Пур хыпар та
Общие статьи
19 Августӑн 2020, 13:25

Тăххăр та мар, вун тăххăр та мар – тăхăр вуннă..!

Тăхăр вунă çул хушшинче пирĕн анне, Ольга Васильевна Фадеева, мӗн кăна тӳссе ирттермен-ши? Вăл колхозсем йӗркеленӗ вăхăтра çуралнă, хăрушă вăрçăн ахăр саманинче çитӗннӗ. Вăй çитнӗ таран хаяр тăшмана çӗнтерме пулăшнă: салтаксем валли алсиш, чăлха çыхнă. Аслисемпе пӗрле колхозра ӗçленӗ. Çурлапа тырă вырнă, кӗлте çыхнă, çум çумланă, пучах пуçтарнă. Пӗррехинче Юля ятлă юлташӗпе пин кӗлте çыхаççӗ, вӗсене уншăн пӗр ыраш çăкăрĕ параççӗ. Вăрçă вăхăтӗнчи тата вăрçă хыççăнхи выçлăха тӳссе ирттерме Валя ятлă аслă аппăшӗ тракторпа ӗçлени пулăшнă пуль. Ᾰна кашни кун темиçе грамм çăнăх панă.

Кукаçи вăрçăра тăшмана хирӗç кӗрешнӗ, кукамай ултă хӗрĕпе колхозра вăй хунă. Вăл питӗ паттăр хӗрарăм пулнă. Вырăсла лайăх пӗлнӗ, ун патне яланах пулăшу ыйтма килетчӗç тет анне. Кукамай, Анастасия Владимировна Фёдорова, Пелепей хули çывăхĕнчи Илкел ялӗнчен пулнă.
Вăрçă вăхăтӗнче арçынсене кăна мар, çамрăк хӗрсене те çăмăл пулман. Аннен Лиза ятлă аппăшне вăрман касма, торф кăларма вербовкăпа янă. Пӗррехинче вăл юлташӗсемпе Узбекистана тухса кайнă. Анне ун хыççăн тантăшӗсемпе Исфаран хулине çул тытать. Паллах, çӗнӗ çӗрте çăмăл пулман, тӗрлӗ ӗç ӗçлемелле пулнă. Анне кондитер фабрикинче ӗçленине ытларах аса илсе каласа парать. Пилӗк çултан курма тесе яла таврăннă. Ăна каялла Узбекистана кайма тӳр килмен, Слакпуçӗнчен хура ăйăрпа килсе килӗшсе кайнă. Кăшт вăхăт иртсен анне лăпкă та ӗçчен Арсентий Ефимович Фадеева, тирпейлӗ çемьене, качча тухнă. Аттепе пӗрле 15 çул пурăннă, вӗсен пилӗк ача çуралнă. Аннен тăлăх арăм шăпине те тӳссе ирттерме тивнĕ. Мăшăрӗ 1970 çул кутсăр-пуçсăр тăманра аташса кайса шăнса вилнĕ. Атте пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн анне картана тухатчӗ те çав тери эрленсе макăратчӗ. Ăна аса илсен, халӗ те куçран куççуль тухать. Мӗнле макăрмăн? Ун аллинче пилӗк ача юлнă-çке: аслине 12 çулта, кӗçӗнни иккӗ те тултарман. Юрать, килте ватă асанне пулнă. Анне ӗçрен пӗрре те юлман, ăçта янă, çавăнта кайнă. Ачасемпе асанне юлнă. Вăл юрлама ăстаччӗ, пире юрласа ташлаттаратчӗ. Анне вӗрентсе çитермен ӗçсене хăнăхтаратчĕ. Сăпайлă, тирпейлӗ, йӗркеллӗ пулма хушатчӗ.
Çапла пире анне ура çине пӗчченех тăратрӗ: ӗçлеме, ваттисене хисеплеме, итлеме вӗрентрĕ. Пӗчӗк чухне вăрмана вут касма кайсан пире лăплантаратчӗ, вут касма Нивуль пичче пулăшать тетчӗ. Пире ӗçлеме хавхалантаратчӗ. Пӗр трактор вут хатӗрлесе килеттӗмӗр. Шултра вуттине - пӗр енне, вĕтӗреххине тепӗр енне купалаттăмăр. Хамăр хыçран çапписене çунтарса тасатсах хăвараттăмăр. Кирек мӗнле ӗçе тытăнсан та анне: «Ӗçӗн чунне кăлармалла», - тетчĕ аллине хытă чăмăртаса. Эпир аннене ӗçлеме вӗрентнишӗн тав тăватпăр. Пирӗншӗн арçын ӗçӗ, хӗрарăм ӗçӗ тени пулман. Анне вӗрентнипе пур ӗçе те ӗçлеме пӗлетпӗр.
Пирӗн çемьере арçынсен кун-çулӗ кӗске пулчӗ: атте - хĕрĕх çулта, Саша шăллăм - хĕрĕх пĕрте, Толик шăллăм аллă тултарсан пире пăрахса кайрӗç. Вӗсем пурте техникăпа ӗçленӗ. Мотор вансан е юрăхсăра тухсан сӳтсе пуçтарма пултарнă.
Саша шăллăмпа анне пысăк çурт туса лартрӗç. Халь анне çав çуртра кӗçӗн хӗрӗпе пӗрле пурăнать. Аннене ял халăхӗ хисеплет. Хăйӗн пурнăçӗнче вăл депутат пулма та тивӗçлӗ пулнă. Унăн кăкăрӗ тулли медаль.
Август уйăхӗн 15-мӗшӗнче анне 90 çул тултарчĕ. Эпир ăна ырлăх, сывлăх, тулăх та çителӗклӗ пурнăç сунатпăр. Килте те, тӗнчере те тăнăçлăх хуçалантăр. Вăрçи те, выçлăхӗ те нихăçан та ан пултăр.
Анне! Мӗн чухлӗ илем, ырă туйăм пытаннă çак сăмахра.
Анне! Мӗн чухлӗ вăй, хастарлăх ачисене пилленӗ.
Анне! Мӗн чухлӗ ачашлăх, çепӗçлӗх янрать ун сассинче.
Анне! Хаваслăх, сывлăх, тасалăх тапса тăтăр ун чӗринче.
Елена ДАНИЛОВА, хĕрĕ.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.
Читайте нас: