Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Августӑн 2020, 13:39

Вĕсем пирĕн чĕресенче упранаççĕ

Вĕсем куçран пăхаççĕ... «Эпир мирлĕ пурнăçшăн кĕрешрĕмĕр‚ фашизма тĕп турăмăр», - тесе калаççĕ тейĕн. Çав вăхăтрах: «Эсир пире ас тăватăр-и?», - тесе ыйтнăн туйăнать.

Шансамăр‚ пĕрре те ÿстерсе калани мар çакă. Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнчи культура çурчĕ умĕнче пурте чарăнса тăраççĕ: ваттисемпе ачасем утăмне‚ урампа унталла-кунталла чупакан машинăсем хăвăртлăхне чакараççĕ.
Çак пулăм куллен‚ кăçалхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа пырать. Мĕншĕн тесен галерейăри сăн ÿкерчĕксенчен пирĕн тăвансем - Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕсем - пирĕн çине пăхаççĕ. Вĕсен хушшинче вăрçă хирĕнче выртса юлнă çамрăк та хастар каччăсем‚ Турă ырă-сывă таврăнма пÿрнисем - пĕркеленчĕк питлĕ те пас тытнă евĕр шурă çÿçлĕ ватăсем.
Фотогалерея йĕркелес шухăш хăй тĕллĕн килнĕ‚ çавăн пекех вăл пурнăçланнă та.
- Çакăн йышши опытпа пирĕн Ярмулай ял Канаш хутлăхĕнче паллашма пулать: Ярмулай ялĕнче электричество линисен юписем çине темиçе çул каялла вăрçă участникĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнăччĕ. Эпир, ял хастарĕсем, çĕршыва хÿтĕлекенсем пĕр вырăнта пулсан лайăх пулать тесе шутларăмăр‚ - каласа парать пуçару ушкăнĕн ертÿçи‚ асăну кĕтесне тунă чухне строительство ĕçĕсене йĕркелесе пыракан ТОС председателĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Петр Дмитриев.
Петр Константинович каланă тăрăх‚ Этĕл ялĕнче, Çÿлти тата Аялти паççулккасенче пурăнакансем асăннă сĕнĕве ырласа йышăннă. Мĕншĕн тесен оптимизаци пулăмне пула вырăнти клубпа вулавăша‚ шкула хупса лартнă. Ял çыннисен пĕр çĕре пухăнса пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçмалли‚ хыпарсене пĕлтермелли тата ыйтусене татса памалли вырăн та юлман. Икĕ уйăх хушшинче пулас галерейăн вырăнне палăртнă‚ укçа-тенкĕ тата вăрçă участникĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе даннăйсене пухнă‚ портретсем тума заказ панă. Май уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне вара сăн ÿкерчĕксен галерейине хатĕрленĕ.
Çак сăваплă та пархатарлă ĕçе пурнăçлас тесе П.К. Дмитриев килĕрен çÿренĕ. Вăл ял çыннисемпе калаçнă‚ Пушкăртстанри хуласемпе районсене‚ çавăн пекех Мускавпа Владивосток‚ Екатеринбург хулисене‚ Краснодар крайне шăнкăравланă. Шухăш ентешсен кăмăлне кайнине палăртса хăвармалла. Анчах хирĕç пулаканнисем те тупăннă. Вĕсем «Çакă кама кирлĕ вăл?» тенĕ май паттăрсем пирĕн асăмра пурăннă чух çеç сывă тенĕ чăнлăха маннă пулмалла. Телее‚ çакăн пек шухăшлакансен шучĕ сахал пулнă.
Чылайăшĕ тăванĕсемпе çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕсем упранса юлманнишĕн е пачах та пулманнишĕн куляннă. Çемьесенче сăн ÿкерчĕксем пулманнине тĕлĕнме кирлĕ мар. Çав вăхăтра ял çыннисен хăйсене сăнласа хăварма вăхăчĕ те‚ хулана кайса çÿреме майĕ те пулман. Ютран килнĕ фотографсем пирĕн тăрăха сайра-хутра çеç килсе тухнă.
Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç ял çыннисене пĕр тĕвве пухнă. Сăн ÿкерчĕксене илемлетессипе‚ портретсене заказ тăвассипе (вĕсене Ĕпхÿре пичетленĕ) çыхăннă ĕçсене Сергей Федоров йĕркелесе пынă. Арçын Аялти паççулккара çуралса ÿснĕ‚ паянхи кун вăл Ярмулай ялĕнче пурăнать. Вăлах галерейăн кăшкарне хатĕрленĕ‚ нÿрĕке парăнман пусма çинче пичетленнĕ сăн ÿкерчĕксене фанера çине туртса карăнтарнă‚ вĕсене кирлĕ çĕре вырнаçтарнă.
Строительство материалĕсене Владимир Дмитриев предприниматель уйăрса панă. Сергей Петровпа Владимир Васильев хăйсен автомобилĕсемпе тăпра турттарнă. Вĕсене çак ĕçре хăйĕн погрузчикĕпе Андрей Яковлев пулăшнă. Ун чухне вăл Ярмулай ял Канашĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
Йĕркелÿçĕсем кăшăлвирус пандемийĕ тапхăрĕнче хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса икĕ хутчен субботник та ирттернĕ. Тирпей-илем кĕртес ĕçе И.В. Васильева‚ Т.А. Михайлова‚ С.Е. Матвеева‚ Л.А. Павлова‚ Н.Е. Бугаева хастар та пуçаруллă хутшăннă. Ырă кăмăллă çынсем галерейăн территорине тирпей-илем кĕртнĕ. В.В. Ивановапа Н.К. Васильева ĕç ветеранĕсем субботника хутшăннисене вĕри апат çитернĕ.
Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ‚ халĕ Пелепей хулинче пурăнакансем те сăваплă ĕçрен айккинче тăрса юлман. Пĕрисем укçа-тенкĕ парса‚ теприсем ĕçпе пулăшнă. Сăмахран‚ Нина Никитина хăйĕн укçи-тенкипе кистьсемпе сăрăсем туяннă. Тепĕр Никитинсен туслă çемйи субботниксене хутшăннă‚ галерея тавра чечексем лартнă.
- Пĕр чăмăра пухăннă халăх вăл - пысăк вăй. Пирĕн сĕнĕве ырласа йышăннисене‚ мемориал фотогалерейине тума пулăшакансене чунтан тав тăватпăр. Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле 75 портрет пухма май пулчĕ. Çакă тĕлĕнмелле факт, - тет Петр Константинович.
Марина ПРОХОРОВА.
Пелепей районĕ,
Этĕл ялĕ.
Автортан. Паянхи кун тĕлне галерейăри сăн ÿкерчĕксен шучĕ самаях ÿснĕ. Пĕрисем ĕçĕн тухăçне курса асăну акцине хутшăнма кăмăл тунă‚ теприсем вара çывăх çыннин сăн ÿкерчĕкне шыраса тупнă. Шел‚ май уйăхĕн 9-мĕшĕнче те‚ июль уйăхĕн 26-мĕшĕнче те галерейăна уçассипе çыхăннă церемони паянхи кун та пурнăçа кĕреймерĕ. Мĕншĕн тесен ăна ирттерме вырăнти власть ирĕк паман - сăлтавĕ паллă. Анчах çак вăхăт хушшинче районта темиçе асăну палăкĕ уçрĕç. Эпир - чăтăмлă халăх‚ кĕтмелле пулсан кĕтĕпĕр...
Читайте нас: