Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Августӑн 2020, 13:03

Виталий Андреевич Борисов

Виталий Андреевич Борисов (1925-2011 çç)

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнисенчен пĕри - Виталий Андреевич Борисов. Вăрçă ветеранĕ Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче 1925 çулхи январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Ялти çичĕ класлă шкулта пĕлÿ пухнă. Виталий Андреевич мобилизаци йĕркипе 1942 çулхи кĕркунне фронта тухса кайнă. Вун çичĕ çулхи каччă Тоцкри лагерьте çар ăсталăхне кĕске вăхăт хушшинче туптанă хыççăн хаяр çапăçăва хутшăннă. Чăваш арĕ Георгий Жуков ертсе пыракан I-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче Украина çĕрне тăшман аллинчен туртса илсе ирĕке кăларнă. Вăрçă салтакĕ Белая Церковь хули çывăхĕнчи хаяр çапăçура йывăр аманнă‚ контузи илнĕ. Çавна пула вăл нимĕçсен аллине лекнĕ. Совет салтакне хĕвел анăç Германи территорийĕнче вырнаçнă Эссенская шахтăра ĕçлеме тÿр килнĕ. Америка салтакĕсем бомбăсем пăрахнă хыççăн шахта çунса кайнă. Телее‚ тыткăнри совет салтакĕсем сывă тăрса юлнă. Виталий Андреевич çулталăк тыткăнра пулнă пулсан та‚ тамăкри пек асаплансан та хуçăлман. Пулса иртнине вара никамăн та аса илес килмĕ. Америка çарĕсем совет салтакĕсене тăшман аллинчен хăтарсан чăваш арĕ хамăрăннисем патне лекнĕ.
Тыткăна лекнисене питĕ хытă тĕрĕсленĕ. Тăшман аллинче пулнисене вара «çĕршыв сутăнчăкĕ» тесе çирĕплетнĕ. Телее‚ Ятарлă пай (Особый отдел) В.А. Борисова çапла каласа айăпламан. Ăна хĕвел анăç Белорусси территорийĕнче малалла служба иртме ирĕк панă. Стрелоксен гварди полкĕн кĕçĕн сержанчĕ килне 1948 çулта çеç таврăннă. Çывăх çыннисемпе тăванĕсем вара вăл таврăнассине чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче ĕнерхи фронтовик колхозра хурт-хăмăрçă пулса ĕçленĕ. Виталий Андреевича‚ хуçалăхра пысăк кăтартусем тунăнăшăн‚ 1958 çулхине республика шайĕнче иртнĕ ял хуçалăх выставкинче «Социализăмла ăмăртăвăн отличникĕ» паллăпа чысланă. Хурт-хăмăр ĕçне вара вăл сывлăхĕ начарланиччен туса пынă.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: