Çтерлĕ шиханĕсем хăйне евĕрлĕ çут çанталăкăн геологи палăкĕсем шутланаççĕ. Вĕсен çулĕ - 230 миллион çул ытла. Пĕтĕмĕшле виçĕ шихан - Юрактау‚ Куштау тата Тратау.
Шахтау шихан
Шахтау тăваттăмĕш шихан пулнă. Анчах та ăна Çтерлĕри «Сода» предприятийĕ «çăтса янă». Паянхи кун тĕлне унтан нимĕн те тăрса юлман, шихан вырăнĕнче карьер çеç.
Тратау шихан
Тратау (е Торатау) - чи çÿллĕ шихан. Унăн çÿллĕшĕ - тинĕс шайĕнчен 402 метр çÿлĕрех. Вăл кăнтăр енче вырнаçнă. Шихан айĕнче саккуна пăснăшăн ирĕксĕр хăварнă хĕрарăмсене тытмалли тĕрмен ишĕлчĕкĕсем сыхланса юлнă. Тратау шихан Ишимбай районĕн символĕ шутланать. Вăл Ишимбай хулин гербне илем кÿрет.
Куштау шихан
Куштау - лаптăкĕпе чи пысăк сăрт-ту. Ун çинче (çуллĕшĕ 337 метр) хĕлле йĕлтĕр спорчĕ ĕçлет. Апла пулсан кунта илемлĕхе курма кăна мар‚ йĕлтĕрпе ярăнма та май пур.
Юрактау шихан
Юрактау - çурçĕр шиханĕ. Унăн çÿллĕшĕ - тинĕс шайĕнчен 338 метр.
Çтерлĕ шиханĕсем чăнкăлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Çапах та вĕсем çине хăпарма пулать. Çак вырăнсене парапланеристсем кăмăллаççĕ.
Кунта тинĕсре пурăнакан чĕр чунсен чулланнă юлашкисене курма пулать: коралсем‚ брахиоподсем тата ыт.те.
Çтерлĕ шиханĕсем пирки уçă пĕлĕт айĕнчи геологи музейĕ тесе калама юрать. Вĕсенче «Хĕрлĕ кĕнекене» кĕртнĕ ÿсен-тăрансем те ÿсеççĕ.
Мĕнпур шихансем Шуратăл юхан шывĕн сылтăм енче вырнаçнă. Çуллахи ăшă кунсенче кунта канма тата пулă тытма пулать.
Ирида НОВИКОВА.