Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
26 Августӑн 2020, 13:45

Телейне тăван тăрăхĕнче тупнă

Шаран тăрăхĕнчи Тÿртÿллĕ тата ун çывăхĕнчи ялсенче пултаруллă ĕç çыннине, механизатора Валерий Андреева пĕлмен çын çук пулĕ. Ăçта кăна пăхмастăн - пур çĕртре те унăн тухăçлă ĕç кăтартăвне курма пулать. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен уй-хирте вăй хурать пулсан, хĕлле ир-ирех çулсене юртан тасатма васкать. Уншăн ăна ял çыннисем тав туса пĕтереймеççĕ.

Валерий 1964 çулта Тÿртÿллĕ ялĕнчи Геннадий Осиповичпа Галина Николаевна Андреевсен çемйинче çуралнă. Вăл виçĕ ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ хуçалăхра зоотехник пулса ĕçленĕ, амăшĕ колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Валерий пурне те пĕлме ăнтăлакан арçын ача пулнă май мĕн пĕчĕкрен техникăпа кăсăкланнă.
1981 çулта арçын ача Тÿртÿллĕри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Аттестатпа пĕрле тракторист свидетельствине те илме тивĕçнĕ. Ĕçлĕ пурнăçне шкул хыççăнах, Ф. Энгельс ячĕллĕ колхозра пуçланă. Икĕ çул çеç ăна тăван тăрăхĕнчен уйăрса тăрать (сăмах Совет Çарĕнче служба иртни пирки пырать, - авт.). Хĕсмет хыççăн чăваш каччи телейне ют çĕрте шыраман, тăван хуçалăхрах тупнă. Паянхи кун та вăл тăван çĕр çинчех тăрăшать.
Валерий Геннадиевич çĕре типтерлĕн акса ÿстерекен, тухăçа пĕр-пĕрчĕ юлмиччен пуçтаракан çын пулнипе уйрăлса тăрать. Вăл - чăн-чăн çĕр çынни.
Механизатор мĕн авалтан ялти чи сумлă та хисеплĕ профессисенчен пĕри пулнă. Мĕншĕн тесен çăкăр туса илес тесессĕн тăван çĕре юратмалла, ăна хăвăн чун ăшшине парнелемелле. Манăн сăмахăм шăпах çавăн пек çынсенчен пĕрин çинчен. Ялта пурăнакансем механизатор пурнăçĕ çăмăл мар иккенне, кирек епле çанталăкра та иртен пуçласа каçчен уй-хирте ĕçлемеллине пĕлмеççĕ мар. Капла пăхсан механизатор курăнман ĕç тăвать пек, анчах пĕр кун çеç хире ан тух - ана алăнмасăр, пуçтарăнмасăр юлать. Валерий Геннадиевич Т-150, ДТ-75 тракторсемпе ĕçлет. Унăн техники яланах тĕрĕс тĕкел.
Çак ĕçчен качча ялти нумай хĕр килĕштернĕ пулнă. Пурнăç тăршшĕпе юнашар утма вара вăл пĕр класра вĕреннĕ Римăна суйласа илнĕ. Вăтăр пилĕк çул хушши ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса, пĕр шухăшпа, пĕр ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Вĕсенчен 29 çулне Валерăн ашшĕпе амăшĕпе пĕрле ирттернĕ.
Андреевсен çемйи паянхи саманапа килĕшÿллĕ пÿртре пурăнать. Рима Владимировна 30 çул «Малышок» ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсем виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Татьяна Октябрьскинчи нефть университетĕнчен вĕренсе тухнă. Людмила аграри университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Ольга Акмулла ячĕллĕ пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнчен вĕреннĕ. Халĕ аслă Андреевсем - пилĕк мăнукĕшĕн юратнă кукаçипе кукамай.
Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе Валерий Андреев ял хушшинче пысăк хисепе тивĕçнĕ. Ахальтен мар ăна темиçе хутчен ял Канаш депутачĕ пулма суйланă. Вăл экологи субботникĕсене хастар хутшăнать, чиркÿ хăпартас ĕçре те вăй çитнĕ таран пулăшать.
Валерий Геннадиевич вăрах ҫул хушши ырми-канми ӗҫленине сахал мар Хисеп хучĕпе палăртнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли - РФ Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп хучĕ.
Валерий СССР саманинче ҫуралнӑ ҫын. Вӑл час-часах ҫав вӑхӑтри ӗҫ кунӗсем ҫинчен аса илет. Уйрӑмах хăй ĕçленĕ техникăшăн тунсӑхлать. Ун чухне техника питӗ ҫирӗп пулнӑ, вăраха пынă.
Валерий Андреев ҫӗр ĕçченĕ пулнă май кашни уяр кун хакне пӗлет. Пирӗн сӗтел ҫинче яланах тутлӑ та ырă шăршăллă ҫӑкӑр пултӑр тесе нумай вӑй хурать. Вӑл хуҫалӑх ертӳҫине ĕçе пĕлсе, кирлĕ пек йӗркеленӗшӗн, ĕçченсемпе канашласа пурнăçланăшăн, вĕсене яланах ăнланма тăрăшнăшăн тав тӑвать.
Ф. ГАРИФУЛЛИНА.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.
Читайте нас: