Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
5 Августӑн 2020, 14:24

Валерий Александрович Сидоров пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ

2020 çулхи август уйăхĕн 4-мĕшĕнче паллă общество деятелĕ Валерий Александрович Сидоров чылай вăхăт чирленĕ хыççăн вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

В.А. Сидоров Пушкăртстан Республикинчи Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче 1954 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Тăван ялта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Пелепейри педагогика училищинче‚ унтан Пушкăрт патшалăх университетĕнче пĕлÿ пухнă. Ĕçлĕ пурнăçне 1973 çулта Ярмулай ялĕнчи сакăр класлă шкулта учитель пулса ĕçленинчен тытăннă. 1973-1975 çулсенче СССР КГБ пограничниксен çарĕнче хĕсметре тăнă. 1981-1982 çулсенче Мияки районĕнчи Качеган ялĕнчи шкулта математика учителĕ пулса ĕçленĕ‚ 1982-1988 çулсенче Ĕпхÿ районĕнчи Дмитриевка вăтам шкулĕнче завуч тивĕçĕсене пурнăçланă‚ 1988-1999 çç асăннă шкулта директор лавне туртнă. Ĕпхÿ районĕнчи депутатсен Канашне суйланнă хыççăн вăл муниципаллă ĕçе куçнă. 1999-2002 çç Валерий Александрович Ĕпхÿ районĕнчи депутатсен Канашĕн председателĕн çумĕ‚ 2002-2004 çç Ĕпхÿ район администраци пуçлăхĕн çумĕ‚ 2004 çулта ПР Ĕпхÿ район Канашĕн секретарĕ‚ муниципалитетра иккĕмĕш разрядлă тĕп советник пулса вăй хунă. 2008-2014 çç В.А. Сидоров Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн (съезчĕн) ĕçтăвкомĕн председательне суйланнă. Çав вăхăтрах ПР Халăхсен ассамблейин Канашĕн тата Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн членĕсем пулса тăнă. 2014 çултанпа вăл - ПР Чăвашсен наципе культура автономи Канашĕн членĕ.
В.А. Сидоров «СССР халăх çут ĕçĕн отличникĕ» (1986ç), «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» (1998ç) ятсене‚ ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курулатайĕн Хисеп хутне (2007ç), Пушкăртстан Республикин Хисеп хутне (2009ç)‚ П.М. Миронов чăваш халăх çутта кăлараканăн медальне (2014ç) тивĕçнĕ. Унăн ятне Ĕпхÿ районĕн «Хисеп кĕнекине» те кĕртнĕ.
Валерий Александрович кил-çуртра йĕркеллĕ çемье пуçĕ пулнă. Вăл Люция Нуретдиновна мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ, тĕрĕс воспитани панă.
Валерий Александрович çемьеллĕ ырă çын тата шанчăклă юлташ‚ яваплă ĕç çынни‚ пысăк патриот-интернационалист тата Раççейĕн шанчăклă гражданинĕ пулса пирĕн чĕрере ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн асăмăрсенче яланах упранĕ. Лăпкă çывăр хаклă тусăмăр, йывăр тăпру çăмăл пултăр.
Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ В.А. Сидоров пурнăçран уйрăлнăшăн тăванĕсемпе чĕререн хурланнине пĕлтерет.
Юлташĕсен ушкăнĕ.
Редакцирен. Валерий Александрович Сидорова ыран, август уйахĕн 6-мĕшĕнче, юлашки çула ăсатĕç. Ăна Ĕпхÿ районĕнчи Дмитриевка ялĕн (вăл çавăнта пурăннă) масарĕ çинче пытараççĕ.
Читайте нас: