Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
26 Августӑн 2020, 13:25

Надежда Константиновна РОДИОНОВА

«Урал сасси» хаçатăн яваплă секретарьне, наци кăларăмне аталантарас ĕçре чылай çул хушши ырми-канми ĕçлекен хисеплĕ ĕçтешĕмĕре Надежда Константиновна РОДИОНОВАНА чаплă юбилей ячĕпе!

Вăрăм та ăраскаллă пурнăç çулĕпе малашне те хавхаланса утма хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, нихăçан сÿнми телей, ырлăх-пурлăх сунатпăр. Пурнăçра ытларах савăнăçлă самантсем, юнашар сана юратакан, хисеплекен, чун-чĕрешĕн çывăх çынсем пулччăр.
Ĕç вырăнĕ вăл – иккĕмĕш кил. Кунта та кил-çуртри пекех ăнланупа килĕшÿ, ĕçтешсен хушшинче пĕр-пĕрне хисеплесси хуçалантăр. Куллен юратса тунă ĕç савăнăç çеç парнелетĕр, тивĕçлĕ тупăш патăр.
Сывлăх та, ытти те пултăр,
Çут хĕвелĕ йăлтăр култăр.
Ĕмĕтÿ йăлт пурнăçлантăр,
Пурнăçу пĕр вĕçĕм ăнтăр.
Хисеплесе - «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем.
Читайте нас: