Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Августӑн 2020, 13:22

Чăваш чĕлхине сыхласа хăварассипе çыхăннă çумпрограммăна сÿтсе явнă

Чĕлхесĕр халăх пулмасть. Тĕнче историйĕнче вун-вун, çĕр-çĕр чĕлхе пĕтнĕ, вĕсемпе калаçаканĕсене ют халăха куçарнă. Пирĕнпе те, чăвашсемпе, çапла килсе тухма пултармĕ-и? Пĕтĕмпех хамăртан килет. Çакна влаç органĕсем те ăнланаççĕ. Чĕлхепе çыхăннă саккун самай пулнă пирĕн. Çĕнĕ ĕмĕрте йышăннă «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» (2003), «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ çинчен» (2013) саккунсем те тăван чĕлхе шăпи пирки канăçсăрланнине çирĕплетеççĕ.

Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе «Чăваш Республикин культурăпа туризмне аталантарасси» программăна «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси, тĕпчесси тата аталантарасси» çумпрограммăпа пуянлатас тенĕ. Унăн проектне хатĕрленĕ. Шăпах çавна сÿтсе явнă та июль уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Наци библиотекинче.
Çумпрограммăн тĕллевĕ - чĕлхе политикине, тăван чĕлхене сыхласа хăварма, тĕпчеме тата аталантарма пулăшаканскере, пурнăçа кĕртме майсем туса парасси. Асăннă тĕллев пурнăçлантăр тесен вара çак ĕçсене тума тивĕ: йĕркелÿ инфратытăмне аталантарма; информаципе коммуникаци хутлăхĕнче тăван чĕлхепе туллин усă курма тивĕçлĕ условисем туса хума; ăслăлăх тата методика хатĕрĕсемпе тивĕçтерме тата ыттине те.
Олег Николаев шухăшĕпе, çумпрограмма тăван чĕлхене сыхласа хăварас, тĕпчес тата аталантарас ĕçри кăтарту хатĕрĕ вырăнĕнче пулмалла. «Чăвăш чĕлхине темшĕн вĕрентÿпе кăна çыхăнтаратпăр. Вăл ытти тытăмра та анлăн илтĕнтĕр, янăратăр. Пирĕн сирĕнпе пĕрле çак енĕпе çине тăрса ĕçлемелле», - тенĕ регион ертÿçи.
ЧР культура министрĕ Роза Лизакова çумпрограммăн проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă мероприятисем пирки чарăнса тăнă. «Çавра сĕтеле» хутшăннисем - ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев, «Хыпар» ИÇ директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, Чăваш халăх писателĕсем Юхма Мишшипе Анатолий Кипеч, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Светлана Каликова, ыттисем - хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ.
Надежда СМИРНОВА.
«Хыпар» хаçатран.
Редакцирен. Çав вăхăтрах «Çавра сӗтеле йыхравланӑ ҫынсем программăна ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ, ырларӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар - ара, республика пуҫлӑхӗ те ҫумпрограммӑна сӳтсе явас ӗҫе хутшӑнать-ҫке! Унччен кунашкалли пулман тет те вара чӑн та ырламалли кунта пурах! Тӗппипе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак ҫумпрограммӑна эп ҫакнашкал хак кӑна пама пултаратӑп: вӑл паянхи лару-тӑрӑва ҫирӗплетме тӑрӑшни ҫеҫ. Чӗлхе ыйтӑвӗн ҫивӗчлӗхне, паянхи кун вӑл темле йывӑр пулсан та, кунта татса пани курӑнмасть», - тет «Чăваш халăх» сайчĕн редакторĕ Николай Плотников çак канашлăва хутшăннă май. Çакă шухăша ярать.
Читайте нас: