Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
26 Августӑн 2020, 13:40

Пишпÿлексем те акцие хутшăннă

«Ывăçа шăнăçакан асăну» («Горсть памяти») çарпа патриотизм акцийĕ 2019 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăй илнĕ. Вăл совет салтакĕсене пытарнă вырăнсенче - Раççей территорийĕнче‚ çавăн пекех ют çĕршывсенче - иртет.

Паянхи кун тĕлне Азербайджанпа Испани‚ Китайпа Литва‚ Норвегипе Польша‚ Сербипе Словени‚ Таджикистанпа Швеци‚ Финляндипе Япони тата ытти çĕршывсенчи совет салтакĕсен тăванлăх вил тăприсенчи тăпрана Раççей Хÿтĕлев министерствине илсе çитернĕ. Ведомство 40 ытла çĕршывран ентешсен тăприне илсе килме палăртать.
«Ывăçа шăнăçакан асăну» Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотизм акци шайĕнче Пишпÿлекре чаплă церемони иртнĕ. Мероприяти вăхăтĕнче Совет Союзĕн Геройĕн Константин Иванович Степановăн вил тăприйĕ çинчи тăпрана илсе пĕчĕк хутаçа янă. Тăпрапа тултарнă хутаçсене ятарлă капсулăсем ăшне хурса «Патриот» РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен культурăпа кану паркĕнчи Çарпа патриот музей комплексĕн территорийĕнче çĕре хывĕç.
Мероприятине район çар комиссарĕ Валерий Шарифуллин‚ «Паттăрлăх» çарпа патриотизм клубĕн ертÿçи Николай Петров‚ «Вектор» çамрăксен центрĕн çамрăк армеецĕсем тата район администраци представителĕсем хутшăннă. Пухăннисем Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене шăплăх минучĕпе аса илсе чыс тунă.
Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: