Пире кун-ҫул парнелесе ӗҫчен те тÿрӗ кӑмӑллӑ пулма вӗрентнӗ, тивӗҫлӗ пӗлÿ парса пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшнӑ аннемӗре ӑшшӑн саламлатпӑр. Уйӑх пек ҫутӑ кун-ҫул, ҫурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инҫет ҫул евӗр вӑрӑм ӗмěр, чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса тăракан вӑй-хал, куҫ тулли телей, тус-тӑвансемпе шăкӑлтатса пурӑнма ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр.
София Егоровна хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ачасене вӗрентес ӗҫе халалланӑ: Авӑркас районӗнчи Мӑйлӑпукан тата Ҫӗньял ялӗсенчи, Ӗпхÿ хулинчи шкулсенче вӑй хунӑ. «Педагогика ĕçĕн ветеранĕ» чыслӑ ята тивӗҫнӗ.
Пурнӑҫу ӑнса пытӑр, сӗтелÿ çӑкӑр-тӑвартан, кӗрекÿ хӑвна ырӑ сунакансенчен ан татӑлтӑр. Малашне те тӑван кил ӑшшине упрама Турӑ иксӗлми вӑй-хал патӑр.
Ах, аннемӗр, анне, тӗнчере эс пӗрре,
Эс кÿретӗн кил-çурт илемне.
Çук санран лайӑххи тӗнчере,
Хӑват парса тӑратӑн пире.
Тайма пуçӑм сана ӗмӗрех,
Ылтӑн пек ырӑ çыннӑмӑр, анне!
Çĕр çинче мĕн пур ырри‚
Мĕн пур чуна çывăххи
Йăлтах пиртен сан валли
Паха парне пултăр-и!
Ăшă салампа – Ольга Васильевна амăшĕ, Николайпа
Анатолий ывăлĕсем, Аня кинĕ, Евгений мăнукĕ.