Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
5 Августӑн 2020, 14:38

Йышпа ĕç кал-кал пырать

Çумăрсем пуçланиччен Мияки районĕнчи Крупская ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн çĕр ĕçченĕсем кĕрхи ыраша 100 центнер çапса илнĕ.

Уй-хирсенчи пиçсе çитнĕ тырра Çĕнĕ Хурамалти йĕтем çине илсе килеççĕ. Унта çĕнĕ тухăçа ЗАВ-10‚ ЗАВ-20 тата ПСМ-10 агрегатсемпе тасатаççĕ‚ типĕтеççĕ‚ упрама хатĕрлеççĕ. ЗАВсем çинче Владимир Сергеевпа Николай Власов операторсем ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ ĕçсене пурнăçласси Николайпа Татьяна Золотовсен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Мăшăр чылай çул хуçалăхра тăрăшса вăй хурать. Йĕтем çинчи транспортпа çыхăннă ĕçсене вара Виталий Микишин пурнăçлать. Вăл паянхи кун тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та‚ хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хуçалăха май çитнĕ таран пулăшать.
Хуçалăх ĕçченĕсем уй-хирте вырма ĕçĕсене комплекслă пуçланă. Кĕрхи ыраш валемĕсене пухса çапма çĕр ĕçченĕсен звени тулли йышпа хире тухнă. Виталий Захаровпа Валерий Гордеев комбайнерсем хăйсен пулăшаканĕсемпе, Вадик Тарасовпа тата Вадим Ковальпе, «Дон-1500» тĕш тырă комбайнĕсемпе çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. «Полесье» «хир карапĕпе» Леонид Иванов комбайнерпа Дмитрий Максимов пулăшакан кĕрхи ыраша çапса тĕшĕлеççĕ. Комбайнсем патĕнчи тырра турттарма ЗИЛ-130 тата ГАЗ-53 автомобильпе Петр Акбашевпа Владимир Павлов водительсем пулăшаççĕ. Çĕр ĕçченĕсен звени Çирĕклĕ ялĕ çывăхĕнчи юнашар хуçалăх чиккипе вырнаçнă 30 гектар çинчи кĕрхи ыраша пуçтарма тытăннă. Григорий Антонов МТЗ-80 хыçне ЖВЗ-7‚0 прицеплă жаткине çакса кĕрхи тĕш культурăсене çулса‚ паккус туса комбайнсемпе ĕçлекенсем валли хатĕрленĕ. Комбайнсем хыççăнах çапнă валемсене пресс-подборщиклă тракторпа Владислав Архипов çавра тĕркене пуçтарать. ПТ-10 тĕркесене турттармалли ятарлă оборудованипе Борис Данилов ĕçлет. Вĕсене ăста механизатор выльăх-чĕрлĕх ферми патне илсе çитерет. Пĕр рейса 15-шер тĕрке вырнаçать. Пушанса юлнă хирсенчи çĕрсем çинче вара МТЗ-1221 трактор хыçне çакнă БДМ-4х3 прицеплă агрегатпа Петр Васильев тăрăшать. Вăл кĕрхи суха тăвать тата КПС-4‚2х2 техникăпа çĕре кăпкалатать.
- Паянхи кун тĕлне кĕрхи ыраша 130 гектар ытла çулнă. Григорий кĕрхи тулла çулма тытăнчĕ. Техника енчен йĕркеллĕ пулсан‚ вырма ĕçĕсене палăртнă вăхăтра вĕçлетпĕр. Çĕр ĕçченĕсем питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ. Паянхи кун техника хăйне ĕçре лайăх енчен кăна кăтартрĕ. Хирте ĕçлекенсене куллен вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр‚ - каласа парать Крупская ячĕллĕ СПК ертÿçи Геннадий Семенов.
- Пирĕн механизаторсемпе водительсен ĕç опычĕ пуян. Вĕсем вырмара тата сенаж хывас ĕçре тăрăшуллăх кăтартаççĕ. Паянхи кун тĕлне выльăх апачĕ хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсене вĕçлесе пыратпăр. Палăртнă 3‚5 пин тоннăран виççĕ пин ытла пурнăçланă. Суккулти сĕт ферми çывăхĕнче Сергей Васильев ДТ-75 тракторпа сенаж шăтăкĕсем хатĕрлерĕ. Халĕ эпир иккĕмĕш шăтăка тултаратпăр. «Полесье» УЭС-280 выльăх апачĕ хатĕрлемелли техникăпа Юрий Семенов ĕçлерĕ. Вĕтетнĕ масса ГАЗ-53 автомобильсемпе Вячеслав Кузьминпа Петр Дмитриев тата КамАЗпа Размик Павлов турттарчĕç. Анатолий Алексеевпа Борис Данилов выльăх апатне пусара тикĕслеççĕ‚ - хушса каларĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Евгений Антонов.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ,
Çĕнĕ Хурамал ялĕ.
Читайте нас: