Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
5 Августӑн 2020, 13:35

Сапер Иванĕн паттăрлăхĕ

Эпир Тăван çĕршыва нимĕç хапсăнчăкĕсенчен хÿтĕленĕ‚ мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă çынсене нихăçан та манас çук. Пĕтĕм вăй-халтан пурнăçшăн‚ çĕнтерÿшĕн тăрăшнă тыл ĕçченĕсене те асра тытăпăр. Нумай çул хушши хамăр ял историне‚ çыннисене тĕпчерĕм. Тăван ялтан тухнă‚ вăрçа хутшăннă çынсемпе çыхăннă хутсемпе ĕçлерĕм. Фронтра вилнĕ ентешсен ячĕсене тупрăм. Вĕсем - вăрçă хирĕнче выртса юлнă паттăрсем.

ПР патшалăх тĕп истори архивне (ЦГИА РБ)‚ Пушкăртстан Республикин обществăлла пĕрлешÿсен патшалăх тĕп архивне (ЦГАОО РБ)‚ Кармаскалă районĕнчи вăрçă комиссариачĕн архивне тата юлашки вăхăтра Интернетра йĕркеленнĕ «Мемориал»‚ «Подвиг народа»‚ «Память народа» сайтсене тĕпченĕ май чылайăшĕ 1941-1942 çулсенче‚ вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенче пуçĕсене хунине пĕлтĕм. Хăшĕ-пĕрисем Фин вăрçине те хутшăннă.
Раççей историйĕнче вăрçă хирĕнче салтаксемпе çар пуçлăхĕсем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă тĕслĕхсем чылай. Вĕсенчен пĕри Сталинград çапăçăвĕ уйрăмах паллă. Хаяр çапăçусем Донпа Атăл çыранĕсенче‚ кайран Сталинград хули çывăхĕнче икçĕр кунпа çĕре тăсăлнă. Юнлă тытăçу 100 пин тăваткал çухрăм çĕр лаптăкĕ çинче пынă. Унăн тăршшĕ 400 çухрăмран 850 çухрăма çити тăсăлнă. Çак акăш-макăш пысăк çапăçăва‚ унăн тĕрлĕ тапхăрĕнче‚ икĕ енчен 2‚1 млн ытла çын хутшăннă. Тĕллевĕсемпе‚ анлăшĕпе, вăйсен хире-хирĕç тăрăвĕпе Сталинградри çапăçу тĕнчере маларах пулса иртнĕ пур тытăçуран та иртнĕ. Тăшман хулана тăватă хутчен çĕнсе илме хăтланнă. Вăл Атăл шывĕ çине тухакан хулан тĕп пайне çĕнсе илессишĕн пĕтĕм вăйне хунă. Хаяр çапăçусем талăк тăршшĕпех Сталинград урамĕсенче чарăнман. Совет салтакĕсен çирĕплĕхĕнчен, паттăрлăхĕнчен вермахт генералĕсем те тĕлĕннĕ. Сталинград хулине тăваттăмĕш хут штурмланă чух 6-мĕш танк армине Ф. Паульс генерал ертсе пынă. Вĕсем Сталинград хулинчи «Баррикады» завод çывăхĕнче, Рынок тата Спартановка паçулккисенче наступлени пуçланă. Çĕнĕ вăйсем хушса нимĕçсен пехотипе танкĕсем И.И. Людниковăн 138-мĕш стрелоксен дивизине атакăланă. Тискер те хаяр тытăçура вермахтăн çар чаçĕсем дивизин сулахай флангне хĕстернĕ. Тĕп штаб пĕлтернĕ тăрăх, Сталинград хулине хÿтĕленĕ тапхăрта (17.07.1942-18.11.1942) фронтра 323 800 çын пуç хунă. Хулана хÿтĕлесе Кармаскалă районĕнчи Йăмран (Николаевка) ялĕнчен Алексей Кириллович Иванов, Иван Никонович Иванов пуçĕсене хунă, Сталинград облаçĕнчи çапăçура Иван Константинович Козлов вилнĕ. Иван Николаевич (тĕрĕс Никонович пулать) Иванов 1942 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Сталинград хулинчи «Баррикады» завода хÿтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
«Мемориал» сайта тĕпченĕ май 138-мĕш Хĕрлĕ ялавлă стрелоксен дивизинчи вилнĕ салтаксен ячĕсене тупрăм. «Иванов Иван Николаевич, 1917 года рождения, Кармаскалинский район, Николаевский сельский совет, д. Николаевка, призван Кармаскалинским РВК, БАССР, красноармеец, сапер, последнее место службы 138 СД, 179 отдельный саперный батальон, убит 18.11.1942 года, похоронен: г. Сталинград, завод «Баррикады». Жена Иванова Ольга. Начальник 4-го отделения 138 стрелковой дивизии капитан Чугунов. Помощник начальника 4-го отделения политрук Панов».
Кармаскалăри çар комиссариатĕнче пĕлтерÿ сыхланса юлнă: «24.12.1942 года. Извещение. Ваш муж красноармеец 179 особого саперного батальона Иванов Иван Никонович, уроженец БАССР, Кармаскалинский район, д. Николаевка, в бою за Социалистическую Родину, верный воинской присяге, проявив геройство и мужество, был убит 13 ноября 1942 года, похоронен: г. Сталинград, 0,5 км от завода «Баррикады». Ивановой Ольге Степановне. Командир части Косарев. Полевая станция 464, часть 75».
«Халăх паттăрлăхĕ» («Подвиг народа») сайтра И.Н. Иванова Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăлани çинчен архив докуменчĕсем пур: «От имени Президиума Верховного Совета Союза ССР за образцовое выполнение боевых заданий командования на фронте борьбы с немецкими захватчиками и проявленные при этом доблесть и мужество - награждаю орденом Красной Звезды красноармейца Иванова Ивана Никоновича, сапер 179 отдельного саперного батальона. Командир 138 Краснознаменной СД полковник Людников. Начальник штаба дивизии подполковник Шуба».
И.Н. Иванов артиллерипе минометсем пенĕ чух малти оборона линийĕ хĕррине минăсем лартнă. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Баррикады» завод çывăхĕнче нимĕçсем пирĕн хÿтĕленÿ позицисене тапăннă чухне тăшманпа паттăррăн çапăçнă. Хăйĕн тĕслĕхĕпе, хăюлăхĕпе ытти салтаксене те хавхалантарнă. Гранатăпа тата штыкпа 5 фрица вĕлернĕ. Алла-аллăн тытăçнă (рукопашный) çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн правительство наградине - Хĕрлĕ Çăлтăр орденне - тивĕçнĕ.
«Сталинград çапăçăвĕ» патшалăх историпе мемориал музей заповедникĕн директорĕ ячĕпе çыру та ятăм. Хуравĕ вăрах кĕттермерĕ.
«Сирĕн Иванов Иван Николаевича, 1917 çулта çуралнăскере, Сталинград хулишĕн пуçне хунă, хыпарсăр çухалнă салтаксен асран кайми списокне кĕртнĕ. «Родина-Мать зовет» тĕп палăкăн никĕсĕ çумĕнчи Пысăк тăванла вил тăпринче (хĕвел тухăç енчи купаласа тунă сăртра) пытарнă. Сталинграда юсаса çĕнетнĕ чух хула территоринчи вилнĕ салтаксен юлашкийĕсене Мамаев курганти Пысăк тăванла вил тăприне куçарнă. Пурĕ уйрăмшар тата тăванла вил тăприсенче выртакан 34 505 виле юлашкине куçарса пытарнă».
Паллах, вăрçă вăхăтĕнче миллионĕпе паттăрлăх кăтартакан пулнă. Анчах хамăр ентешсен хăюлăхĕ çинчен те пĕлмелле, асра тытмалла. Эпир Волгоград (Сталинград) хулинче пĕрре мар пулнă, анчах та пирĕн ентеш, Иван Никонович Иванов, кунта ĕмĕрлĕхе канăçлăх тупни çинчен пĕлмен.
Вăрçă çинчен киносем пăхатпăр, вăрçă паттăрĕсем çинчен кĕнекесемпе хаçатсенче вуласа пĕлетпĕр, вĕсемпе мăнаçланатпăр. Çав вăхăтрах пирĕн хÿтĕлевçĕсем аякра мар, çумрах пурăннă иккен. Çакăн пек вăрçă паттăрĕсем пулнипе çеç эпир нимĕç хапсăнчăкĕсене çĕнтерме пултарнă. Çĕре çитиччен тайма пуç сире, вăрçă ветеранĕсем.
Вера НИКОНОРОВА, чăваш наци академикĕ.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.
Читайте нас: