Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Августӑн 2020, 13:19

«Ÿтĕм çĕр айне выртсан та, Чунăм юлтăр çĕр çинче...»

«Шуратăл» литпĕрлешÿ ушкăнĕнче тăракан çыравçăсем час-час пулмасан та кĕнекесем кăларсах тăраççĕ. Василий Антонов ку енчен çав тери тухăçлă ĕçлекен автор. Юлашки çулсенче прозăпа тата драматургипе çанă тавăрса вăй хучĕ. Кăçал умлă-хыçлă икĕ кĕнеке - «Сăнÿкерчĕкпе калаçни» тата «Çак пăтранчăк вăхăтра» - ятлă сăвăсен пуххисене пичетлесе кăларчĕ.

«Сăнÿкерчĕкпе калаçни» сăвăсен пуххине илес пулсан ăна автор «Пилеш» (В.С. Антонов хăй ертсе пырать) ушкăна çÿренĕ солисткăна, çиен чире пула çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Галина Николаевна Иванована, халалланă. Çак кĕнекере хĕрĕхе яхăн сăвă вырнаçнă.
- Пĕр уйăхра çак сăвăсене çырса пĕтертĕм. Кăмăл хумханăвĕ-и, хавхалану çапла-и: сăмах юхать те юхать, çырăнать те çырăнать.., - çапла каласа парать автор кĕнеке çуралнă пирки.
Чăнах та çухату пысăк-çке. Галина Николаевна «Пилеш» ушкăнра юрланă, сăвăсем каланă тата баянпа выляса халăх умне тухса савăнтарма пултарнă.
Мĕнпе пур синкертен те сыхланас-ха
Пур, имĕш, илтнĕ пĕр асам меслет.
Вăл, халăх-юмăç тĕрĕс каласассăн,
Эмел мар - вăхăт этеме сиплет.
Пур инкекрен те Вăхăт - им-юм, теççĕ.
Анчах мана ку шухăша ярать:
Çук, сиплемест йăлт Вăхăт, сиплемест çав -
Суран çине тăвар сапсах тăрать.
Эпир юратнă çынсем, тăвансем пиртен ăнсăртран, вăхăтсăр ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайсан хурлăха епле чăтса ирттернине питĕ çывăх çынсем кăна пĕлме пултараççĕ. Поэт поэтах çав, вăл хăйĕн шалти кăмăлне пĕтĕм халăх умне илсе тухать.
Кăшт лăплантăм - макăрмастăп вĕçĕм,
Пурпĕрех каймастăн асăмран.
Хурлăх питĕ тарăн лартнă çĕçĕ
Тухмĕ ĕнтĕ урăх кăкăртан...
Хăш-пĕр çамрăксем «Ватăсенче юрату туйăмĕ сивĕннĕ» тесе пĕтĕмлетÿ тума васкаççĕ. Ман шутпа «Сăнÿкерчĕкпе калаçни» кĕнекене тытса вуласан, çийĕнчех хăйсем тĕрĕс мар шухăшланине тавçăрса илĕç. Чĕрене пырса тивекен сăмах çаврăмĕсене кашни сăвăра, сонетра тупса пулать.
Сана курсассăн - кăмăл çĕкленетчĕ,
Чĕре тапатчĕ хыттăн, юрласа.
Санпа пулсассăн - пурăнас килетчĕ,
Кашни çынна тăван пек юратса...
«Ватти пулмасан - латти çук» теççĕ чăвашсем. Çавăнпа та ăшă сăмахпа каланă кирлĕ канаш та çамрăксемшĕн вырăнлă пулĕ:
Ан кайăр пăрахса тăван çĕре!
Епле-ха тÿсĕ унсăр сирĕн чунăр?
Çуратнă, çитĕнтернĕ вăл сире,
Какай чăмаккинчен - сиртен - çын тунă...
Тепĕр сăвăран илнĕ йĕркесем:
Сывă чух пĕр-пĕрне манар мар,
Юлташла, тăванла пурăнар.
Кам-тăр çут тĕнчерен уйрăлсан та,
Ырăпа асăнса çеç юлар...
Пархатар пулмасан, чун туйма пĕлмесен ăçтан кирлĕ йĕркесем çуралса сăвă йĕркисем пулса шăрçаланĕç? Чун юратать, ыратать пулсан, çын пурăнать. Урăхла май çук. Юрату тата граждан лирики урлă çакăн çинчен каласа парать мар-и пире автор?
Тиражĕпе пысăках мар - икĕ кĕнеке те 50 экземплярпа кун çути курнă.
«Çак пăтранчăк вăхăтра» пĕлÿ çăлкуçĕ «Сăнÿкерчĕкпе калаçни» кĕнекерен икĕ хут хулăнрах. Икĕ кĕнекене те Шупашкарта В.В. Филимонов типографинче пичетлесе кăларнă, редакторĕ - Петр Кузьмич Андреев. Сăмах май каласан, Василий Антонов Петр Кузьмич ĕçне кăмăллать, вăлах прозăпа тухнă кĕнекесене редакциленĕ. Ум сăмахĕнче ак мĕн çырать хисеплĕ редактор: «Çирĕм пĕр кĕнеке авторĕ Василий Антонов - паллă журналист, сăвăç, прозаик, драматург, Раççей Федераципе Чăваш Республикин Писателĕсен союзĕсен членĕ, Фатих Карим премийĕн лауреачĕ - Пушкăрт çĕрĕнче çуралса ÿснĕ. Хăйĕн калавĕсемпе сăввисенче, повеçĕсемпе пьесисенче вăл совет саманинче çитĕннĕ, хальхи çав тери пăтрашуллă саманара пурăнакан çынсен тертлĕ кун-çулĕпе ырă шухăш-ĕмĕчĕсене ĕнентерÿллĕ сăнлать.
«Çак пăтранчăк вăхăтра» ятлă çĕнĕ кĕнекери сăвăсене пилĕк сыпăкра вырнаçтарнă: «Манăн пурнăç сăпки», «Кăвак тÿпе айĕнче», «Тĕлпулу, уйрăлу...», «Ырăпа усал», «Сар хĕр пек – çуркунне». Вĕсенче - пысăк-пĕчĕк хĕпĕртÿ те инкек-хурлăх, чун-чĕре ыратăвĕ, таса юрату, тăван тавралăх илемĕ, çĕр тĕрлĕ сасă, уçăмлă сăмах».
Чăнах та, редактор поэт хавхалану ытамне кĕрсе мĕн çинчен шухăша путса çырнине кĕскен кăна, ялт! уçса çырать. Çапла пулсан та эпир - вулакансем, кашни сăвва вуласан çеç сăмах тĕшшине, чĕлхе вăйне, поэзи илемлĕхне туйса илме пултаратпăр.
Манăн пурнăç сăпки - аннен çепĕç ытамĕ,
Çĕр çинче юрату çавăнтан пуçланать.
Унăн, сарă хĕвел евĕр, ырă асамĕ
Ĕмĕр тăршшĕпе, акă, мана ăшăтать.
Манăн пурнăç сăпки - чĕрере юлнă улăх,
Вăл - шап-шурă хĕлле, вăл - ем-ешĕл çулла.
Вăл хăçан та вара - çавра чашăк пек, тулăх:
Хĕл килсен - ачасем, Çу çитсессĕн - çырла...
Акă, тата вулакана шухăша яракан йĕркесем:
Шăпа мана темле те тĕрĕсленĕ,
Шăпа мана мĕнле кăна авман.
Эп, чĕрĕ курăк евĕр, тÿрĕленнĕ,
Эп, пиçĕ йывăç евĕр, хуçăлман.
Хăш чух усал вилме патнех çитернĕ,
Ак сывпуллашăп, тенĕ, пурнăçпа.
Çине тăрса йывăрлăха çĕнтернĕ
Те - утнă хам суйланă сукмакпа...
Çак йĕркесем те чуна пырса тивеççĕ:
...Кам, пĕлместĕп, мĕн ăмсанĕ,
Маншăн - пахарах тĕнче.
Ӳтĕм çĕр айне выртсан та,
Чунăм юлтăр çĕр çинче.
Поэт чунĕ, çавăн пекех пултаруллă çынсен чунĕ те тунă ĕçĕсенче юлать. Кашни сăвă автор чунĕн пĕр пайне илсе юлать те ĕмĕрлĕхех упранать. Çавăнпа «Чунăм юлтăр çĕр çинче» тени те вырăнлă пулса тухать.
«Çак пăтранчăк вăхăтра» кĕнекене кĕнĕ хăш-пĕр сăвă «Сăнÿкерчĕкпе калаçни» кĕнекерен килнĕ пек те туйăнать, çакна маларах тухнă кĕнекене вуланă çын тавçăрса илме пултарĕ. Асăннă пулăм çухатăва тÿснĕ чĕре ыратăвĕ час сÿнменнине палăртать:
Хăлхаран сассу тухмасть пулсан та,
Чĕрĕ сассуна илтес килет.
Пуç эс çуккине, тархасшăн, шантăр,
Тÿлĕк чун тĕл пуласса кĕтет...
Василий Антонов пултарулăхне ытти авторсен пултарулăхĕпе танлаштарас килмест. Маншăн вăл К.В. Иванов вăрманĕн тăвăл хуçайми, ешерсе, кашласа ларакан чăвашсен çирĕп юманĕ. Редактор сăвăсен шухăшне пăхса пилĕк пая уйăрсан та чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеç сассиллĕ чăваш сăмахĕ шăнкăр-шăнкăр çăлкуç пек кашни пайĕнче тапса, кĕмĕл шăнкрав пек янраса тăрать, пултарулăх сим пылне тутанма чĕнет.
Пăхсан, хальхи улпут пекех пурнатăн,
Мĕскер кăна çук санăн, тупата.
Пуянлăхра та укçара путатăн,
Мул хыçĕнчен куратăн-ши çутта?...
Çут тĕнчере ÿсен-тăран та, чĕр чун та, этем те çутă патне туртăнать. Çапла пулин те пурте çав çутта кураймастпăр. Манăн В.С. Антонов поэзинче чĕртнĕ çутта вулакан курасса шанас килет. Çапла пултăр!
...Чунтан эп тăрăшрăм - уçăмсăр сассăм
Вырнаçтăр тесе çынсен чĕрисенче.
Хăçан-тăр ман чĕре тапма чарăнсассăн,
Салантăр вăл çутă пулса çĕр çинче.
Геннадий ЧЕЛПИР. Çтерлĕ хули.
Читайте нас: