Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Августӑн 2020, 14:20

Саккуна пăхăнакан гражданин

Юлашки вăхăтра Раççей çыннисем массăллă хирĕçлевсене (протест) хутшăнма кăмăл туни уççăн палăрса тăрать. Пĕчĕк ялсенче пурăнакансем те хăйсен интересĕсене хÿтĕлесе тĕрлĕ акцисене хутшăнаççĕ. Раççейре выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене хăпартнине хирĕç пулнине пĕлтерекен митингсемпе хирĕçлевсем тата пĕччен пикетсем иртрĕç.

Пушкăртстанри Пелепей районне те çак шăпа пырса тиврĕ. Кунта та çывăх вăхăтра сысна комплексĕ пулĕ. Красноярпа Слакпуç‚ Чубукаранпа Канаш ялĕсенче пурăнакансем Слакпуç çывăхĕнче‚ чăваш литературин икĕ паллă классикĕн тăван çĕрĕ çинче сысна комплексĕ тума палăртнине пĕлсен пăлхав çĕкленĕ. Тепĕр енĕ («Таврос» Пушкăртстанри аш-какай компанийĕ) проекта пурнăçланă май ытти программăсене те укçа-тенкĕ хывма шантарать: ĕç вырăнĕсем уçма‚ çĕнĕ çул тума‚ социаллă объектсем хăпартма. Пелепей хулинче вара паянхи саманапа килĕшсе тăракан аш-какай комбиначĕ хăпартĕç. Унта пĕр сехет хушшинче 240 пуç сысна пусĕç‚ талăкне 200 тонна яхăн сивĕтнĕ аш хатĕрлĕç тата 100 тонна кăлпасси продукцийĕ туса кăларĕç. Унсăр пуçне район центрĕнче 1‚2 пин ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Пĕтĕмĕшле инвестици калăпăшĕ 9‚2 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çакă Пелепей районĕн социаллă экономика аталанăвне пĕлтерĕшлĕ витĕм - налуксем‚ социаллă хÿтĕлев тата тирпей-илем - кÿрĕ.
Слакпуç ялĕн малашлăхĕшĕн çунакан Сергей Владимирович Афанасьев строительствăпа çыхăннă шухăшĕсемпе пире паллаштарчĕ. Вăл 20 çул ытла икĕ организаци - К. Иванов ячĕллĕ СПК (сĕт паракан мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесси) тата «Слак» ООО (тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене ÿстересси) - учредителĕ шутланать. Сăмахран‚ пăрусем июнь уйăхĕн 22-мĕшĕччен çеç виçе хушнине эпир унран пĕлтĕмĕр. Апат рационĕпе кун йĕрки çавах пулсан та‚ çак кунхине виçе пĕр вырăнта чарăнса тăрать иккен.
Унсăр пуçне Сергей Владимирович çынсен психологине те лайăх пĕлет. Хуçалăха ертсе пыриччен вăл Шаровка ял Канаш пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Сергей Афанасьев техникăна та питĕ лайăх пĕлет. Шкулта вĕреннĕ çулсенче çамрăк изобретательсен клубĕн пайташĕ пулнă.
Сергей Владимирович пур енлĕ аталаннă çын пулнине Пушкăрт драматургĕн Наиль Гаитбаевăн аса-илĕвĕсене каласа пани те çирĕплетет. «Культурăна укçа-тенкĕ тăкаклани - вăрлăх салатнипе пĕр» тенĕ паллă драматург. Сергей Афанасьев Константин Ивановпа Яков Ухсай пултарулăхĕсене лайăх пĕлнисĕр пуçне‚ 2010 çулта пушкăрт чĕлхипе спектакльсене лартма укçа-тенкĕ енчен пулăшу панă (Пелепей хулинчи Пушкăрт гимназинчи драма кружокĕ).
- Çĕнĕ объект (сысна комплексĕ) хăпартма республикăри Инвестици сехетĕнче йышăну тунă. Вăл Пушкăртстан правительствинче 2019 çулхи сентябрь уйăхĕнче иртнĕ. Унăн ĕçне регион пуçлăхĕ Радий Хабиров хутшăннă. Эпĕ килĕшĕве алă пуснă май строительство ĕçĕсене пуçарса яма килĕшрĕм. Çав вăхăтрах пулас сысна комплексĕ валли артезиан пуссинчен шыв илессине хирĕç пулнине пĕлтертĕм. Шутласа пăхнă тăрăх‚ вĕсем çулсерен миллион тонна яхăн шыв уçласа илеççĕ. Слак тата Силпи юхан шывĕсенчи шыв шайĕ чакĕ‚ пусăсенче те шыв сахалланĕ. «Силпи улăхĕсем» ятпа çÿрекен усрав (заповедный) вырăнĕсенче вара экологи хăрушлăхĕ уйрăмах ÿсĕ. Эпĕ саккуна пăхăнакан çын...Çавăнпа ыттисем‚ нимĕн çухатмалли çуккисем, пек хирĕç тăма пултараймастăп. Манăн алăра 800 пуç выльăх‚ 60 ĕç çынни тата пысăк лаптăклă çĕрсем...
Эпир мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчететпĕр. Тĕпчевçĕсен кăтартăвĕсем тăрăх‚ çĕр çинче пурăнакан 1‚5 млрд пуç ĕне экологине чылай сиен кÿрет. Ĕнесене пула тĕнчери 18% парник газĕсем (метан, озон, углекислый газ, шыв пăсĕ) пухăнаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ĕнесен йышĕ 100 ытла сиенлĕ газ кăларать. Вĕсен шутне аммиак та кĕрет. Вăл - йÿçеклĕ çумăрсен тĕп сăлтавĕ. Унсăр пуçне вăрман касса кĕтÿ кĕтмелли вырăнсем тăваççĕ. Çакă вăрмансем çухални патне илсе çитерет. Хăш чухне ĕнесен йышĕ иртсе кайнă çĕр лаптăкĕсем пуш хире çаврăнаççĕ.
ООНăн апат-çимĕç тата ял хуçалăх организацийĕн прогнозĕпе килĕшÿллĕн малашнехи лару-тăру йывăрланма пултарать. Мĕншĕн тесен аш-какай ыйтакансен йышĕ ÿсет. Тепĕр вунăçуллăхра çынсем нумайрах ĕне ĕрчетме тытăнĕç. 2050 çул тĕлне çак выльăхсем экологие икĕ хут нумайрах сиен кÿрĕç.
Çÿлерех асăнни выльăх шутĕнчен килет. Пур çĕрте те виçе кирлĕ. «Кĕтÿ кĕтмешкĕн вăрмансене касаççĕ‚ унтан тасатнă вырăнсем пуш хирсене çаврăнаççĕ». Эсир ăçта та пулсан пуш хирсем курнă-и?
Çут çанталăкра пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Курăкпа пĕрле лекекен вăрлăхсем выльăхăн пырши урлă иртсе хăйсен пахалăхне çухатмаççĕ. Вĕсем тислĕкпе çĕре лексе тепĕр хут шăтса тухаççĕ. Пĕтĕмĕшле çак курăк кислород кăларать. Иккĕмĕшĕ вара метанран тухакан сиене саплаштарать. Ĕнесем сиен кÿреççĕ текен каларăш тĕрĕс пулсан‚ ялсенче пуш хирсем çеç пулмалла.
Çакă манăн шухăш çеç. Паллах‚ вăл тĕнче шайĕнче пĕлтерĕшсĕр. Ăна кăшăлвирус пандемипе танлаштарса пулмасть. Чир пуррипе çуккине шанассине те кашни çын хăй йышăну тумалла‚ анчах самоизоляци йĕркине никам та пăсма пултараймасть...
Брик АЛГИНСКИЙ.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: