Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
26 Августӑн 2020, 13:40

Хыпарсăр çухалнă атте

Манăн атте‚ Тарас Матвеевич Городничев‚ 1913 çулхине Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ăна 1940 çулхи январь уйăхĕнче Ĕпхÿ хулинчи Молотовский çар комиссариачĕ чĕнсе илнĕ. 1941 çулхи август уйăхĕн 29-мĕшĕнче пирĕн çывăх çыннăмăр хыпарсăр çухалнă. Çак хыпара эпĕ интернетри «Мемориал» тата «Память народа» сайтсенче пĕлтĕм. Эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Атте пире çакăн çинчен нихăçан та каласа паман. Ун пирки сăмах хускатма та юраман. Сайтсем тăрăх çакă паллă пулчĕ. Аттене фашизма хирĕç кĕрешекен Хĕрлĕ Çарăн Балтика флочĕн уйрăм йышĕнчен кăларса янă. Ăна Палдиски хулинче вырнаçнă тĕп базăн çырана хÿтĕлемелли инженери уйрăмĕн 52-мĕш уйрăм строительсен батальонне куçарнă.

Атте вăрçăн малтанхи кунĕсене Палдискинчи çарпа тинĕс базине тунă çĕрте кĕтсе илнĕ.
Палдиски - Эстонири хула. Вăл Финн заливĕн çыранĕнче‚ Таллин хулинчен 52 çухрăмра, вырнаçнă. 1939 çулхи октябрь уйăхĕнче Совет Союзĕ Эстони правительствипе килĕшÿ туса Палдискинче çар бази вырнаçтарнă. Эстони территорийĕнче‚ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин вут-çулăмĕ сарăличчен‚ 1941 çулта Пакри çурма утравра тата Пакри утравра çырансене хÿтĕлемелли батарейăсене вырнаçтарнă. Портра та çар карапĕсем тăнă. Унсăр пуçне кунта çар аэродромĕ никĕсленĕ. Ăна нимĕç çарĕсем 1941 çулхи август уйăхĕн 28-мĕшĕнче хăйсен аллине илнĕ.
Батальонра пулеметсем пулман‚ салтаксене винтовкăсем çеç панă. Вăрçă пуçлансан офицерсен çемйисене тухăçалла ăсатнă. Ытти халăха Таллин хулине эвакуациленĕ. Унтан В.Ф.Трибуца вице-адмирал ертсе пыракан Балтика флочĕн тĕп вăйӗсене Таллин хулинчен Кронштадта эвакуациленĕ. Çак пулăм 1941 çулхи август уйăхĕн 27-30-мĕшĕсенче пулса иртнĕ. Вăл историнче хурлăхлă паллă Таллин каçми (переход) пек тăрса юлнă. Пĕрремĕш хыпар тăрăх, 52-мĕш батальон «Балхаш», тепринпе килĕшÿллĕн «Аусма» пăрахутпа Кронштадт хулине кайнă.
Палдискинчи çарпа тинĕс базине икĕ строительство батальонĕ - 46-мĕшпе 52-мĕшĕ - хÿтĕленĕ. Мендрул капитан пĕлтернĕ тăрăх‚ 52-мĕш батальон «Балхаш» çăк турттаракан пăрахутпа Кронштадта кайнă. Кронштадта каçмалли вырăнта «Балхаш» карапа тăшмансем тĕп тунă. Ун çинчи 52-мĕш строительсен батальонĕ вилнĕ. Çакăнпа Ханко хÿтĕлевĕн тапхăрĕ вĕçленнĕ.
«Балхаш» 9 сехет те 6 минутра мина çине пырса тăрăннă. Вăл 1‚5-2 минутран путма тытăннă. Килсе çитнĕ катерсемпе карапсем 200 яхăн çынна çăлса хăварнă. Вĕсен хушшинче манăн атте‚ Тарас Матвеевич та пулнă.
Атте çухалнине çирĕплетекен 11 документ пур. Çапах та вăл сывă тăрса юлнă. Ăна тупса Куйбышев хулинчи госпитале ăсатнă. Сывлăхне самаях сиплесен вăл 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче яла çул тытнă. Ялта кăшт вăхăт пулнă хыççăн каллех Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. 1943 çулхине атте тепĕр хут аманнă. Хальхинче ăна ытти аманнă салтаксемпе пĕрле Куйбышев хулинчен Ĕпхÿ хулинчи 1919№ госпитале ăсатнă. 1944 çулхи сентябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче 5913№ госпитальпе пĕрлештернĕ.
- Вăл Финн вăрçин участникĕ. Ленинград хули çывăхĕнче суранланнă. 1941 çулхи декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Куйбышев хулинчи госпиталь хыççăн отпуска таврăнчĕ. Вăрçă çулĕсенче виçĕ хутчен аманнă‚ контузи те илнĕ. Шăллăм радист‚ аслă сержант пулнă. Киле иккĕмĕш хут 1943 çулхине аманнине пула таврăнчĕ‚ - тесе каласа панă аттен аппăшĕ Ульяна Матвеевна Городничева.
1943 çулхине аттене комиссипе тĕрĕсленĕ. Госпиталь хыççăн вăл Пушкин ячĕллĕ «Правда» колхозра‚ «Карламан» совхозăн Йăмран ялĕнчи уйрăмĕнче ĕçлерĕ. Атте 1964 çулхине пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Вăл вăрçăра епле сывă тăрса юлни мана канăç памарĕ. 2016 çулхи январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче эпĕ çарпа медицина докуменчĕсен тĕп архивĕнчен çыру илтĕм. Пĕрремĕш архив справкинче çапла çырнă: «3-мĕш гварди танк бригадин радиотелефонисчĕ Тарас Матвеевич Городничев кĕçĕн сержант 1913 çулта çуралнă‚ чире пула 1943 çулхи июль уйăхĕн 18-мĕшĕнчен 1139№ эвакуаци госпиталĕнче выртнă (малтанхи тапхăрĕсем: 2710№ ТППГ - 1943 çулхи июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнчен; 1943 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2710№ госпиталь Рязань тăрăхĕнчи Грязново ялĕнче вырнаçнă).
1943 çулхи июнь уйăхĕн 29-мĕшĕнчен 5188№ ПП госпитальте; (ун хыççăн ăна Боровое ялĕнчи 5188№ ПП госпитале янă‚ вырăнĕ: 1943 çулхи май уйăхĕн 20-мĕшĕ-август уйăхĕн 12-мĕшĕччен).
1943 çулхи июль уйăхĕн 4-мĕшĕнчен 282№ эвакуаци госпиталĕ (1139№ Куйбышевская‚ 1942 çулхи февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 1946 çулхи февраль уйăхĕн 10-мĕшĕччен Сызрань хулинче вырнаçнă)‚ унтан вăл 1943 çулхи сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче чаçе тухса кайнă.
1943 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче Çарпа тухтăр комиссийĕ ăна çар стройне юрăхсăр тесе йышăннă, анчах та ытти ĕçсене хутшăнма ирĕк панă».
Атте 1941 çулхине фронтра чирленĕ. 1941 тата 1942 çул сентябрь уйăхĕнче госпитальсенче сипленнĕ. 1943 çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче чир ăна хавшатса çитернĕ. Çав çулхи июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче вăл медицина пулăшăвĕ ыйтнă‚ аттене госпитале ăсатнă.
Иккĕмĕш архив справкинчен: «12-мĕш запас авиаци полкĕн аэродромри отделени командирĕ Тарас Матвеевич Городничев кĕçĕн сержант 1913 çулта çуралнă‚ 1943 çулхи сентябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнчен эвакуаци госпиталĕнче выртнă‚ унтан ăна 1943 çулхи октябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче килне янă. Çарпа тухтăр комиссийĕ çар службине юрăхсăр тесе йышăннă‚ 6 уйăхран ăна тепĕр хут пăхса тухмалла. Вăл тепĕр хут комисси иртнин хыпарĕ çук. П/п 30081 çар чаçĕ».
1943 çулхине 12-мĕш запас авиаци полкĕ Куйбышев облаçĕнчи Чапаевск хулинче вырнаçнă пулнă.
Халĕ эпĕ атте 1941 çулта темле-тĕр майпа сывă юлса‚ чирлĕ те аманса таврăннă тесе çирĕплетсе калама пултаратăп. 1944 çулхине ăна тепĕр хут операци тунă‚ вăл каллех сывă тăрса юлнă.
Вăрçă хыççăн çемьере икĕ пичче тата эпĕ çуралнă. Атте «Правда» колхозра çул-йĕр мастерĕ‚ «Карламан» совхозăн Йăмран уйрăмĕнче вăрлăх склачĕн заведующийĕ пулса ĕçлерĕ.
Акă 1964 çулхи декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕ çитрĕ. Пирĕн çывăх çыннăмăр каллех малти ретре. Унăн ферма хăпартма вăрман касмалла‚ материалсем хатĕрлемелле. Çак кун ĕçре аттене трактор таптаса кайнă, вăл пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Çапла эпир çурма тăлăх ÿсрĕмĕр.
Вера НИКОНОРОВА, чăваш наци академикĕ.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.
Читайте нас: