Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Августӑн 2020, 12:51

Кану кунĕсене ăçта ирттермелле?

Çутă кăвак кÿлĕ (Голубое озеро)Пушкăртстанăн тĕп хулинчен инçе мар тĕлĕнмелле илемлĕ кÿлĕ-çăлкуç пур. Пушкăртсем ăна Зянгяр куль - Çутă кăвак кÿлĕ (Голубое озеро) теççĕ. Вăл пысăках мар, унăн лаптăкĕ 400 тăваткал метра яхăн çеç‚ пĕчĕк чашăк евĕр.

Мĕншĕн çутă кăвак?
Шывĕ çутă кăвак пулнăран кÿлле çапла ят панă. Унти шыв мĕншĕн çакăн тĕслĕ пулнине те ăнлантарнă: кÿлĕ тĕпĕнче çутă кăвак тăм выртать иккен. Çутă кăвак тăм вара сиплĕ енĕсемпе уйрăлса тăрать. Унăн тытăмне çын организмне кирлĕ микроэлементсем кĕреççĕ. Кунта лайăх канма кăна мар‚ сипленме те пулать.
Шыва кĕме юрать-и?
Ытти çăлкуçсенчи пекех кÿлĕри шыв питĕ сивĕ (+ 5 градус). Çапах та чи хăюллисем унта шыва кĕреççĕ. Хĕл кунĕсенче те шыв пăрпа витĕнмест. Çавăнпа хĕлле те шыва кĕме пулать.
Кÿлĕри шыв тăрă пулнипе кÿлĕ-çăлкуç тĕпĕ курăнать. Унăн тĕпĕнче темиçе çаврака шăтăк пур. Вĕсен тарăнăшĕ 5‚5 метра çитет.
Çăлкуçсемпе çырмасем (е пĕчĕк шывсем)
Кÿлĕре темиçе вăйлă çăлкуç тапса тăрать. Драйверсем каланă тăрăх‚ кÿлĕ тĕпĕнче тăватă çăлкуç пур. Чи вăйли патĕнчи чулсене илсен‚ карст хăвăлне çул тупма пулать.
Асăннă кÿлĕрен сарлака çырма юхса тухать. 100 метртан вăл Узень юхан шыва юхса кĕрет.
Акшар чул тусем тата хăвăлсем
Кÿлĕ çумĕнче пысăках мар‚ анчах илемлĕ акшар (известняковый) тусем çĕкленсе лараççĕ. Вĕсем çинчен кÿлĕ-çăлкуç тата Узень юхан шывĕн илемлĕхĕ лайăх курăнать. Çутă кăвак кÿлĕ çумĕнчи чул тусем хушшинче пĕчĕк хăвăлсем те пур.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: