Пур хыпар та
Общие статьи
2 Сентябрӗн 2020, 13:12

Хусанта Мустай Карим палăкне уçнă

Август уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хусанти Мустай Карим ячĕллĕ скверта Социализмла Ĕç Геройне‚ Пушкăртстанăн халăх поэтне Мустай Карима халалласа палăк уçнă. Церемонин чаплă хăнисен шутĕнче Тутарстан тата Пушкăртстан пуçлăхĕсем – Рустам Миннихановпа Радий Хабиров пулнă.

Скульптурăн хакĕ 45 млн тенкĕпе танлашать. Асăннă композици Урал тăвĕсен карчĕ çинче ларакан поэт кĕлеткинчен тăрать. Унăн авторĕ - çĕршыври Художниксен союзĕн председателĕ‚ Раççей халăх художникĕ Андрей Ковальчук скульптор. Палăка уçассипе çыхăннă савăнăçлă церемони вăхăтĕнче автора Тутарстан президенчĕн Тав хучĕпе тата Пушкăртстанăн патшалăх наградипе - Халăхсен туслăхĕн орденĕпе - чысланă.
Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх‚ палăк ĕмĕрлĕхех икĕ республика аталанăвĕн символĕ пулса тăрĕ.
- Мустай Карим палăкне Хусан варринче уçни пирĕншĕн пысăк чыс. Вăл пирĕн - вĕрентÿçĕ. Поэт Тутарстана юратнă‚ вăл икĕ халăх туслăхĕшĕн нумай тăрăшнă. Рустам Нургалиевич‚ çак палăк Пушкăртстанпа Тутарстан хушшинчи çирĕп туслăх символĕ вырăнне пултăр‚ - тенĕ Радий Хабиров.
Рустам Минниханов хăйĕн салам сăмахĕнче Тутарстан Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнă тĕле Ĕпхÿре Габдулла Тукай палăкне уçнине палăртнă. Унтан ТР президенчĕ Радий Хабирова икĕ республика хушшинчи туслă хутшăнăва çирĕплетес ĕçре нумай тăрăшнăшăн Тутарстан Республики йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнин медалĕпе наградăланă.
Поэт мăнукĕ, Тимербулат Каримов, аслашшĕ ача чухнех‚ Габдулла Тукай сăввисене итленĕ вăхăтра, Тутарстана юратни çинчен каланă. Мустай Карим Тутарстанăн пĕрремĕш президенчĕпе туслă пулни çинчен та асăнса хăварнă. Çавăн пекех поэт мăнукĕ Рустам Минниханова тата скульпторпа архитектора тав тунă.
Читайте нас: