Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Августӑн 2020, 13:32

Кăмпана каяс умĕн мĕн пĕлмелле?

Тĕрлĕ сăнавсем тăрăх çитес кĕркунне кăмпаллă пулмалла. Кăрăç, хыр кăрăçĕ, сар кăмпа шăтма та пуçланă. Часах уплюнкка вăхăчĕ çитĕ. Лăпкă сунар инкеке ан çаврăнтăр тесен мĕн тумалла-ха?

Вăрмана кайма хатĕрленетпĕр
- Кăмпа пуçтарма кайма шутлатăр пулсан хăвăрпа пĕрле çĕçĕ, пĕр-икĕ хутчен çикелесе илмелĕх апат-çимĕç, шăрпăк, шăхлич (инкеке лексен сас пама), карас телефонĕ (зарядкăна лартма портативлă хатĕр пулсан тата та лайăхрах), кирлĕ пулсан эмелсем илмелле. Хăвăр ăçта, епле маршрутпа каяссине, каялла хăçан таврăнассине тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене пĕлтерме ан манăр.
Пĕчĕк вăрттăнлăх пĕлтеретпĕр: хальхи телефонсем çинче GPS-навигатор пур. Вăл эсир ăçта пулнине тĕп тĕрĕс кăтартать. Асăннă функци тÿлевсĕр. Сирĕн интернет урлă регион карттине шыраса тупса вырнаçтармалла (вăл та тÿлевсĕр). Анлă сарăлнă программăсем - Гугл.Карты тата Яндекс.Навигатор. Пурне те вăхăтлă уçласа илĕр (скачать).
Камуфляж ан тăхăнăр. Ăна маскировка тума çĕлеççĕ: çак тумпа сире виçĕ метртан та асăрхамĕç. Çавăнпа та çийĕре хĕрлĕ, сарă, шурă куртка тăхăнмалла. Куртка çине çутă ÿкнипе йăлтăртатакан татăксем çĕлесе хурсан тата та лайăхрах.
Кăмпа тататпăр
- Тĕп йĕрке çавăн пек:«Кăмпа çиме юрăхлине 200% таран шанатăр пулсан çеç ăна карçинккана хума юрать». Хăвăрпа пĕрле кăмпасем çинчен ăнлантарса паракан атлас илĕр. Иккĕленÿ туйăмĕ çуралчĕ пулсан, кăмпана вăрманта хăварăр.
- Кăмпа пуçтармалли чи лайăх савăт - хăва хуллинчен авса тунă карçинкка е кунтăк (лукошко). Унта сывлăш та лайăх кĕрет. Пакетра кăмпа час ванать, пăсăлать. Кăмпана шлепкипе аяла туса вырнаçтармалла. Çулçă, тăпра, курăк, çÿп-çап çыпăçнă пулсан тÿрех илсе пăрахăр.
- Кăмпа йывăр металпа сиенлĕ япаласене губкăран та ытларах хăй çумне туртать. Çавăнпа ăна заводсемпе аслă çул хĕррисен çывăхĕнче пуçтарма юрамасть. Машина йышлă çÿрекен çултан пилĕк çухрăма кайма май пулсан, питĕ аван.
- Ватă, ытлашши ÿссе кайнă тата ленчешке, шывланнă, çĕрĕк кăмпасене ан илĕр. Вĕсемпе хăвăрт наркăмăшланма пулать.
- Киле таврăнсан пĕр тăхтаса тăмасăр кăмпасене суйласа тасатăр, сивĕ, тăварлă шыва ярăр. Çакă ăшне кĕрсе ларнă хурт-кăпшанкăсемпе эрешменсене хăваласа кăларма пулăшĕ.
- Кăмпана ăнсăртран килсе тухнă сутуçăсенчен нихăçан та ан туянăр. Никам та, нихăçан та вĕсене ăçтан пуçтарнине тĕрĕссине каламĕ. Кăмпасене экологилле таса сĕм вăрмантан та, завод çывăхĕнчи масар патĕнчен те татма пултараççĕ. Шăпана тĕрĕслесе пăхма ан хăтланăр. Хăвăр тата çывăх çыннăрсен сывлăхĕ тата та хаклăрах.
- Пĕр авалхи «мел» пур - кăмпа вĕрекен шыва кĕмĕл кашăк е пĕр пуç сухан яраççĕ. Вĕсем хуралсан е урăх тĕслĕ пулса тăрсан, кăмпасем наркăмăшлă имĕш. Ку тĕрĕс мар. Тĕсĕ улшăнни кастрюльти çимĕç наркăмăшлă иккенне пĕлтермест. Сывлăхшăн сиенлĕ чылай кăмпа, çав шутра шăна кăмпи те, пылак тата лайăх тутăллă пулма пултарать.
Каялла çул тупаймастăр пулсан
- Хăвăр ăçта иккенне GPS-навигатор урлă тупма тăрăшăр. Вăл çула кăтармасть, анчах хăвăр ăçта иккенне пĕлме пулăшĕ.
- Карас телефонĕ çумра пулсан 112 телефонпа пулăшу службине шăнкăравлăр. Пулăшу кĕтнĕ вăхăтра ниçта та ан пăрăнăр, пĕр вырăнтах тăрăр. Шыравçăсене сире тупма çăмăлрах пулĕ. Шăхлич илме манман пулсан унпа шăхăрăр. Вăрманти сас темиçе çухрăмран илтĕнет. Унсăр пуçне вĕсем тискер чĕр чунсене хăратма пулăшаççĕ.
- Вăрмана кĕнĕ май хĕвел хăш енчен пăхнине асăрхăр. Каялла хĕвел анăç еннерех пăрăнса тухмалла. Тĕслĕхрен, вăрмана кĕнĕ чух хĕвел питĕре çутатрĕ пулсан, тухнă чух çурăма ăшăтмалла, анчах мĕлке сирĕн ума мар, çулăн сылтăм енне ÿкмелле.
Инкек сиксе тухрĕ пулсассăн
- Кăмпапа наркăмăшланнин малтанхи паллисем 12-14 сехетрен паллă пулаççĕ. Кăмăл пăтраннине, хырăм ыратнине, температура хăпарнине туйса илтĕр, вар витти пуçланчĕ, чĕре таппи улшăнчĕ, куç шăрçи пысăкланчĕ пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр васкавлă пулăшăва чĕнтерĕр. Васкавлă мерăсем йышăнмасан чирлĕ çынна сиплеме тата та йывăртарах, каярах усăсăр та пулма пултарать.
- Тухтăрсем киличчен чирлĕ çынна пилĕк-ултă стакан тăварлăрах шыв ĕçтермелле те пÿрнепе чĕлхе кăкĕ çине пусса хăсса кăларма тăрăшмалла. Кăмăла каймасть пулсан та çак процедурăна темиçе хутчен пурнăçламалла. Ун хыççăн ăна вырăн çине вырттармалла та ăшă япалапа чĕркемелле.
Кăмпасем çынсене вĕлереççĕ
Шел пулин те, пĕр çул та çын пурнăçĕ татăлмасăр иртмест. Çав шутра çĕнĕ кăмпаçăсем те, пысăк опытлисем те пур. Юлашки тĕслĕх Абзелил районĕнче пулса иртнĕ. 28 çулхи арçын ял хĕрринче кăмпа татнă та хăйне тата икĕ ачи валли каçхи апат хатĕрленĕ. Çĕрле пурте аптăраса ÿкнĕ. Арçын васкавлă пулăшу чĕнсе илнĕ. Ултă çулхи хĕр ачана çăлса хăварайман. Ашшĕпе ывăлне больницăна илсе кайнă. Вĕсем сываласса шанатпăр.
Тепĕр инкек - çухалса каякансем. Пĕр кун хушшинче çеç Пушкăртстан вăрманĕсенче ултă кăмпаçă аташса кайнă. Вĕсене шырама профессиллĕ çăлавçăсемпе волонтерсем тухнă.
Туссем, хăвăра сыхлăр тата упрăр.
ПР «Республика Башкортостан»
Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: