Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Августӑн 2020, 14:27

Эпир ăçтан тата камсем пулатпăр?

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи апрель уйăхĕнче иртĕ. Маларах ăна 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче йĕркелеме палăртнăччĕ, анчах кăшăлвирус пандемийĕ чăрмандарчĕ. Ун урлă çĕршыври наци йышĕ тата мĕнле чĕлхесемпе калаçни çинчен информаци илме пулĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вăхăтĕнче респондент хăш наци çынни пулнине палăртакан правопа усă курма пултарать. Мĕншĕн тесен çыравăн тĕп принципĕсенчен пĕри вăл - ирĕклĕ ирттересси (е харпăр ирĕкĕ). Тепĕр сăмахпа каласан‚ пур даннăйсене‚ çав шуртра хăш наци çынни пулнине те‚ хуравлакан каланинчен çырса пырĕç. Каланине çирĕплетме нимĕнле документ та кирлĕ пулмĕ. Пĕрлĕхлĕ порталти («Госуслуги») электронлă çырав листисене çырса пĕлтернĕ чух та çак принцип ĕçлĕ. Халăх çыравĕ анонимлă майпа иртĕ: çырав хучĕсене хушаматпа ята тата ашшĕ ятне‚ ăçта пурăннине çырма кирлĕ мар.
2010 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн‚ Раççейре пурăнакан халăхсенчен çиччĕшĕн йышĕ 1 млн çынран иртнĕ: вырăссем (80‚9%)‚ тутарсем (3‚9%)‚ украина çыннисем (1‚4%), пушкăртсем (1‚2%), чăвашсем (1‚1%)‚ чеченсем (1‚0%) тата эрменсем (0‚9%). Çав вăхăтрах вырăсла пĕлетĕр-и текен ыйтăва пĕтĕмĕшле хуравлакансенчен 138 млн çын (99‚4%) асăннă чĕлхене лайăх пĕлетпĕр тесе палăртнă.
Çитес çыравăн çырав листисенче çĕршывра ялан пурăнакансем валли этнолингвистика ыйтăвĕсене те кĕртнĕ:
- наци харпăрлăхĕ (принадлежность);
- тăван чĕлхе;
- вырăс чĕлхине пĕлни тата унпа усă курни;
- ытти чĕлхесене пĕлни тата вĕсемпе усă курни.
Ыйтусен хуравĕсем тăрăх Раççейре пурăнакан халăх шучĕ‚ вĕсем çĕршывăн хăш территоринче пурăннине пĕлнисĕр пуçне‚ демографи‚ лингвистика тата экономика процесĕсене те курма пулать.
Çырав хучĕсенче «Эсир хăш наци çынни?» текен ыйту уçă пулĕ, анчах ăна юравлă (допустимый) хуравсемпе хуравласа пулмĕ. Переписчиксем ăнланса илме пулăшакан (наводящий) ыйтусем пама тата респондентсем каланă хурав пирки иккĕленÿ çуратма пултараймаççĕ.
Пĕчĕк йышлă халăхсем ытларах чухне çитме йывăр районсенче пурăнаççĕ. Çыравăн тĕп тапхăрĕнче, 2021 çулхи апрель уйăхĕнче, вĕсемпе йĕркеленнĕ транспорт çыхăнăвĕ, çурхи шыв-шура пула, йывăрланĕ. Пурин хуравĕсене шута илес тесе асăннă районсенче халăх çыравĕ 2020 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2021 çулхи июнь уйăхĕн 30-мĕшĕччен иртĕ.
Росстат халăх çыравне хатĕрленнĕ май этнографсемпе тата лингвистсемпе тачă çыхăнура ĕçлет.
- Н.Н. Миклухо-Маклай ячĕллĕ Раççейри наукăсен академин (РАН) этнологипе антропологи институчĕн ĕçченĕсем тăратнă информаци этнолингвист ыйтăвĕсене хатĕрлемелли тата çырав кăтартăвĕсене шута илмелли никĕс шутланать‚ - тесе палăртнă институтăн тĕп наука ĕçченĕ‚ Раççейри Обществăлла палатăн нацисемпе тĕнсем хушшинчи хутшăнусен комиссийĕн председателĕ‚ Раççейри политологсен обществин ĕçтăвком членĕ Владимир Зорин.
Ăçчах каланă тăрăх‚ халăх çыравĕн кăтартăвĕсем халăхăн наци тытăмне сăнлаççĕ. Вĕсене шута илсе власть органĕсем пирĕн çĕршывра пурăнакан халăхăн этнокультура аталанăвĕпе çыхăннă тĕллевĕсене палăртаççĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи апрель уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче иртĕ. Ăна йĕркелеме цифрăллă технологисемпе усă курĕç. Перепиçĕн тĕп çĕнĕлĕхĕ - Раççейре пурăнакансем хăйсем тĕллĕн Пĕрлĕхлĕ порталта электронлă çырав листисемпе паллашма пултараççĕ. Переписчиксем килĕрен çÿренĕ чухне планшетри ятарлă программăпа усă курĕç. Унсăр пуçне перепись участокĕсем ĕçлĕç‚ нумай функциллĕ центрсенчи пÿлĕмсенче те халăх çыравĕ ирттерĕç.

Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: