Экспедици ушкăнне ял çыннисем библиотекăра çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕç. Проект тăрăх преподавательсем туй йăли-йĕркин лексикипе юрри-такмакне, хĕр йĕррине, каччăпа хĕре пил панă сăмахсене çырса илчĕç, илемлĕ ташă-юрăпа, чăваш тумĕпе тата капăрлăхсемпе паллашрĕç. Ял çыннисем каласа панă тăрăх, Косяковкăра пурăнакан чăвашсем Шупашкар енчен 1886 çулта куçса килнĕ. Косяковкăсем - Пушкăрт Республикинче пурăнакан, «Сурхури» йăли-йĕркине тытса пыракан тури чăвашсем. Халăхăн ăс-пурлăх хавалĕ чĕлхере, кĕвĕ-çемĕре, сăмахлăхра, тĕрĕ-эрешре, тум-тирте сыхланса юлнă. Косяковкăсем ырă йăла-йĕркене çирĕп тытса паянхи кунччен упраса хăварма пултарнă, çĕр çинчен çухалма паман. Ялти кашни килĕре тĕрĕллĕ чăваш тумĕ е урăхла илемлетнĕ шурă кĕпе пур. Çак тĕлĕнмелле пуянлăха упраса хăварни тата аталантарса пыни халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ăруран-ăрăва ÿстерсе пынă илемлĕх мулĕ хальхи ăстасемпе ÿнерçĕсене те илĕртет. Шел пулин те, пуян кун-çуллă чăвашсене ялта клуб пулманни питĕ кулянтарать.
Эпир, ăслăлăх экспедицийĕн пайташĕсем, çак ялта пурăнакан Мария Николаевна Яковлевапа Ирина Григорьевна Белова аслă ăрури çынсене, Федор Иванович Павлов купăсçа, Максим Николаевпа Виктория Данилова çамрăксене, Светлана Анатольевна Привалова библиотека ĕçченне экспедици ĕçĕнче пулăшса пынăшăн тав тăватпăр.
Лариса КОРОТАЕВА,
филологи наукисен кандидачĕ.
Çтерлĕ хули.