Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
26 Августӑн 2020, 13:50

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пилĕк çĕнĕлĕхĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç тăрса юлчĕç. Эпир сире‚ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тата вĕрентекенсене‚ кĕтекен тĕп çĕнĕлĕхсемпе паллаштарасшăн.

Вĕренÿ çулĕ компьютерсем умĕнче тытăнмĕ
Тавлашусем çăвĕпе пычĕç. Çапах та влаçсем вĕренÿ çулне йăлана кĕнĕ линейкăсемпе кабинетсенче иртекен уроксенчен пуçласси çинче чарăннă.
- Шкулсенче кабинет системи йӗркелӗпӗр‚ класран класа çÿремелле пулмĕ. Физкультурăпа физика‚ химипе информатика тата технологи предмечĕсемсĕр пуçне. Çавăн пекех «куçакан» (плавающие) тăхтавсем пулĕç. Аслисемпе ачасемшĕн маска тăхăнса çÿремелли режим ĕçлĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсен ушкăнĕсене йĕркелĕпĕр. Вĕрентÿ учрежденине кĕмелли пур вырăнсене те‚ вĕсен шутĕнче запас алăксене‚ уçăпăр. Графикпа килĕшÿллĕн классемпе коридорсене уçăлтарĕç‚ дезинфекци тăвĕç. Ачасем йышлă пулнă вырăнсенче - столовăйпа спортзалта тата коридорта - сывлăш тасатмалли хатĕрсем вырнаçтарăпăр. Кашни шкулта урок умĕн температура виçĕç. Аякран илсе килекен шăпăрлансене шкул автобусне ларичченех ÿт температурине виçĕç. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант - уроксене пилĕк минута кĕскетни. Çав вăхăтрах çак çĕнĕлĕх вĕрентÿ программине сиен кÿменнине те тимлĕпĕр‚ - тенĕ республика пуçлăхĕ Радий Хабиров çĕнĕлĕхе уçса панă май.
Соцсетьсенче ачасем сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен çеç вĕренеççĕ‚ каярах каллех самоизоляци режимĕпе пурăнаççĕ текен хыпарсем сарăлнă. Çакă тĕрĕс мар. Паянхи кун ун пек йынăшу туман.
Пуçламăш классен
апатланăвĕ тÿлевсĕр пулĕ
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри 224 831 пуçламăш класс ачине тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерĕç. Çакăн валли нимĕнле справка та пухмалла мар. Паянхи кун тĕлне шкул столовăйĕсем шăпăрлансене йышăнма хатĕр. Пуçламăш класс ачисене тÿлевсĕр апатлантарасси Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тивлечĕпе пурнăçа кĕнĕ. Тĕллевсене пурнăçа кĕртме РФ бюджетĕнчен 778 млн тенкĕ уйăрса панă. Çак хисеп çумне республика хыснинчен тата 106 млн тенкĕ хушĕç. Республикăра малтанхи пекех нумай ачаллă‚ укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесенчи ачасене тата сывлăхĕ енчен тулли пурнăçпа пурăнайман ачасене тÿлевсĕр вĕри апат çитересси сыхланса юлать.
Пĕр пек шкул форми
Пушкăртстанра çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен эксперимент вăй илĕ: шкулсенче 1-5-мĕш класс ачисем пĕр пек шкул формисемпе çÿреме пуçлĕç. Çак проектра хальлĕхе республикăн ултă районĕ - Абзелилпа Элшей‚ Благоварпа Гафури‚ Федоровкăпа Янаул - хутшăннă. Профессионал модельерсем темиçе вариант хатĕрленĕ. Шкулсем хăйсене килĕшекеннине суйласа илме пултараççĕ. Формăсен пĕрпеклĕхĕ - тум çинче Пушкăртстан символики пулни çеç. Пĕр комплект форма хакĕ 4 пин тенкĕ тăрĕ. Ытти шкулсенче вара ашшĕ-амăшĕсен шухăшĕсене шута илсе тăхăнĕç.
Классенче медицина инспекторĕсем ĕçлĕç
Шкулсенче чир сарăласси ан ÿстĕр тесе медицина инспекторĕсем ĕçлеме пуçлĕç. Асăннă ĕçе медицина университечĕпе сакăр медицина колледжĕн студенчĕсемпе аслă курс вĕренекенĕсем пурнăçлĕç. Вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш эрнисенче вĕсем социаллă дистанцие тытнине‚ классене хатĕрленине тата вĕсенче дезинфекци тунине тĕрĕслесе тăрĕç. Çакă вĕсемшĕн практика вырăнне пулĕ.
Класс ертÿçисемпе 100 балл пухнă вĕренекенсен вĕрентекенĕсене хушма тÿлевпе тивĕçтерĕç
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен класс ертÿçин ĕçне илсе пыракан педагогсем федераллă бюджетран пилĕкшер пин тенкĕ илме тивĕçĕç. Çакă çирĕплетнĕ виçе‚ вăл класри ачасен шутĕнчен килмест. Çавăн пекех вĕрентекенсене регионпа хула тата район тÿлевĕсене парасси те сыхланса юлать. Пушкăртстан Правительствин вице-премьерĕ Фанур Ягафаров каланă тăрăх‚ çĕнĕлĕхчен класс ертÿçисене пĕр ачашăн уйăхне 80 тенкĕ тÿленĕ. Вĕсем вăтамран икĕ пине яхăн тенкĕ хушма тÿлев илме пултарнă. Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн вĕрентекенĕн хушма тÿлевĕ уйăхсерен вăтамран 7 733 тенкĕ пулĕ.
Унсăр пуçне 100 ытла учитель‚ камăн вĕренекенĕсем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ (ППЭ) тытнă вăхăтра 100 балл пухнă‚ 50-шар пин тенкĕ хушма тÿлев илĕç. Паянхи кун çак тÿлеве 106 педагог илме тивĕçнĕ. Анчах вĕсен шучĕ ÿсме пултарать. Предметсем тăрăх 127 выпускник чи пысăк балл пухнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан‚ 16 вĕренекен нумайрах. Хими предмечĕпе 35 выпускник 100 балл пухнă‚ вырăс чĕлхипе - 25‚ физикăпа тата информатикăпа - 20-шер.
Шкула кайма хатĕрленме патшалăх пулăшăвĕпе камсем усă курма пултараççĕ?
Виçĕ е ытларах ачаллă вăтам тупăш пурăнмалли минимум шайĕнченё (9 942 тенкĕ) иртмен çемьесенчи пĕрремĕш класс ачисене шкулпа çыру хатĕрĕсенчен тăракан тулли комплектпа тивĕçтерĕç. Ăна илес тесен‚ шкула заявлени‚ çемье членĕсен паспорчĕсемпе çуралнине çирĕплетекен свидетельствăсене‚ çемье йышне кăтартакан тата укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕррине çирĕплетекен справкăсем илсе килмелле.
Нумай ачаллă та укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесенчи 1-11 класс шкул ачисемшĕн 3 995 тенкĕ параççĕ. Çак укçа-тенкĕпе патшалăх шкул формине туянма тăкакланине саплаштарать. Çăмăллăх пулăшăвĕпе çулталăкне икĕ хутчен усă курма пулать. Шкула çăмăллăх пуррине çирĕплетекен документа‚ пичет лартнă тавар чекне (унта «шкул форми» тесе çырни пулмалла) илсе килмелле. Чекри хисеп пилĕк пинрен иртмелле мар. Тĕрлĕ аксессуарсене - бантсемпе галстуксене - унта кĕртме юрамасть.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: