Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Сентябрӗн 2020, 12:40

Кану кунĕсене ăçта ирттермелле?

Аслыкуль кÿллиПушкăртсем ăна урăхларах – Асылыкул е Асыулыкул - ят панă.

Ячĕ мĕне пĕлтернине те тĕрлĕрен ăнлантарнă - «йÿçĕ кÿлĕ»‚ «саркаланса выртакан кÿлĕ»‚ «çутă кÿлĕ». Пĕр вариантра «йÿçĕ» тенине вара çапла сÿтсе явнă: кÿлĕри шыв минералсемпе пуян пирки тăварлăрах иккен. Асăннă кÿлĕ Пушкăртстан варринче хăйне евĕр тинĕс вырăнне пулса тăнă.
Кÿлĕ çинчен «Аслыкульпа» «Заятуляк тата Зыухылу» паллă пушкăрт юмахĕсенче те асăнса хăварнă.
Кÿлĕ хăйĕн чул тăвĕсемпе тата чăнкă та илемлĕ çыранĕсемпе уйрăлса тăрать. Ун йĕри-тавра Табулак‚ Улу-Карачаг‚ Улутау тата Наратау тусем вырнаçнă. Ташлытау ту çинчен кÿлĕ курăнăвĕ уçăлса выртать. Çак ту кăнтăр енчи çыран хĕрринче вырнаçнă. Унсăр пуçне кунта сайра-хутра тĕл пулакан ÿсен-тăрансене курма пулать. Аслыкуль кÿллинче тĕрлĕрен пулă пурăннине те палăртса хăвармалла.
Темиçе кун канма кăмăл тăвакансем валли вара «Аслыкуль» кану бази те пур.
Шарлама шыв сикки
Кÿлĕ çывăхĕнче (тăватă çухрăмра) тата тепĕр интереслĕ туристсен паллă вырăнĕ пур. Вăл - Шарлама шыв сикки.
«Шарлама» «шыв сикки» тесех куçать. Шыв юхнин çÿллĕшĕ - 12 метр.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: