Ырă кăмăллă тусăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатпăр.
Ватăлтăм тесе ан кала
Хăвăн çулупа пĕр тан!
Çÿлтен ярса панă плана
Пурнăçа кĕртсе пыран!
Чирлемесĕр‚ ватăлмасăр
Турă хуштăр пурăнма!
Хăвăн ылтăн аллусемпе
Çынсене савăнтарма!
Сывлăх пултăр‚ пуç ĕçлетĕр‚
Унтан хакли ним те çук!
Çемйÿсем те пулччăр сывă‚
Пурăнар 120 çул!
Ăшă салампа - пĕрле вĕреннисем.