĕ отвертка;
Леонид Кирилов (Ĕпхÿ хули) - мунчара усă курмалли курка;
Зоя Варейкина (Пелепей хули) - дуршлаг;
Галина Афанасьева (Пишпÿлек районĕ‚ Ситекпуç ялĕ) - пĕчĕк пукан;
Луиза Федорова (Пелепей хули) - пластмасса савăт;
Александр Андреев (Пишпÿлек районĕ‚ Ситек ялĕ) - лейка;
Ольга Павлова (Ермеккей районĕ‚ Кăратмас ялĕ) - духовкăра пĕçермелли савăт.
Парне хыççăн парне‚ квитанци хыççăн квитанци - вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Тĕп парне кама лекессине палăртмалли вăхăт та çитрĕ. Электричество мясорубкине Пелепей хулинче пурăнакан Тамара Николаева тивĕçрĕ. Пирĕн вулаканăмăр чăннипех те телейлисен шутĕнче.
Хисеплĕ туссем‚ хулара пулнă чух «Урал сасси» редакцине çитсе хăвăра тивĕçнĕ парнесене кĕрсе илме пултаратăр. Инçетре пурăнакансене ĕçлĕ çулçÿревре пулнă май‚ хамăр кĕртсе пама тăрăшăпăр.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(34786) 4-22-81; 8(34786) 4-12-78.
Редакци.
Читайте нас: