Кирек хăш словарьсене те çакăнпа танлаштарса пăхма пулать. Сăмах вăл - сăмах пулса юлать. Анчах унăн пĕлтерĕшĕсем, усă курас тĕлĕшĕпе (применительно), тĕрлĕ енлĕ пулма пултараççĕ. Словарьсенчи пĕр-пĕр сăмах нумай пĕлтерĕшлĕ предложенисенче пуринче те усă курма килĕшмест, пăтрашса урăхларах килсе тухма пултарать. Çав пĕр-пĕр сăмахăн хăйĕн тачă килĕшсе тăракан вырăнĕсем, енĕсем пур. Тĕрĕс калаçасси хамăртан тата ытларах словарь авторĕсенчен килет. Тĕслĕхрен, «кутăн» сăмаха илер. Хальхи саманара хăш-пĕр ялсенче тăтăшах, «каялла таврăннă», «каялла çавранса килнĕ» темеллине «кутăн килнĕ» е «кутăн таврăннă» тесе калаççĕ иккен.
Эпĕ ĕнтĕ ăçта кăна пулман, ялсенчи, хуласенчи чăвашсем хушшинче те, анчах çакăн пек калаçнине илтмен. Çакна пуçласа 2018 çулта çеç сăна пуçларăм. Кутăн утса пăхăр-ха. Миçе утăм чакма пулать? Аякка, миçе çухрăм кайма пулать?
М.И. Скворцовăн «Вырăсла-чăвашла словарьне» (Мускав, издательство «Русский язык», 1985 год) илсе вулатăп: «кутăн» сăмахăн пĕрремĕш пĕлтерĕшĕ - задом, спиной, задом на перед, наоборот, шиворот-навыворот, «урама кутăн пÿрт - изба окнами во двор» тенĕ. Хамăр енчи чăваш ялĕсенче: «пÿрт чÿречисемпе картишнелле» е «пÿртĕн чÿречисем картишнелле» теççĕ. Çакă тĕрĕсрех. «Çĕлĕке кутăн («хыçăн», «хыçĕпе») тăхăн» - «надеть шапку задом наперед»; е «кутăн» е «хыçăн» лар – «сесть спиной к кому, к чему-либо» тенисем тĕрĕс. Малалла вулатăп: «пĕр така кутăн та, пуçăн та сĕкет» тет. Ку тата мĕне пĕлтерет? Чутах кулса вилеттĕм. Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакансемшĕн çакă киревсĕр, алама сăмах пулать. Вулатăп: «один баран бодаеться и задом, и передом» (кисĕп-пест) тени пулать иккен. Çакна вырăссем илтсен кулса вилĕччĕç. Эпĕ ача чухне кисĕп курман мар. Асаннесем-аннесем кисĕпре вир кĕрпи тĕветчĕç (икерчĕ валли). Кисĕп аврипе чăнах та ик вĕçĕпе те тÿме пулать. Вырăсла «с обеих сторон» теме пулать. Кисĕпĕн хăш енчи «перед», хăш енчи «зад» пулма пултарать?
Иккĕмĕшĕ - «кутăн таврăн» тет автор. Акă! Мĕншĕн çапла калама пуçланă иккен тулашри чăвашсем. Вырăссем каларăшле: «Вот, где зарылась собачка». Малалла вулатăп: «кутăн чак - пятиться назад» тени тĕрĕсех. Анчах «çапма пĕлмен пушă хăйнех кутăн лекнĕ, тет» - «неумелый удар падает на ударяющего, говорят» тенĕ. Пирĕн енчисем: «çапма пĕлмен пушă хăйнех килсе лекнĕ (çапнă)» теççĕ.
Виççĕмĕшĕ - вниз головой; вверх ногами; «кутăн çакăнса тăр - висеть вниз головой» тенине «пуçхĕрлĕ çакăнса тăр» тетпĕр; «кутăн чикелен - полететь кувырком» тенине «пуçхĕрлĕ чикелен» тетпĕр. Автор: «вăл сăрта та кутăн çавăрса лартĕ - он и горы перевернет» тет. Эпир: «вăл сăрта та тепĕр енне (е каялла) çавăрса лартĕ» тетпĕр.
Тăваттăмĕшĕ - плохо, безуспешно; ĕç кутăн пырать. Пирĕн енчисем: «ĕç начар пырать» е «ĕçсем начар пыраççĕ» тетпĕр.
Пиллĕкмĕшĕ - упрямый, капризный, строптивый, «кутăн ача», «кутăн çын» эпир те çаплах калатпăр. Е тата хĕрарăм ача çуратнă чухне (йывăр çуратнине) – «ачи кутăн килнĕ (ногами вперед или задом)» тетпĕр.
Атьăр,туссем, сăмах çаврăнăшĕсемпе предложенисене тĕрĕсрех, ăнланмалларах туса калаçар. Вырăс словарĕсенчи пек. Сăмах май каласан словарьсен авторĕсене хирĕçлемесĕр пачах пулмасть пулĕ. Пĕр тесен, вĕсем Турă мар-çке - вĕсем çырнине эпир ним хирĕçлемесĕр йышăнма. Пирĕн пекех çынсем, йăнăшмасăр пулмасть. Ним туман çын çеç йăнăшмасть. Сăмах пĕлтерĕшне эпир тĕрĕс калама вĕреннисем ытларах словарь авторĕсенчен килет терĕм-çке. Анчах та халăхра: «на Бога надейся, а сам не плошай» тенипе тÿр килет.
Хăш-пĕр тулашри чăвашсем, Чăваш Ене кайкаласа çÿрекенсем, «продвинутый» пулса чăвашла хăйсене лайăх та тĕрĕс калаçнă пек кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен: «пулсанччĕ, пулнăччĕ е пулинччĕ»; «пырсанччĕ, пынăччĕ е пыринччĕ»; «ÿстерсенччĕ, ÿстернĕччĕ е ÿстеринччĕ»; «пăраханччĕ, пăрахнăчччĕ е пăрахинччĕ» темелли сăмахсене: «пулсаччĕ», «пырсаччĕ», «ÿстерсеччĕ», «пăрахсаччĕ» теççĕ. Ăçтан тухса кайнă çак пулăм? Мĕнле пуплев пайĕсем пулса тăраççĕ? Вĕсем чăваш чĕлхине пăсаççĕ çеç. Çакăн евĕр калаçни пире кулăшла курăнать. Эпĕ ун пеккисене сайра тĕл пулнă. Çапла калаçнине тата çырнине ĕлĕкхи тата хальхи çыравçăсем çырнă кĕнекесенче те курман. Шупашкарта манăн пĕрле вĕреннĕ икĕ тус 50 çул ытла пурăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне пĕлмеççĕ те пулĕ. Пĕри Валентина Михайловна Казанцева - Нукасак хĕрĕ, саккăрмĕш класа çитиччен пĕрле вĕрентĕмĕр. Вăл вăтам шкул Пишкайăнра пĕтерчĕ. Тепри Венеамин Владимирович Ванюшин (Чăваш Енре самай паллă çын). Треппел ялĕнче вăтам шкулта пĕрле пĕлÿ илтĕмĕр. Хушăран тăван тавралăха килкелесе каяççĕ. Анчах «кайсаччĕ», «пырсаччĕ» евĕр сăмахсемпе калаçмаççĕ.
Хальхинче М.И. Скворцовăн «Вырăсла-чăвашла словарьне» (Чебоксары, Чувашское книжное издательство, 1 том, 2012). 243-мĕш питре сылтăмри юпара, çÿлтен 1-2-мĕш йĕркесенче «Эпир пĕрле пулсанччĕ!» тет автор. Унăн калаçăвĕнче çÿлте асăннă пĕрешкел «пулсаччĕ», «пырсаччĕ» тенисем пачах çук…
Пĕлместĕп, хисеплĕ вулакансем, хăçан та пулин пĕтме пултарĕ-ши пирĕн пуян та çепĕç чĕлхемĕр? Тен, пултарĕ те, ЮНЕСКО ахальтен мар пире пĕтсе пыракан халăхсен ушкăнне кĕртнĕ. Çакă чи малтан Чăваш Енри тĕреклĕхрен килет: Вĕрентÿ министерствинчен, пысăк пуçлăхсенчен, унта пурăнакан чăваш халăхĕнчен. Çавăн пекех тулашри чăвашсенчен те. Чăваш Енре кулленхи пурнăçра çул кăтартса пыракансем чăваш чĕлхишĕн çунни курăнмасть-ха, çăлтăрĕ сÿнме пуçланине анчах аякран сăнатпăр. Чăвашсем çĕр çинчен çухалмалли халăх шутне кĕнине.
Пирĕн эрăчченхи 8-4-мĕш пин çулсенчех çĕр чăмăрĕ çинче пурăннă авалран та авалрах халăхсенчен пĕри шумерсем тата сăварсем пулнă. Çакна тĕпчевçĕ-ăсчахсем палăртнă. Вĕсем пирĕн, чăвашсен - тăхăмĕсем. Хальхи тапхăра çитнĕ чăвашсен лексики те, халăхĕ те епле хĕн-хур, асап-пусмăр витĕр тухнă пулсан та çĕр çинчен çухалман. Халĕ пачах урăхла, тепĕр 30-50 çултан чăвашлăх вуçех çухалса кайма пултарать (çĕнĕ пурнăç саманине, таппине кура).
«Çĕршер çул кăкланă, тылланă халăхăн чунне çĕнĕрен чĕртсе вăйлатас тесессĕн, мăн асаттесен-асаннесен иртнĕ пурнăçне тата вĕсем паянхи ăру валли тарăн, çирĕп тымар хатĕрленине пĕлни кирлĕ» тет Г.П. Егоров ăсчах «Воскресение Шумеров» кĕнекинче.
Чăвашсен çирĕп тымарĕ епле татăлма пуçланин сăлтавĕсене, çакă хамăртанах килнине çырса кăтартасшăн.
Пĕрремĕшĕ - иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçнелле чăваш ялĕнчи шкулсенче учебниксем пĕрремĕш класран пуçланса пĕтĕмпе вырăсла пичетленсе тухнипе ачасем пачах вырăсла вĕренме тытăнчĕç, чăваш чĕлхипе грамматикисемсĕр пуçне (вĕсем эрнере пĕр-ик урокран ытла пулман, паллах). Ачасене вырăслантарма хăтланни куç умĕнче. Çавăн хыççăн ялсенче пĕр харăс: «Чăваш чĕлхи хапхаран (ялтан) тухиччен çеç кирлĕ» теме пуçларĕç. Эпĕ 1966 çултанпа хулара пурăнакан çын. Ман ачасен ÿсĕмĕ çав тапхăра лекрĕ. Паллах, хулара шкулсенче чăваш чĕлхи пулман тата эпир хамăр та мăшăрпа вĕсене чăваш чĕлхине явăçтарма тăрăшман. Халĕ чавса çывăх та.., анчах каю шăтнă ĕнтĕ. Вĕсем чăвашла вĕренесшĕн мар. Çапах хĕрĕм, кăштах питĕ хĕнпе тытăна-тытăна супĕлтенçи тăвать, ачи умĕнче вăрттăнла калаçса. Ывăлăм пачах пĕлмест. Килте мăшăрпа темиçе теçетке çул вырăсла çеç калаçнă пирки хамăр та тăван чĕлхене чутах манса кайман. Çапах та ялсене кайсан чăвашла калаçнă. Юрать-ха, вăхăтĕнче тăван чĕлхе патне таврăнтăм. Ачаран анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхене манаймастăн ĕнтĕ. Тата, пирĕн вăхăтра, эпир çиччĕмĕш класа çитичченех чăвашла кĕнекесемпе вĕренни те сая кайман пулĕ. Пире чăваш чĕлхипе пултаруллă вĕрентекенсем пĕлÿ паратчĕç. Вĕсенчен пĕри - Анастасия Михайловна Сергеева (Семенова). Лайăх астăватăп, вăл Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл (Ефремкино) ялĕнчен çамрăкла вĕрентекен пулса килнĕ. Пире темиçе предметсемпе ертсе пычĕ. Вăл - чăваш наци академикĕн И.В. Сухарева профессорăн амăшĕ. Тепри - Лидия Александровна Максимова. Ухсай Яккăвне лайăх пĕлекен (вĕсем туслă пулнă) вĕрентекен. Вĕсем Шупашкарта тĕл пулкаланине каласа паратчĕ. Унăн ашшĕ Чăваш Енри Патăръел тăрăхĕнчи Еншик ялĕнчен пулнă, И.Я. Яковлевăн тĕн семинарĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Нукасакăн ĕлĕкхи чиркĕвне тиек пулса 1915 çулта килнĕ. Пире 9-10 классенче Треппел ялĕн шкулĕнче чăваш литератури предметне пултаруллă вĕрентекен Владимир Васильевич Разумов вĕрентрĕ (вăл та Чăваш Енрен тетчĕç).Иккĕмĕш сăлтавĕ тепĕр словарь çинчен пырать. Кунта сăмах хальхи саманари техника, технологи микро-наноэлекторника аталанăвĕсем тăрук кĕске вăхăтра çĕкленсе кайнă самантра нихçан илтмен сăмахсем словарьсене кĕрсе кайнинче тăмасть. Сăмах каллех чăваш грамматикин орфографи словарĕ пирки пырать. Эпĕ ун çинчен 2016 çулта «Урал сасси» хаçатра (38№) çырнăччĕ.
Çĕр çинче пĕчĕк йышлă халăх чĕлхи епле пĕтсе пынине хамăрах пĕлетпĕр. Çакна кура мĕншĕн 1940 çулта М. Сергеевпа А. Васильев кăларнă «пиçсе» çитнĕ чăваш чĕлхине «тустарса» çĕнетмеллеччĕ (ним тума аптранă евĕр)? Тепĕр енчен каласан, çакă пĕр уйрăм çынран вăрттăнла сюрприз пулнă евĕр «шăтса» тухнине ниепле те çыравçăсемпе журналистсем хушшинче, ăнланса çитереймеççĕ иккен. Çапах та çав пысăк ĕçе темиçе специалист хутшăнмасăр пулман, паллах. Тен, мана «сирĕн мĕн ĕçĕр пур» текенсем те тупăнĕç. Хамăр тăван чĕлхере ĕç пур çав, пур. Ара, ман ахаль çыру çеç кăна мар, кĕнекесем те çырса кăларма кăмăл пур. Кăçал, 2020 çул, март уйăхĕнче манăн чăвашла çырнă кĕнеке «Тăван тавралăх» ятпа пичетленсе тухрĕ. Унта кивĕ тата çĕнĕ сăмахсем кĕрсе кайрĕç. «Аптăранă кăвакал…» евĕр. Кашни çырас текене орфографи словарĕ тыттараймăн, паллах. Апла пулсан япăх пĕлÿллĕ çын пулса юлатпăр-и? Çĕнĕ орфографине никĕсленисенчен пĕри Ю.М. Виноградов: «Орфографи çинчен мар, ачасем çинчен, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ çинчен шухăшласчĕ. Малалла пăхасчĕ», - тет вăл. Ай-яй-яй! Çаплах-ши вара? Тĕлĕнмелле! Кивĕ орфографи правилисем хамăр çинчен те, ачасем çинчен те, чăваш чĕлхин малашлăхĕ çинчен те шухăшлас енчен кансĕрлемен. Кăштах корректировкăсемпе çыхăнни те çителĕклĕ пулĕччĕ.
2002 çулта кăларнă Ю. Виноградовăн орфографи правилисене йышăнакансемех çук темелле. «Ура!» тесе. Хамăра пусахласа сĕнекен çак орфографи правилисенчен çамрăк ăрушăн усси пулĕ-ха, тен хăнăхĕç. Тĕнчи лăпкă тăрсан, пĕтмесен (хальхи саманине кура) тата чăвашлăхăмăр хальхи пекех тытăнса тăрсан. Шăпи пÿрсен, çамрăк ăрури ăслă пуçсем,тен, орфографи правилисене хăйсене кирлĕ пек çĕнĕрен пăхса тухĕç. Оптимист пулар.
Хальлĕхе аслă ăрăва «ĕне чăмланă» çĕнĕ орфографи правилисемпе усă курма хистени сисĕнмест пек те. Хамăр Пушкăртстанри паллă çыравçăпа Василий Антоновпа (паянхи куна 21 кĕнеке авторĕ) мĕнле çырмалли çинчен калаçса пăхрăм та вăл: «Мĕнле хăнăхнă çавăн пек çырăр», - терĕ. Ăна шупашкарсем çавăн пек каланă иккен…
Ĕнтĕ çитет пулĕ, çĕнĕ орфографи правилисем пирки сăмах–юмах çаптарса. Мĕн тăвас тенине - тунă. Пиртен, пĕчĕк çынсенчен ыйтса тăман. Хамăрлах çырăпăр. Çавăн пек чух, каçарăр та, вырăссен хитре каларăшĕ пур: «кошка слушает да ест».
Акă тинех виççĕмĕш сăлтав патне çитрĕмĕр. Унăн ячĕ - чăвашсене килĕшнĕ ят - «диаспора». Чăнах та, хитре илтĕнет хăй. Тин çуралнă ачуна та çав ята пар та - ĕçĕ те пĕтнĕ.
Мĕн тума кирлĕччĕ тулашри чăвашсене пусахласа мăшкăл ят парса уйăрни. Хăть Чăваш Енрисем, хăть тулашрисем - пĕр шайра тăратпăр. Раççейри чăвашсем ытти халăхсем пекех пĕр халăх шутланатпăр. Кашнин хăйĕн тăван республики, облаçĕ пур.Пирĕн тăван çĕршыв, Раççей, пĕрре çеç. Эпир çакăнта çуралнă, ÿснĕ; пурте ун ытăмĕнче, ун хÿтлĕхĕнче пурăнатпăр. Эпир пĕр тăван халăх, пĕр аннен ачисем пек: хамăр пĕрлĕхшĕн, хамăр йăла-йĕркепе культурăшăн, тăван чĕлхешĕн тăрăшатпăр тата ытти те. Раççей çÿлтен сăнаса тăрать. Тĕрĕс пурăнмасан «çулать» те пăрахать вырăссен çивĕч çавипе, хăш картлашка çинче ларнине пăхмасăр. Вăл хăех чи çÿлти картлашкара, хăйĕнчен çÿллерех сикме памасть. Чăваш Енрисем çапларах иккене телевизорпа кăтартрĕç. Намăс пулчĕ вĕсемшĕн. Эпир, чăвашсем, тĕп халăхсенчен пĕри пулсан та, Раççейре пĕчĕк, пĕтес халăх пулĕ çав. Раççей умĕнче çум курăк, çĕр нăрри анчах. Каçарăр та, анчах уйласа пăхăр: чăвашсем ĕмĕр-ĕмĕр çакăнта пурăннине пăхмĕç. Чăваш Енрисем кăна мар, пĕтĕм ытти халăх та вĕсен шутĕнче вырăссем те, тулашрисене кăна мар, пĕтĕм чăваша диаспора теме пуçласан, ăçта кĕрсе кайăпăр? Темĕнле «чăваш диаспори» ят тухнă пулсан. Çапла тесе ăнланма та пултарĕç. Раççейре пĕлеççĕ епле территорисене туртса илмеллине. Аса илер-ха, Минтимир Шаймиев вăхăтĕнчи Тутарстан епле Раççей йышĕнчен тухасси патне çитнине. 2014 çул - Украинăран Крым çур утравĕ; 1939 çул - Финляндин Ленинград (халь Питĕр) хули çывăхĕнчи чикĕри çĕрĕсене (приграничные земли) Балтика тинĕсĕ патне тухма; Японинчи Курил утравĕсене, Сахалин утравĕн кăнтăр пайĕ (Южный Сахалин) - 1945 çул (вĕсем пирки уйрăм калаçу) епле Раççей ытăмне кĕрсе ÿкнине истори манмасть. Раççей тĕрĕс тăвать. Пĕр В. Жириновский кăна мĕне тăрать. Астăватпăр, вăл камăн тÿрĕ çулне ăçталла кăтартнине, ăс-тăна çухатман пулсан. Тутарсем диаспора пулмасан та, хамăр çĕршывра, Монголине каймаллине илтрĕмĕр. Хăй еврей пулсан та Раççей территорине никама та памасть. Калас сăмахĕсенче (выраженисенче) пÿлĕнсе тăмасть: килсе сĕтеле шаплаттарать те - ĕçĕ те пĕтрĕ. Çирĕплетсе те хурать. Хирĕçлесе пăх-ха ăна. Владимир Путин та çаплах, тулькă чеерех хăтланать, вăрттăнрах, КГБ-ри пек.
Эпир, Тăван çĕршывăмăрсăр тăрса юлсан Месопотамие кайăпăр-и? Месопотамире хăйсен тĕп халăхĕ пур, пире диаспора вырăнне çеç йышăнĕç, унта та хăшне- пĕрне çеç (эпĕ çакăн пирки «Урал сассине» çырнăччĕ пĕр вăхăтра). Тахçан-тахçан унтан та чăвашсем тем пирки тарнă. Иван Грозный вăхăтĕнче те чăваш-тутар çĕрĕсенчен тарнă (çĕнĕ, тухăçлă çĕрсем шыраса имĕш). Пушкăрт çĕрĕсене тата ытти çĕрсене кайса диаспора пулса тăрса наказани çеç тупнă юлашки çак икĕ теçетке çулсенче. Чăвашсем тарса кăна çÿреççĕ тейĕн (юрать-ха хальлĕхе пире пушкăртсем хăваламаççĕ, хĕсмеççĕ). Хăйсене хăйсемех тартаççĕ иккен. Ман «Тăван тавралăх» кĕнекери сăвăсене вуласа пăхсан, тен, эпĕ те çав шутрах. Турă каларăшле «виççĕ» теççĕ. Капла пулсан, чăваш халăхĕ пĕтессине пĕлтерсе, малашнехине сиссе, тен, тĕрĕс пĕлсе тăнă пулать «пĕлĕмçĕсем», «арăмçăсем» тулашри, Раççейри чăвашсене диаспора туса. Пуласси-килесси кĕтмен çĕртен, тăрук килсе тухать - вăл кăшăлвирус евĕр. Турăçăм сыхлатăрах! Хальхи хăрушă эпидеми çынна суйласа тăмасть, уншăн пурте пĕр шайра. Вăрçăри пек уншăн тĕп халăхĕ те, диаспори те пĕрех.
Диаспора тени ют çĕршывран пурăнма куçнă халăх иккенне пĕлтерет. Пуç тавра уйласа пăхăр-ха, туссем! Пуç мимми шĕвелнĕ евĕр шухăшламасăр хăтланас мар. Чăвашсем Тăван çĕршывăмăрта, Раççейре, диаспора пулса тăни çинчен эпĕ (ун чухне утмăл икке çитнĕ çынччĕ) пуçласа 2011 çулхи январь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Ĕпхÿре Туслăх çуртĕнче пĕр пысăк пухура илтрĕм. Çавăн чухне пуçран чукмарпа килсе çапнă пек шăппăн çеç, тĕлĕннипе минресе лартăм, ют çĕршыва ăнсăртран килсе лекнĕ чăваш евĕр. Раççейри чăваш диаспори пĕрин хыççăн тепри епле хăпартланса хĕрÿллĕн: «чăваш диаспори» те «пирĕн диаспора» тесе доклад тунине итлесе лартăм. Çавăн чухне «кăтартăп сире диаспора!» терĕм ăшăмра кăна. Тата çак сăмаха çав кунсенче пичетленсе тухнă «Урал сассин» 4№ вуласа тухнă хыççăн пĕлтĕм - Пушкăртстан чăвашĕсен Канаш ĕçтăвкомĕн ертÿçипе В.А. Сидоровпа И.Г. Тарасов калаçнă интервьюран. Кунта ĕç «Урал сасси» ĕçченĕсем çавăн евĕр статьясене пичетлесе кăларнинче тăмасть, вĕсен ĕçĕ çав ярса панă материалсене пичетлесси. Пĕтĕм шăв-шавĕ тулашри (Раççейри) чăвашсене 2002 çултанпа диаспора шайне кĕртес тĕллеве пурнăçланă çынсенче. Эпир, тулашрисем, нимĕн те пулман пек ăсран тайăлса, ăнланманçи тăватпăр та, хирĕçлеместпĕр, пуçĕсенчен çеç шăлатпăр анчах. Вĕсем пире, тулашрисене, хисепленçи çеç туса хăйсен ĕçне шăппăн тăваççĕ. Пиртен вĕсем: «диаспора пулас килет-и?» тесе ыйтнă-и? Референдум ирттернĕ-и? Эпĕ илтмен. Пĕтĕм тĕнчипе мăшкăл куртăмăр. Раççейри тĕп халăхсем, тулашрисем (Тутарстан, Пушкăртстан, Мордва, Мари республикисен) хăйсене диаспора тунă-и? Эпир пулăшсан тăвĕç те (дурной пример заразителен). Раççейре тĕп халăх шутĕнче ĕмĕр-ĕмĕр пурăнакан украинсем (халь килнисем те) диаспора тесе шутланмаççĕ-иç, хуть хăйсен уйрăм Украина ятлă патшалăх пур пулсан та. Вырăссем хыççăн вĕсем Раççей шучĕпе иккĕмĕш тĕп халăх пулса тăраççĕ. Виççĕмĕш вырăнта - тутарсем. Пушкăртсем - тăваттăмĕш, чăвашсем пиллĕкмĕш вырăнта, малалла ытти халăхсем (мордва-мăкшă, мари-çармăссем, удмуртсем).