Пур хыпар та
Общие статьи
2 Сентябрӗн 2020, 12:48

Парне

Кивĕ хутсемпе арпашса ларнă вăхăтра лотерея билечĕ сиксе тухрĕ. Автографпах. «В чест ден рождение от Ивана курорт Красноусольский», - тесе çырнă ун çине. Э-э, аса илтĕм!

Иван Тарасовичпа эпир курортра пĕр эрнерех çывăх туссем пулса тăтăмăр. Вăл мана мĕншĕн килĕштерсе пăрахнине пĕлейместĕп. Хăйне вара эпĕ лутра пÿллĕ, çаврака пит-куçлă, хаваслăскере, ача пек кăтăр-кăтăр кулаканскере, куллишĕнех кăмăлларăм пулмалла. Куллине итлесе тăранма çукчĕ унăнне.
Тепĕр чух, култарас тесе, кăтăкласа та илеттĕм.
Çав çулхине эпĕ шăп та лăп вăтăр тултартăм. Иван Тарасович манран вунă çул аслăрахчĕ, çапах та маншăн ача пек туйăнатчĕ вăл. Шăллăм теттĕм эп ăна.
Сывлăхне питĕ упратчĕ. Туртмастчĕ, ĕçместчĕ, сехетсеренех форточка уçса пÿлĕме уçăлтаратчĕ. Пĕр процедурăна та сиктерместчĕ. Тутлă апат хыççăн койка çине тÿнсе каятчĕ те хырăмне ачашласа выртатчĕ. Кашни кунах физкабинета тарасапа виçĕнсе пăхма çÿретчĕ. Мана та чĕнетчĕ. Вăл январь сиввипе шăнса пăсăласран хăраман пулсан, эпир унпа пĕр самантлăха та уйрăлас çук. Сивве пула çеç кунне пĕр-икĕ хут уйрăлаттăмăр: ирхине зарядкăна эпĕ урама тухаттăм, вăл коридортах авăнкаласа илетчĕ; кăнтăрла эпĕ пĕр-ик сехетлĕхе йĕлтĕрпе тухса чупаттăм, вăл телевизор умĕнче спорт передачисем пăхма ларса юлатчĕ.
Иван Тарасович автокрановщик пулнине пĕлтĕм. Хăйĕн ĕç-хĕлĕ çинчен вăл сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕрччĕ.
Красноусольск курортĕнче ун чух çĕнĕ корпус тăватчĕç. Иван Тарасович мана час-часах çавăнта илсе каятчĕ. Стройкăра каснă-лартнă унăнни пек автокран ĕçлет.
Кун хыççăн кун иртет. Манăн тусăм унчченхи пекех пакăлтатать, кăтăр-кăтăр кулса илет, çапах та кил-йышĕ пирки тунсăхлама пуçлани сисĕнчĕ. Вăл арăмĕпе хĕрĕсем çинчен, сад варринчи ултă кĕтеслĕ çĕнĕ пÿрчĕ çинчен ытларах та ытларах калаçма тытăнчĕ. Почтăна та час-часах чупма пуçларĕ, хăш чух кунне иккĕ-виççĕ те кайса килетчĕ. Мана та чĕнетчĕ.
Ятарласа ăна хумхантарма тенĕ пекех ман пата çырусем тăтăшах килсе тăратчĕç. Иван Тарасовича - çук та çук. Пĕр кунхине эпĕ пĕр пачкă открытка илсе таврăнтăм: арăм та, туссем те мана çуралнă кун ячĕпе саламлаççĕ.
- Юбилейÿ пирки эс мана ма маларах каламарăн?! – вăрçса тăкрĕ Иван Тарасович. - Асăнмалăх парне илеттĕм!
- Ий, тупнă кулянмалли! - лăплантартăм эп. - Кăтăр-кăтăр кул та - парне пулчĕ те вăл.
- Çук-ха, мĕн те пулин шутласа кăлармаллах, - терĕ те Иван Тарасович, палатăран васкаса тухса кайрĕ. Тем самантран каялла персе çитрĕ. - Ак сана парне туянтăм.
Вăл мана лотерея билечĕ тăсса пачĕ. Çавăнтах:
- Кÿр-ха, çуралнă кун ячĕпе салам сăмахĕсем çырса алă пуссах парам, - тесе билета каялла илчĕ.
Билета ал лаппипе хупласа темĕн çырма пуçларĕ вăл. Чылайччен шухăшласа ларчĕ. Эпĕ чăрмантарас темерĕм, вырăн çине тÿнсе кайрăм та пите ал шăллипе хупласа выртрăм. Тĕлĕрсех кайнă. Вăрантăм - Иван Тарасович çаплипех пуçа ватса ларать. Те сăвăлласах çырать, апăрша.
- Кирлĕ сăмахсем ниепле те тупаймарăм-ха. Тен, каярахпа пуçа пырса кĕрĕç, - терĕ вăл билета кăкăр кĕсйине чикнĕ май.
Тепĕр кунне йĕлтĕрпе ярăнса таврăнтăм та, Иван Тарасович урай варринче ларнине курах кайрăм. Умĕнче картсем выртаççĕ.
- Эсĕ, Тарасыч, картпа юмăç пăхма та ăста-им?
- Ăсти-мĕнĕ… - именчĕклĕн кулса илчĕ тусăм. - Ăсти ăста мар та-ха, тепĕр чухне шăпа та лăп тÿрĕ килсе тухать.
Карт вăййи вуçех тыткăна илчĕ ăна. Картсене пĕрре сапаласа пăрахать, тепре пĕрин çине теприне витсе темиçе ушкăна пайлать. Унтан «чи кирлине» туртса кăларса çавăрса хурать те, пуçне пăркалать: «Вăт те на!».
Пĕррехинче Иван Тарасович мана çывăрнă çĕртен кăтăкласа вăратрĕ:
- Тăр! Эсĕ мĕн, курорта çывăрма килтĕн-им?
Кăтăр-кăтăр кулать - хăйне кăтăклаççĕ тейĕн.
- Тăр, пĕр кăсăк япала каласа паратăп. Итлетни? Вăт, итле. Телейлĕ çын эс. Эпĕ парнелес билетпа выляв пулать санăн. Картсем калаççĕ. Кашни кун пĕрешкел килсе тухать.
Те чăнласах калать Иван Тарасович, те шÿтлесе - пĕлме çук.
- Билетна эпĕ сана парăп-ха, эс ун пирки ан кулян. Тульккă атя килĕшсе татăлар: выляв тупăшĕ - çурмалла!
- Юрĕ-çке, - килĕшетĕп эпĕ.
- «Москвич» выляса илсен, э? Вăт вара эпир санпа пурăнма пуçлăпăр. Кăнтăра кайса хаклăрах хакпа сутăпăр та…
Манăн Иван Тарасович пĕтĕмпех улшăнчĕ. Халĕ унпа эпир автокран курма та çÿреместпĕр, почтăпа та ытлашши интересленместпĕр. Арăмĕ, çемйи çинчен те калаçма пăрахрĕ вăл. «Москвич» пирки çеç тутлăн ĕмĕтленет. Вăт, выляса илсен, ăнăçлă сутсан, çур хакне илсен, вăл ăна туянать те, кăна туянать…
Эпир курорта килнĕренпе виççĕмĕш эрне вĕçленсе пынă чухне пĕррехинче Иван Тарасович пăч пулчĕ. Кăнтăрлахи апата столовăя та пымарĕ вăл. Апат çисе канса илнĕ хыççăн çеç шыраса тупрăм эпĕ ăна. Почтăра.
- Çиччас хаçатсем илсе килме тивĕç, - терĕ вăл. - Паян выляв таблици пулмалла. Эсĕ мана кĕтсе ан лар, эпĕ илсе пырăп.
Палатăна таврăнтăм. Тепĕр вун пилĕк минутран Иван Тарасович та йăпăртатса çитрĕ. Хаçат çĕкленĕ.
- Эпир санпа çиччас тĕрĕслесе пăхатпăр. Тульккă эс шăппăн лар, малтан эпĕ хам тĕрĕслем, - тет.
Чăрмантарас темерĕм.
Куçĕсем хĕм сапса илчĕç Иван Тарасовичăн. Пĕрре хаçат çине пăхса илет, тепре билетне тĕрĕслет. Юлашкинчен хаçат тытнă аллисене ĕшенчĕклĕн усрĕ:
- Пĕр тенкĕ…
Билета тăсса пачĕ Иван Тарасович.
- Вылявĕ пĕтĕмпех хăвна пултăр, - терĕ вăл. - Пайласа мĕн чăрманмалли.
«В чест ден рождение от Ивана курорт Красноусольский», - вулап эпĕ.
Вылявне илес темерĕм. Халь шутлатăп та, юрать хаклă япала килсе тухман: укçине тахçанах тăккаласа пĕтернĕ пулăттăмăр, вылявĕ те, тен, манăçа юлнă пулĕччĕ. Халĕ вара манăн автографлă билет пур - çывăх тусăм çинчен аса илтерет. Вăт, ку парне-тĕк парне!
Читайте нас: