Куçран вĕçертес марччĕ тесе чупса пычĕ - нăрă иккен. Пĕр тенкĕлĕх тимĕр укçа пысăкăшскер. Çывăрать-ши е хĕвел ăшшипе киленет-ши? Пӳрнепе тĕксен майĕпен хускалчĕ. Ку чĕрĕ «тетте» питĕ килĕшрĕ арçын ачана. Вĕçсе каясран шикленсе кап! тытрĕ, шăкăрт хупрĕ пӳрнисене. Ай! Алла кăтăклантарать. Миша пӳрте кĕрсе ăна кĕленче савăта хучĕ, канихвет таткипе хăналарĕ, унтан хаçатпа хупларĕ те амăшне пулăшма васкарĕ. Ытараймискере темиçе те кĕрсе пăхрĕ вăл, анчах вăрттăнлăхĕ пирки - пĕр сăмах та...
Хайхискер шыв ĕçме тесе тепре кĕчĕ - «тетте» курăнмарĕ. Ăçта шырамалла-ши тăрук çухалнăскере? Миша ун-кун пăхкаларĕ те нăрă пӳртрен тухса кайман пулĕ-ха тесе лăпланчĕ.
...Ирхине вăл пĕчченехчĕ. Вырăн çинчен тăрса чӳречерен пăхрĕ. Амăшĕ пахчара иккен. Чӳрече каррине сирчĕ çеç, ак хайхи, лара парать симĕсскер çуталса! Миша хĕпĕртенипе чутах кăшкăрса яратчĕ.
- Ăçта тартăн-ха, чеескер? Пытанмалла выляс терĕн-им? Хырăму та выçрĕ пулĕ... Акă, çакна çиетĕн-ши? Тутанса пăх-ха, - тесе яшкари çĕр улми татăкне илсе ун патне хучĕ. Ку хутĕнче «читлĕхе» марльăпа витрĕ. - Эпĕ сана хамах кăларатăп, урăх ан тар.
Каçхине хулана каяссине аса илтерсе амăшĕ ывăлне васкарах ĕçлеме хушрĕ. Лешĕ нăрă пирки пуç ватрĕ, ăна хăйĕнчен хăварас килмерĕ унăн.
Çула тухас чухне тин читлĕхрине амăшне кăтартрĕ, шухăшне пĕлтерчĕ.
- Кунта хупса хăварсан эпир тепре килнĕ çĕре вилет пулĕ çав...
- Ай-уй, епле чиперскер, пурçăн кĕпе тăхăннă тейĕн. Пĕчĕкскер, хитрескер, симĕс пурçăн кĕпеллĕскер, - кăмăллăн калаçрĕ çамрăк хĕрарăм. - Ытах ирĕке ярас килмест тĕк, атя пĕрле илер. Ав, шăрпăк курупки пушах, хур.
Миша хаваспах килĕшрĕ. Автобусра ларса пынă чухне сумкăна тĕрĕслемесĕр чăтаймарĕ вăл. Пăхрĕ те тĕлĕнчĕ: курупкă, кăшт уçăскер, пушă. Те пахчаран тухнă чухне тухса шăвăннă ĕнтĕ, те кунтах ярăнса пырать? Амăшĕ те тĕплĕн шырарĕ - пĕчĕкскер ниçта та курăнмарĕ.
- Юрĕ ĕнтĕ, çӳретĕр ирĕкре. Вĕçес килет унăн, лар-ха унта, тыткăнра. Тен, татах курăпăр-ха ун пек чиперккене, - пĕр шухăшлă пулчĕç вĕсем.
Тепĕр çул иртрĕ. Татах пахча вăхăчĕ çитрĕ. Хĕвеллĕ пĕр кун çемьепе уçă сывлăшра апатланнă вăхăтра темĕнле хулăн сасăллăскер сĕтел çийĕн вĕçсе çаврăнчĕ те кĕтессе шак! анса ларчĕ.
- Вертолет пуль ку, - пуринчен малтан сăмах хушрĕ ашшĕ. - Такама шырать тейĕн. Тен, хырăмĕ выçнă, шăпах апата ĕлкĕрчĕ.
Миша хăй куçне хăй ĕненмерĕ. Амăшне тинкерсе:
- Ур-ра! Таркăн таврăнчĕ! Çавăн пеккиех... Пурçăн кĕпе. Хамăрăнах пулĕ ку?
Çапла унăн тусĕ Пурçăн Кĕпе ятлă пулчĕ. Эрне пĕрле пурăннă хыççăн вĕсен уйрăлма вăхăт çитрĕ. Кану кунĕсем вĕçленчĕç. Çула тухнă чухне пĕчĕк тусне пахчара хăварчĕç.
Тата тепĕр çул иртрĕ. Каникулта ялта пурăннипе Миша пахчана сайра кайса çӳрерĕ. Асламăшне тĕрлĕ ĕçре пулăшать вăл, юлташĕсем те нумай. Вăхăт сисĕнмесĕр иртет.
Йăлтăркка пĕчĕк тусĕ ачана манаймарĕ пулас. Пĕррехинче кĕтмен çĕртен Миша амăшĕ газ плити çинче асăрхарĕ апăршана. Нимĕн хускалманнине кура, пиçсе кайнă пулĕ тесе, алла илчĕ. Чĕрех! Урисемпе тапкаланать çеç мар, пӳрнене çирĕппĕн çатăрлама та пултарать. Хĕрарăм ăна текех курупка ра мар, кĕленче савăтрах усрас терĕ. Ывăлĕн тĕслĕхĕпе ĕçмелли-çимелли, симĕс курăк хучĕ унта, çӳлтен марля витрĕ. Килтен кайнă чухне çенĕке лартса хăварчĕ.
Миша эрни-эрнипе килеймерĕ. Кил хуçисем çитнĕ çĕре Пурçăн Кĕпе патне хăнасем: йӳплĕ хӳресем, хыт кайăксем, кăткăсем пуçтарăннă иккен. Марля кăшт сирĕлнĕ. Çимелли, мĕн хурса хăварни, шыв йăлт типсе ларнă. Сухари пек хытнă çăкăр татăкĕ çинче - Пурçăн Кĕпе. Сасă илтсе ыттисем çийĕнчех çӳлелле тапаланма тытăнчĕç, савăтран чакалана-чакалана тухрĕç те унта-кунта саланса куçран çухалчĕç.
Пĕчченскере хĕрарăм сĕтел çине хучĕ. Чылай ларчĕ Пурçăн Кĕпе хĕвел ăшшинче. Мишăна кĕтет-ши? Тунсăхлать тейĕн... Тепре пăхнă çĕре çунаттисене сарнă, нăрлатса пит патне çĕкленчĕ. Унтан темиçе çаврăм турĕ, «Сывă пул, ырă чунлă аппа. Мишăна салам. Тепре куриччен!» - тенĕ евĕр тутана сĕртĕнчĕ те хĕвел çутинче çухалчĕ.