Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Сентябрӗн 2020, 13:02

Шырав ĕçĕ тухăçлă вĕçленчĕ

«Урал сасси» хаçатăн 30№ «Вилĕмсĕр полк» акци» рубрикăра Пелепей тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Александр Николаевич Варейкин вăрçă паттăрĕпе паллаштарнăччĕ. Материала Александр Николаевичăн мăнукĕ Сергей Варейкин хатĕрленĕ. Статьяра аслашшĕн вил тăприне халĕ те шырани, çак тĕллевпе Александра йăмăкĕ РФ Оборона министерствин тĕп архивне тата ытти çĕре те çыру янине пĕлтерĕччĕ.

Лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе Санкт-Петербург хулинче ĕçлесе пурăнакан Александра Варейкинапа çыхăнма шутларăмăр.
- Асаттепе çыхăннă информацие пĕтĕмлетнĕ даннăйсен «Мемориал», «Электронлă архив» корпораци сайчĕсенче шырарăм. РФ Оборона министерствин тĕп архивĕпе çыхăну тытрăм. Килте упранакан «похоронкăра» хĕвел тухăç Нойдорфра (Германи) пытарнă тесе çырнă. РФ Оборона министерстви пĕлтернĕ тăрăх, халĕ вăл Польша территорине кĕрет.
Ăнсăртран телевизорпа Польшăри совет салтакĕсене пытарассипе Ежи Тыц ĕçлет текен сюжета курса юлтăм. «Вконтакте» социаллă сетьре унăн страницине шыраса тупрăм. Ун патне асатте çинчен хам мĕн пĕлнине çырса ятăм. Вăл Нойдорф халĕ Германи территорине кĕнине, Германире совет салтакĕсене пытарассипе Войцех Бещински ĕçленине пĕлтерчĕ.
Ежи Тыц Войцеха пирĕн асаттен вил тăприне шыраса тупма пулăшма ыйтрĕ. Войцех Бещински совет салтакĕсене пытарассипе Берлинта унăн юлташĕ Эдуард Михайлович Птухин ĕçленине пĕлтерчĕ. Эдуард Птухин мана интереслентерекен информацие пĕр уйăх хушшинче тенĕ пек ярса пачĕ. Унта малтан пытарнă вырăнне те (хальхи Берлин территорийĕнчи Трепетов текен парк çывăхĕнче), кайран пытарнă тĕлне те (ку пĕр иккĕленÿсĕр Трепетов паркĕ) кăтартнă.1946 çулта Совет Çар администрацийĕ Берлинта вилнĕ совет салтакĕсене çĕнĕрен тирпейлесе пытарасси, вăрçă паттăрĕсем ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă вырăна тирпей-илем кĕртесси пирки йышăну тунă. Вырăнне совет командованийĕ хăй тупнă. Трепетов паркĕ пирки тĕнче тетелĕнче информаци сахал мар.
Трепетов паркĕ Берлина çĕнсе илнĕ чух Хĕрлĕ Çар салтакĕсене асăнса уçнă питĕ пысăк мемориал шутланать. Унта 7200 совет салтакне пытарнă. Вĕсенчен 4430-шĕ кам иккенне тупса палăртнă. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Çапла пĕчĕккĕн- пĕчĕккĕн пур информацие те пуçтарса çитертĕм.
Эдуард Михайлович Птухин - Пĕтĕм тĕнчери «Обелиск» (Берлин) архивпа шырав обществин правленин председателĕ.
Войцех Бещински - Польша Республикинче иккĕмĕш тĕнче вăрçинче вилнĕ салтаксен вил тăприсене тĕпчекен таврапĕлÿçĕ, техника наукисен кандидачĕ, историк.
Ежи Тыц - поляк. Совет салтакĕсен палăкĕсене çĕнетессипе ĕçлет. Вăл çак ĕçе сакăр çул каялла тытăннă. Тĕрĕссипе каласан, вăл хăй пĕр пĕччен 1994 çултанпа Раççейпе Польша хушшинче тунă килĕшĕве (ун тăрăх Польша çĕршывĕ совет салтакĕсен вил тăприсене асăрхаса, тирпейлесе тăмалла пулнă) пурнăçа кĕртнĕ. Унтанпа вăл хăйпе пĕр шухăшлă çамрăксене пуçтарса хăйне майлă ушкăн йĕркеленĕ. Асăннă обществăна (вăл нумаях пулмасть Польшăн кăна мар, Польшăпа Раççейĕн те шутланать) Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи татăклă улшăну самантне - 1943 çулхи Курск çапăçăвне халалласа - «Курск» ят панă. Пысăк ушкăнпа пуçтарăнса совет салтакĕсен вил тăприйĕсем çинче тирпей-илем кĕртме ансатрах та, хăрушă та мар.
Александра ВАРЕЙКИНА.
Пелепей хули.
Читайте нас: