Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Августӑн 2020, 14:23

«Каяççĕ ыр çынсем, каяççĕ…»

Хальхинче те Зинаида Сурпан сăввипе Светлана Юдина кĕвĕленĕ хурлăхлă юрă йĕркисем пуçа ытахальтен пырса кĕмерĕç. Иртнĕ эрнере, июль уйăхĕн 6-мĕш кунĕнче, эпир чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне, пултаруллă педагога, халăхпа власть тытăмĕ хушшинчи хутшăнăва виçсе те пĕлсе йĕркелеме пултаракан çынна - Валерий Александрович Сидорова - юлашки çула ăсатрăмăр. Пушкăртстанри чăваш общественноçĕшĕн çакă пысăк çухату пулчĕ.

Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнче çуралса ÿснĕ пĕр шухăшлă юлташăмăр ĕмĕрлĕх канлĕхне Ĕпхÿ районĕн Дмитриевка ялĕнчи çĕнĕ масар çинче тупрĕ. Шăпах çак ялта вăл çемье çавăрса 40 çул пурăннă, мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ.
Дмитриевка ялĕн Маршал Жуков урамĕнчи 30-мĕш çурт умĕнчи лапам çак кун йышлă халăхпа тулчĕ. Кам Валерий Александровича пĕлнĕ, унпа ĕçленĕ, туслашнă, тĕрлĕ ыйтусем татса панă - вĕсем пурте сума суса, мехел çитерсе ăна юлашки çула ăсатма килнĕ. Паллах, çывăх тăванĕсемпе тусĕсем те унăн икĕ республика (Пушкăртстан тата Чăваш Ен) ялавĕсемпе витнĕ тупăкĕ умĕнчен уйрăлмарĕç.
Хурлăхлă митинг Ĕпхÿ район администраци пуçлăхĕ Вилорий Угаров сăмах каланинчен пуçланчĕ. Вăл вилнĕ çыннăн мăшăрĕпе, ачисемпе пĕрле çак çухатушăн хурланнине, Валерий Александрович район Канашĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ май шанса панă ĕçе яланах тĕплĕ те тухăçлă, яваплăха туйса пурнăçланине палăртрĕ. Ун хыççăн митинга ертсе пыракан Ĕпхÿ районĕнчи депутатсен Канашĕн председательне Владимир Аристахова, ПР Патшалăх Пухăвĕн депутатне Раиль Асадуллина, Пушкăртстанри ветерансен канашĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Насима Шелехована, ĕçтешĕсен ятĕнчен Куюргазă район Канаш секретарьне Ахат Исламгулова, республикăри Туслăх çурчĕн директорне Ильгиз Султанмуратова пачĕ. Вĕсем пурте В.А. Сидоров уçă кăмăллă та, кирек мĕнле ыйтупа килсен те яланах пулăшма хатĕр пулнине çирĕплетрĕç, 66 çулта çак хăналăх пурнăçран уйрăлса кайни ытла та ир пулнине палăртрĕç.
Валерий Сидоров Ĕпхÿ район администрацинче ĕçленипе пĕрлех 2008-2014 çулсенче республикăри чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕн лавне ăнăçла туртса пынине пурте пĕлетпĕр. Пушкăртстанри чăвашсен ятĕнчен ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Людмила Мурманская, Канашăн ветерансемпе ĕçлекен комисси председателĕ Борис Гордеев полковник, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ятĕнчен Авăркас районĕнчи чăваш хастарĕ, Валерий Сидоровпа аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ Юрий Леонтьев тухса сăмах каларĕç. Вĕсем Валерий Александровичăн сăпайлăхĕпе ĕçченлĕхĕ, вăл хăйĕн ĕçне чунтан парăнса пурнăçланине палăртнипе пĕрле «Пурăнмаллаччĕ те пурăнмаллаччĕ-ха çак ырă кăмăллă, канăçсăр та пысăк чĕреллĕ çыннăн. Анчах Турри урăхла çырнă иккен, питĕ те шел» текен шухăша пĕр çын пек пулса çирĕплетрĕç.
Валерий Александрович Ĕпхÿ район администрацинче 21 çул ĕçленĕ. Çак вăхăт хушшинче унăн 7 пуçлăхпа ĕçлеме, кашнинпех пĕр чĕлхе тупма тÿр килнĕ. Халĕ вĕсенчен чылайăшĕ тивĕçлĕ канура, апла пулин те ĕçри кĕçĕн тусне юлашки çула ăсатма Михаил Минеевпа Владимир Гольник килсе çитнĕ. Вĕсем те чăваш арĕн ĕçченлĕхĕпе уçă кăмăлне, шаннă ĕçе яланах çÿллĕ шайра пурнăçланине палăртрĕç.
Çухату темле йывăр пулсан та В.А. Сидоров халăхшăн туса хăварнă пархатарлă ĕçсен хисепĕ пысăкрах. Вăл хăйĕн пурнăçне тивĕçлипе пурăнса ирттернĕ тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр. Лайăх çемье пуçĕ, пултаруллă ертÿçĕ, пысăк чунлă çын - çапларах сăнарланса юлĕ вăл пирĕн чĕресенче. Лăпкă çывăр, тусăмăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ĕпхÿ районĕ.
Читайте нас: