Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
5 Августӑн 2020, 13:33

Çĕр çирĕм çул хушшинче халăх йышĕ 18 хут ÿснĕ

Пушкăртстан статистики пĕлтернĕ тăрăх‚ 1897 çулхи пĕрремĕш пĕтĕмĕшле Раççей империйĕн халăх çыравĕнче Çтерлĕ хулинче 15 550 çын (8037 арçын тата 7513 хĕрарăм) пуррăннине шута илнĕ.

Вĕсен шутĕнче - 373 дворян‚ 38 чиркÿ çынни‚ 186 купса‚ 10 325 мещен‚ 4 267 хресчен‚ 17 ют çĕршыв çынни‚ 344 ытти сослови çынни.
Çав вăхăтрах наци шăпи тÿрремĕнех халăх йышĕпе‚ шучĕпе çыхăннă пулнă. Çавăнпа халăх çыравĕ ирттернĕ чухне тăван чĕлхепе миçе çын калаçнине те палăртнă: вырăс чĕлхипе - 9753‚ пушкăрт чĕлхипе- 1274‚ тутар чĕлхипе - 3779‚ ытти чĕлхесемпе - 564.
Вĕренÿ тата пĕлÿ енчен илес пулсан‚ 1897 çул тĕлне Çтерлĕре хутла пĕлекен 5 507 çын пурăннă‚ вулама-çырма вара 10 043 çын пĕлмен.
1919-1922 çулсенче Çтерлĕ хулинче Автономлă Пушкăрт Социализăмла Республикин правительстви вырнаçнă пулнă.
1922 çулхине хулара электростанципе хăма çурмалли вырăнсем‚ армансем ĕçлеме тытăнннă. Каярах вĕсен никĕсĕ çинче тир-сăранпа хăма çурмалли заводсем уçăлнă.
1926 çулхи Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн Çтерлĕре 24 609 пин çын пурăнни паллă пулнă. 1934 çулта хулана пĕрремĕш тавар поезчĕ килсе çитнĕ. 1939 çул тĕлне халăх йышĕ 58% ÿснĕ. Унăн шучĕ 38 786 çынпа танлашнă.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче асăннă хулана темиçе промышленность предприятине эвакуациленĕ: содăпа цемент‚ «Красный пролетарий»‚ Ленин ячĕллĕ Одессăри станок тăвакан заводсене‚ Мускаври атă-пушмак фабрикине тата ыттисене. XX ĕмĕр варринче Çтерлĕ чи пысăк нефтьпе хими хули пулса тăнă.
2020 çул пуçламăшĕ тĕлне Çтерлĕре 276‚ 4 пин çын пурăннă (125‚7 пин арçын тата 150‚7 пин хĕрарăм). Вĕсен шутĕнче 80 ытла наципе халăх представителĕсем пулни паллă.
Кашни пин çын пуçне экономикăра 689 çын ( республикипе вăтамран 594 çын) тăрăшать.
Пин çынран 181-шĕ аслă пĕлÿ (Пушкăртстан Республикипе вăтамран - 175)‚ 46-шĕ (40) тулли мар аслă пĕлÿ‚ 390-шĕ (334) вăтам професси пĕлĕвне илнĕ.
Истори справки. Çтерлĕ хули йĕркеленни тăвара сутассине патшалăх монополине кĕртнипе çыхăннă. XVIII ĕмĕр варринче Ашкадарпа Çтерлĕ юхан шывĕсем Шурă Атăла юхса кĕнĕ вырăнта Çтерлĕри тăвар турттармалли пристань хăпартнă. II Екатерина патша Çтерлĕ хулине уезд хули пек палăртса Ĕпхÿпе Эрĕнпур кĕпернисене çирĕплетекен указа алă пуснă хыççăн асăнса хăварнă. Çак пулăм 1781 çулта пулса иртнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: