Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Сентябрӗн 2020, 13:28

Çĕр ĕçченĕсем çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ

Пишпÿлек районĕнчи «Родник агрофирма» ОООра вырма вăхăтĕнчи уй-хир ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем тĕш тырăсене вăхăтлă тата çухатусăр пуçтарса кĕртме, кĕрхи культурăсем акмалли анасене хатĕрлесе вăрлăхсене çĕр ăшне вăхăтра хывма тăрăшаççĕ. Ĕç вĕресе кăна тăрать, мĕншĕн тесен кунта хăйсен пурнăçне ялпа, çĕрпе çыхăнтарнă тÿрĕ кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ.

Комбайн штурвалĕсем умĕнче тăрушăллă Алексей, Александр тата Владислав Никитинсем черетлĕ ылмашăнса вăй хураççĕ. Çакă вĕсене вăхăта перекетлеме май парать. Игорь Прокопьев механизатор ЖБЗ-7 жатка çаклатнă МТЗ-1281 тракторпа пĕрчĕллĕ культурăсене çулать. Тĕш тырăсем пĕтĕмĕшле 1678 гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен 1000 гектарне пуçтарса ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Хуçалăх ертÿçи Сергей Михайлов вăтам тухăç пĕр гектартан 20 центнер ытла тухнине палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле вăл тĕрлĕ культурăсен тухăçĕпе кăмăллă.
Кĕрхи çĕртме ĕçĕсене хăватлă К-744 тракторпа Леонид Лакомкин механизатор пурнăçлать. Акмалли çĕрсене пĕр-пĕрне улăштарса, икĕ сменăпа Георгий Мускатинпа Виталий Андреев кăпкалатаççĕ. Константин Петров «Томь» акакан комплекса çаклатнă К-744 тракторпа кĕрхи культурăсене акать.
Опытлă механизаторсемпе пĕртанах T-150 тракторпа çамрăк Владислав Захаровпа Валентин Иванов ĕçлеççĕ. Пелепейĕнчи ял хуçалăх механизацийĕпе электрофикаци техникумĕнче вĕреннĕ чух вĕсем «Родник агрофирмăра» диплом умĕнхи практика иртнĕ. Дипломлă специалистсем пулса тăнă хыççăн вăхăтлăха (çывăх вăхăтра çара каймалла) çакăнтах ĕçе вырнаçнă.
Геннадий Гаврилов, Александр Макеев, Роман Митрясов, Геннадий Макеев КАМАЗ тата ГАЗ автомобиль водителĕсем питĕ çăврăнăçуллă ĕçлеççĕ. Вĕсем пуçтарнă тырра уй-хиртен тырă складне турттараççĕ. Валерий Алексеев МТЗ-82 тракторпа вăрлăх тата им-çам турттарса тăрать.
«Уй-хир - йĕтем», «йĕтем - уй-хир» пĕр чарăнми конвейер ĕçне кирлĕ шайра йĕркеленĕ. Йĕтем çинче ЗАВ-20 тырă сăвăрмалли агрегата Александр Старков аслă оператор тимлĕ пăхса тăрать. Александр Федосеев, Алексей Михайлов тата Андрей Мульдряков йĕтем çине таса та тирпейлĕ тытса тăма, тырă йышăнма тата сăвăрма пулăшаççĕ.
Агрофирмăн кашни ĕçченĕ хăй тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçласа тухăçа вăхăтлă та çухатусăр пуçтарса илме ĕмĕтленет. Пур ĕçе те хуçалăх директорĕн çумĕ Дмитрий Михайлов тата Ихсан Валеев инженер-технолог ертсе пыраççĕ. Çанталăк лайăх тăнă вăхăтра çĕр ĕçченĕсем иртен пуçласа каçчен мĕнпур вăйран тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах техникăн хăрушсăрлăх нормисене те асра тытаççĕ.
Ирина ФОМИНА.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: