Ырлăха ĕрчетсе, ÿркенмесĕр
Çăмăллăх парнелер кашнине!
Пурнăçпа утăмлар ÿкĕнмесĕр,
Кăмăллăн ас илсе иртнине.
Иртнине ас илме йывăр пулмĕ
Ырă ĕç тунипе палăрсан.
Иртнине ас илсен кăмăл юлмĕ
Кăмăла пăсмалли пулмасан.
Пĕтĕм Çут тĕнчипе килĕшÿллĕн
Пурăнма пĕлнинчен çук ырри.
Эй, этем, сан яту тăтăр çÿллĕ.
Çын! тени çÿлĕрех тăтăр-и?