Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Августӑн 2020, 12:50

Кану кунĕсене ăçта ирттермелле?

Капова çĕр хăвăлĕ (е Шульган-Таш) -Урал тăрăхĕнче чи паллă вырăнсенчен тата чи пысăк карст хăвăлĕсенчен пĕри. Çĕр хăвăлĕ Пушкăртстан Республикинчи Бурзян районĕнчи «Шульган-Таш» заповедникĕнче‚ Шуратăл юхан шывĕн сылтăм енче вырнаçнă. Унăн ячĕ мĕнле пулса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарса параççĕ.

Тен‚ вăл маччаран тумлакан тумламсенчен‚ тен «капище» сăмахран пулса кайнă. Çĕр хăвăлĕн анлă сарăлнă иккĕмĕш ячĕ - Шульган-Таш. Пушкăрт чĕлхинчен куçарсан «таш» - чул‚ Шульган - «çухалнă» юхан шыв тенине пĕлтереççĕ. Вăл çĕр хăвăлĕнчен тухса Шуратăл юхан шыва юхса кĕрет.
Çутă кăвак кÿлĕ
Çĕр хăвăлне кĕмелли вырăн - 20 метр çÿллĕш тата 40 метр сарлакăш арка - туристсене чăннипех тĕлĕнтерет. Сулахай енче вара Кăвак çутă кÿлĕ вырнаçнă. Унтан Шульган юхан шыв юхса тухать. Кÿлĕ пĕчĕк: унăн диаметрĕ 3 метра яхăн çеç. Тарăнăшĕ вара 80 метр ытла! Вăл драйверсен чи юратнă вырăнĕ шутланать. Тĕрĕссипе‚ заповедник администрацийĕ ирĕк парсан çеç чăмса шыв айне анма пулать. Унти шыв тăрă‚ анчах минераллă хутăшсем нумай пулнипе ĕçме юрăхсăр.
Çĕр хăвăлĕн тăршшĕ
Çĕр хăвăлĕ питĕ вăрăм. Унăн тăршшĕ - виçĕ çухрăма яхăн. Унсăр пуçне вăл виçĕ хутран тăрать. Унта пысăк залсемпе коридорсем‚ галерейăсемпе çĕр айĕнчи кÿлĕсем‚ сифонлă шыв айĕнчи хăвăлсем вырнаçнă.
Пĕрремĕш хутăн тăршшĕ пысăках мар, 300 метра яхăн. Иккĕмĕш хута хăпарас тесен çÿллĕ вертикальлĕ пусă (колодец) витĕр иртмелле. Ÿкерчĕксем туса хăварнă ĕлĕкхи çын унта епле хăпарни пирĕншĕн вăрттăнлăх. Çĕр хăвăлĕн пĕрремĕш хутĕнче Шульган юхан шыв юхать.
Çĕр хăвăлĕ çумĕнчи паллă вырăнсем
Капова çĕр хăвăлĕ - паллă турист вырăнĕ. Унсăр пуçне ун çывăхĕнче тата темиçе çĕр хăвăлĕ вырнаçнă. Чи çывăххи тата хитри - Мамонт грочĕ. Кунтах Шульган карст каньонĕ‚ Шульган шыв сиккине курма пулать.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
(Малалли çитес номерте).
Читайте нас: