Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Августӑн 2020, 13:01

Тихон Федорович Алексеев

Тихон Федорович Алексеев (1908-... çç)

Тихон Федорович Алексеев 1908 çулта Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнче çуралнă. Колхозра тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ. 1942 çул пуçламăшĕнче ăна вăрçа илнĕ. Малтан вĕсене Пушкăрт дивизийĕ валли Кармаскалă районне пуçтарнă, унтан Шуратăл юхан шывĕ урлă каçарса Сахаевка пушкăрт ялне илсе çитернĕ. Ку ялта та вĕсене вăрах тытман, пуйăс çине лартса Биш-аул ялне ăсатнă. Унта 10 кун тытнă хыççăн Авăркас районĕнчи Треппел ялне илсе килнĕ. Кунтан çак çулах май уйăхĕн 8-мĕшĕнче Рязань облаçĕнчи вăрçă лагерьне янă. Пĕр уйăхран Бутурлин хули çывăхĕнчи вăрманти лагерьте вырнаçтарнă, унтан вĕсене апрель уйăхĕнче 2018 дивизипе тинех фронта ăсатнă. Малалла вĕсем Дон шывĕ урлă каçса пĕр вăрман хĕрринче наступление кайма хатĕрленнĕ. Август уйăхĕн 10-мĕшĕнче наступлени пуçланнă, анчах та тăшмансем пуçа çĕклеме те май паман. Пысăк калибрлă пушкăсенчен пенĕ, тăхлан çумăрĕ тăкнă. Çухатусем пысăк пулнă пирки дивизин каялла Дон урлă каçса юхан шыв çыранĕ хĕрринче оборона йышăнма тÿр килнĕ.
Август уйăхĕн 20-мĕшĕнче дивизи вырнаçнă çĕре фашистсен самолечĕсем вĕçсе килсе питĕ нумай бомбăсем тăкнă май пысăк çухатусем пулнă. Çавăн пирки юлнă салтаксене, вăл шутра пирĕн ентеше, Тихăн пиччене те, шыв тăрăх Мало-Максимовка ялĕ патне куçарнă. Ял патне çитсен 82 миллиметрлă минометсем валеçсе панă та вĕсем минометчиксем пулса тăнă. Çапла майпа совет салтакĕсем хăйсен вут-çулăмĕпе атакăна каякан пехотăна питĕ пысăк пулăшу панă. Çак тытăçу хыççăн Давыдовка ялĕ патĕнчи тепĕр атакăна хутшăнса вĕсем тепĕр хут Дон урлă каçнă.
1943 çул Тихăн пичче Курск пĕкки патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Меселпуç тăрăхĕнчен Курск пĕккинче пирĕн 16 ентеш юн тăкнă. Кунта нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахнă вăхăтра вăл аманнă, контузи илнĕ. Ăна госпитале ăсатнă. Çул çинче вăл тимĕр пичкеллĕ урапа кÿлнĕ лашана курать те тÿрех палласа илнĕ. Ку Меселпуçĕнчи пĕрремĕш бригадăри лаша пулнă. Тихăн пичче каласа панă тăрăх, лаша патне пырса тăрсан вăл та ăна палласа илнĕ. Çынпа уйрăлнă чухнехи пекех Тихăн пиччене лашаран уйрăлма питĕ йывăр пулнă.
Пĕр уйăх та 20 кун госпитальте выртнă хыççăн юлташĕсем патне фронта каялла яма мĕнле ыйтсан та медкомисси фронта юрăхсăр тесе ăна килне ăсатнă. Çапла вара 1943 çул Тихон Федорович тăван яла таврăнса тимĕрçĕре ĕçлеме тытăннă. Нумай та вăхăт иртмест ăна ĕç армине - Садко хулинчи металлургсен заводне ĕçлеме яраççĕ. Анчах унта та комисси иртеймесĕр тăван яла таврăнса малалла тимĕрçĕре ĕçленĕ. Пурăна киле сывлăхĕ йĕркене кĕре пуçласан Свердловск облаçĕнчи Уралмаш завода мобилизаципе ĕçлеме янă. Унтан ăна Верхняя Тура ятлă хуларан минометсем кăларакан завода кайма направлени панă. Кунта 20 пин ытла рабочи ĕçленĕ. Вĕсем кашни кун фронта пĕрер эшелон танксем тата ытти çар хатĕрĕсем ăсатнă. Çак заводра пирĕн ентеш вăрçă пĕтичченех ĕçленĕ. Вăрçă чарăнсан Тихăн пичче тăван яла таврăннă, колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Ватăличчен питĕ ăста платник пулса ял халăхне пÿртсем лартма пулăшнă.
Иван ЕФИМОВ, чăваш наци академикĕ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.
Читайте нас: