Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Августӑн 2020, 12:53

Унăн кун-çулĕ - унăн пуянлăхĕ

Пăслăк ялĕнче пурăнакан, хăйне евĕрлĕ ÿнерçĕ, Афанасий Степанов 80 çул тултарчĕ.

Афанасий Семенович Степанов Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче 1940 çулхи июль уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. 1941 çулта унăн ашшĕ вăрçа ăсаннă. Икĕ çултан вăл хыпарсăр çухални çинчен хут килнĕ. 1944-1945 çулсенче Афанасий амăшĕпе Михайловка ялĕнче пурăннă. Вăрçă вĕçленнĕ куна сумлă ватă паянхи пекех астăвать. Вăл вăхăтра вĕсен килĕнче Ленинград хулинчен эвакуациленĕ пĕр çемье пурăннă. Вĕсен Афанасийпе пĕр ÿсĕмри Алеша ывăлĕ пулнă.
- Эпир Алешăпа туслашса кайрăмăр, вăл мана вырăс чĕлхине вĕрентетчĕ, эпĕ ăна чăвашла калаçма хăнăхтараттăм. Вăрçă вĕçленсен вĕсен çемйи хăйсен хулине таврăнчĕ, - аса илет Афанасий Семенович. - 1946 çулта аннепе иксĕмĕр Пăслăк ялне пурăнма куçрăмăр. 1948 çулта вырăнти шкула кайрăм. Çичĕ класс вĕренсе пĕтерсен Çтерлĕ хулинчи ФЗОна (фабрикăпа завод çумĕнчи шкул) вĕренме кĕтĕм. Штукатур-фасадчик специальноçне алла илтĕм. Направлени тăрăх Давлекан совхозне лекрĕм, унта пĕр çул ĕçлерĕм.
1957 çулта Афанасий Степанов Сталинабад (халĕ Душанбе) хулине çитсе документсемсĕрех чугун çул çине ĕçлеме вырнаçнă. Унта çичĕ уйăх тăрăшнă хыççăн Николай юлташĕпе тăван ялне таврăннă. Çулталăкран хăй вăйĕпе хăпартнă çĕнĕ çурта амăшĕпе пурăнма куçнă.
- 1959 çулта Совет Çарĕн ретне тăтăм. Малтан Липецк хулинче сержантсен шкулĕнче вĕрентĕм. Çар службинчи çитĕнÿсемшĕн Хисеп хучĕ парса хавхалантарчĕç, манăн ята çар чаçĕн хисеп кĕнекине те кĕртрĕç. Хĕсмет çулĕсенче коммунистсен ретне кĕтĕм. Çар хĕсмечĕ хыççăн Иркутск облаçĕн Юрты паççулккинчи йывăç касакан завода грузчик пулса вырнаçрăм. Хастар ĕçленĕшĕн пирĕн бригада «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята та тивĕçнĕччĕ. Иркутск облаçĕн Тайшетск хула Канашĕн депутачĕ те пулма тÿр килчĕ, час-часах сессисене çÿреттĕм, - иртнĕ кунсене куç умне кăларса тăратать Афанасий Семенович.
Каярах Пăслăк каччине Юртинчи асăннă заводăн Культура çуртне илемлетÿçĕ-ÿнерçĕ пулса ĕçе илнĕ. Вăл афишăсем капăрлатнă, плакатсемпе портретсем ÿкернĕ. 1968 çулта Пăслăк ялне таврăнсан клуб заведующийĕ пулса ĕçлеме тытăннă. 1992 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Пăслăкри Культура çуртĕнче илемлетÿçĕ-ÿнерçĕ пулса тăрăшнă. Пултаруллăскер мĕн пĕчĕкрен балалайкăпа та, хут купăспа та кĕвĕ каланă.
Ĕç вĕтеранĕ1975 çулта колхоз председателĕ хăйне Ленинград хулине командировкăна янине аса илет. Ун чух А. Степанова Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçне хунисене халалланă палăка заказ пама шаннă. Китайгородская хушаматлă ÿнерçĕ ăна темиçе эскиз кăтартнă. Вĕсенчен вăл алă çинче хĕр ачана тытса тăракан салтака суйласа илнĕ. Ленинградра пулнă май Афанасий Семенович Эрмитажра, Третьяков галерейинче те пулса курнă.
1963 çулта Афанасий Семенович Лидия Емельяновнапа пĕрлешнĕ. Вĕсем çут тĕнчене тăватă ача парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă. 2013 çулта ылтăн туй уявне палăртнă.
Чылайăшсемшĕн Афанасий Степанов хăйне евĕрлĕ пултаруллă ÿнерçĕ пулнипе паллă. Утмăл çулхи юбилейĕ тĕлне вăл хăй ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Ăстана нумай хутчен район администрацийĕ дипломсем парса хавхалантарнă.
- Пишпÿлек район Канашĕн секретарĕ электричествăпа ĕçлекен бритва парнеленĕччĕ. Каярах Наиль Гатауллин велосипед парса чысларĕ. Пурнăç тăршшĕпе виççĕре яхăн ÿкерчĕк турăм, - каласа парать ÿнерçĕ.
Афанасий Семенович кирпĕчрен кăмака купалама та ăста, таврари ялсенче вăл 100 яхăн кăмака кăларнă.
Галина ВАРИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.
Читайте нас: