Пур хыпар та
Общие статьи
12 Августӑн 2020, 12:35

Тухатмăш

Пĕрре, вăл ĕлĕкех пулать ĕнтĕ, эпир виçĕ çамрăк ача - Мĕтри, Ванюк (иккĕш те салтакран килнĕ анчах, эпĕ хам та маттур) калăм каç, пĕр шут тытса, тухатмăш шырама тухрăмăр.

Малтанах мунчасенче шырарăмăр. Çук, шуйттан çитĕр пуçна, тупаймарăмăр. Кайрăмăр масар çине. Ун чух пирĕн икĕ масарччĕ: пĕри - тĕне кĕнĕ чăвашсен, тепри - тĕне кĕмен чăвашсен. Унта та çук. Уттартăмăр Емел масарĕ çине. Пĕр пилĕк-ултă çухрăм ытла каймалла. Каллех пĕр тухатмăш та çук. Киле пĕр тухатмăш та пулин тытмасăр каяс мар тесе тепĕр вун çухрăма, Вăтăр Юман киремечĕ (ял ячĕ) масарĕ çине яра патăмăр. Каллех пĕр тухатмăш йĕрĕ те çук.
Тарăхса çитсен çутăласпа киле аран çитрĕмĕр. Ĕнтĕ нихăçан та тухатмăш тытма каяс çук тетпĕр.
Пĕр ик-виç çултан çав калăм каçах Элентей мучи патĕнче çур çĕрчченех лартăм. Çĕр тĕттĕм - куçа йĕп чиксен те курăнмасть... Хамăн пăртак шикленес шухăш та пур.
Урам урлă каçас тесе утаттăмччĕ. Ах тур!.. Умра шурă курăнсах кайрĕ. Пăхатăл: хур «ка-ка-ка-ка-ка», - тет. Чун çурăлсах кайрĕ. Пăхатăп - Утякин арăмĕн пӳрчĕ умĕнчех тăратăп. Утякин арăмне ялĕпех тухатмăш тетчĕç. Тата унăн качча кайман пĕр 30-35 çулти хĕрĕ пурччĕ. Кăна та тухатмăш тетчĕç.
- Ку ним те мар, тухатмăшах, - терĕм хам ăшра.
Хайхи хур мана сисрĕ те ман патах пычĕ. «Ка-ка-ка», - тет. Умах çитрĕ. Кĕреçене тăк-тăк-тăк сăхать сăмсипе.
Мĕн пулать те мĕн килет тесе кĕреçене сулахай енчен тытрăм та (ваттисем унашкал çĕрте сулахайран çапма хушаççĕ) кĕреçе çивĕчĕпе лайăхрах шарт! тутартăм.
Хурĕ те, кĕреçи те, тухатмăшĕ те таçта - çук. Куçа хупсах темле майпа киле çитсе выртнă. Хăранипе мĕнле чĕре çурăлман.
Ирпе ирех, хĕвел тухсан тăтăм та çав Утякин арăмĕ еннелле уттартăм. Ĕнерхи ĕç пуçран тухмасть. Ку хăшĕ пулнă-ши тетĕп - амăшĕ-ши, хĕрĕ-ши?.. Патнерех çитрĕм...
- Ах тур, тур, тур!.. Пĕтрĕ, пĕтрĕ! - тесе макăрнă сасă илтĕнет.
Чăнах та ку хур тухатмăшах пулнă-иç, тетĕп. Чĕтресех Утякин пуртне кĕтĕм (пит хăранă çав). Пăхатăп, пÿртре урай варринче пĕр япала тăсăлса выртать... Хур пулнă. Пуçĕ те татăлсах кайнă...
- Мĕн пулчĕ-ха, кинемей? - тетĕп.
- Ара ĕнер çăмарта пусса ларакан хура такам, кĕреçепе пуçне касса, вĕлернĕ, - тет. - Кĕреçи те ак кунтах. 15 çăмарта айне лартнăччĕ.
«Пĕтерчĕç, пĕтерчĕç», - тесе йĕре пуçларĕ.
Çапла, тухатмăш вырăнне хур пулнă. Халĕ ĕнтĕ: «Тухатмăш çук та пулĕ вăл», - тетĕп.
Андрей ПЕТТОКИ.
Читайте нас: